Ара испанла та тытма палать, анчах чӑвашла — май ҫук. Чӑннипе те кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса хунӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр мар-и? Тӑван чӗлхепе экзамен тытма май ҫук. Вырӑс челхине Раҫҫей патшалӑх чӗлхи тесе тыттараҫҫӗ-ха, тӑван чӑваш чӗлхи пирки калаҫма пуҫласан — тӳрех хирӗҫ тӑраҫҫӗ! Ачисене испан чӗлхипе тыттарӗҫ, анчах чӑвашла мар...
Кӑҫал тата 9-мӗш классене те экзамен тыттарасшан мар пек калаҫаҫҫӗ... Какуй унта 11-мӗш класс пӗтерекенсем пирки. Министерство ҫыннисене вара мӑн асаттесем, мӑн асаннесем умӗнче намӑс мар-ши?
//йӑнӑшап пулсан — каҫарӑр
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
ППЭ чăваш чĕлхипе тытасси е тытмасси вăл шкул ачисенчен мар,çÿлти картлаçрисенчен килет.Ача вăл ача,пластилин пек темле те пăркалама пулать ăна.Атте-анне чĕлхипе пурин те тытмалла тесен камах хирĕçлейĕ?Çук çав халĕ Г.Волков академик пек чăн-чăн чăвашсем.Кăна йышăнмаллах.
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.10 14:38
Манăн ывăл вуннăмĕш класра вĕренет.Пырса кала-ха унта пырса чăваш чĕлхипе ЭГЕ пулать тесе.Чăваш ашшĕ-амăшĕсем чи малтан сиксе ÿкĕç.Хам вара хирç мар.
Анатсемпе килĕшмесен те пултаратăп.Мĕнле шкул ачисен тивĕçĕ мар.Вĕсем мĕнле ЕГЭ тытмаллине суйласа илме пултараççĕ.Вĕсем тытаççĕ те суйласа илмеççĕ "чăваш чĕлхи" предметне. Вара тавай Анатсем хăвăн тĕслĕхсемпе çирĕплет.Вĕрентсе ЕГЭ тыттар-ха чăваш чĕлхипе хăвăн ачусене, мăнуксене. Акасапар пек сывлăша ан çавăрттар-ха.Эпĕ хам 70-мĕш çулсенче шкулта вĕреннĕ чухне мана никам та акăлчан чĕлхипе вăйпа вĕрентимастчĕ(хотя паянхи кун та нумай сăмахсене пĕлеп акăлчанла), мĕншĕн тесен эпĕ пĕлнĕ:-мана акăлчан чĕлхи нихçан та кирлĕ пулмасть,эпĕ ют çĕршыва кайма пултариман.Çавăн пекех чăваш ачисем тăван чĕлхе кирлине ăнланмаççĕ.
Анатсем // 2005.1.2562
2014.04.10 16:24
Атте-анне чĕлхине суйламаççĕ.Чунпа эпир нумайăшĕ чăваш пулсах юлатпăр.
Чăваш чĕлхи пурнăçра кирлине ачисене ăнлантарса пама пултараканнисене Шупашкарта пурне те тенĕ пекех пĕлетпĕр.Вĕсен ачисем тăван чăваш чĕлхине пĕлеççĕ.
Анатсем! Эпир чăваш пулса юлатпăр-ха, анчах шăпăрлансем пулса юласшăн мар.Акасапар:"Камăн-ха унта чăваш чĕлхине "ирĕксĕрлесе" (?) вĕрентесрен сехри хăпса тухнă?"-Акасапаркка ирĕксĕрлесе вĕрентнин усси çукрах пулĕ. Ирĕксĕрлени курайманлăх кăна ÿстерет.
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.11 09:18
Кунта Акапасарка халап çапнисĕнр пуçне пĕр ĕçпе те палăраймарĕ.Борпа Якур чĕркуçленсе ыйтаççĕ унтан.Пĕр пĕчик ĕç кăна кăтарт.Халăх кĕтет.
«Акасапаркка ирĕксĕрлесе вĕрентнин усси çукрах пулĕ. Ирĕксĕрлени курайманлăх кăна ÿстерет.»
Ку ыйту çине темле те пăхма пулать. Эп те малтан çапла шутланăччĕ. Анчах тепĕр енчен пăхсан: математикăна та, вырăс чĕлхине те ирĕксĕрлесе вĕрентеççĕ вĕт! Чăваш чĕлхи вĕсенчен мĕнпе кая?
Темăран айăкалла пăрăнса ан кайăр-ха. Кам вĕрентет, кам вĕрентмест — ку вăл кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Влаçрисен вара чăвашла хăйсемех ирĕклĕ вĕренччĕр тесе вăй хумалла.