1. Ҫын сылтӑм алӑпа ытларах ӗҫлет тӗк вӑл чылай чухне сылтӑм енпе чӑмлать. Сулахай ала вӑйларах ӗҫлет пулсан – сулахай енӗпе.
2. Вӗҫекен шӑшисем ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухсан яланах сулайхай енне пӑрӑнаҫҫӗ.
3. Сухан туранӑ чухне чӑмлак чӑмласан вӑл куҫа кӗмӗ.
4. Чӗлхе кӗрен тӗслӗ пулсан ҫеҫ таса шутланать Шурӑ тӑк – вӑл бактирисен сийӗ.
5. «Титаник» SOS сигалпа ытти карапсенчен пӗрремӗш усӑ курнӑ.
6. Ҫын ырӑ япала ҫине пӑхнӑ чухне унӑн куҫ шӑрҫи 45% сарӑлать.
7. Пирус туртма чарӑнсан ыйхӑ пӗр сехет кӗскелет.
8. Кулӑ стресс гормонӗсене сахаллатать, иммун тытӑмне ҫирӗплетет. 6 ҫулти ачасем вӑтамран кунне 300 хут кулаҫҫӗ. Аслӑ ҫын – 15-100 хут ҫеҫ.
9. Далматинецсем пӑнчӑсӑр ҫуралаҫҫӗ.
10. Статистика кӑтартӑвӗ тӑрӑх – паркра ҫын лаша утланнӑ палӑк пур тейӗпӗр. Лашан икӗ ури те сывлӑшра тӑк – ҫын ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Пӗр ури ҫеҫ сывлӑшра пулсан – ҫын ҫапӑҫури сурана пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Лаша ури ҫӗкленмен тӗк ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе вилнӗ.
11. Тӑмана ҫеҫ, ытти кайӑкпа танлаштарсан, куҫӑн ҫӳлти хупанкипе кӑна мӑчлатать.
12. Автан мӑйне пӑраймасть пулсан кукареклетеймест те.
13. Апчхулатнӑ чухне пуҫ мимин хӑш-пер клетки вилет.
14. Ҫыннӑн сулахай енчи ӳпки сылтӑмминчен пӗчӗкрех, мӗншӗн тесен унта чӗре вырнаҫнӑ.
15. Ҫын хӗрелнӗ чухне хырӑмлӑхӗн шалти пайе те хӗрелет.
16. Бегемотӑн кӑмӑлӗ ҫук тӑк тарӗ хӗрелет.
17. Кенгуру 12 метр таран сикме пултарать.
18. Хӗрарӑмсем арҫынсенчен икӗ хут ытларах мӑчлаттараҫҫӗ.
19. Эйфель башни ҫине хӑпармашкӑн 1792 картлашкана парӑнтармалла.
20. Дельфинсем ҫывӑрнӑ чухне пӗр куҫне ҫеҫ хупаҫҫӗ. Вӗсен пуҫ мимин пӗр енӗ ҫеҫ ялан ӗҫлет. Вӑл дельфин путасран яваплӑ.
21. Футбол вылякансем пӗр матчра 8-9 ҫухрӑм чупаҫҫӗ. Футболист карьера тӑршшӗпе мӗн чухлӗ чупать вара? Англирен пуҫласа Китай таран чупса ҫитнипе танах.
22. Ҫын вилсен те унӑн ҫӳҫӗ тата чӗрни ӳсме чарӑнмаҫҫӗ.
23. Организм куҫ шуррине ҫеҫ сывлашпа тивӗҫтермест, мӗншӗн тесен вӑл кирлине сывлӑшран хӑй илет.
24. Ҫӗр синче пуҫа ҫавӑрмасӑр хыҫалтине курма пултараан икӗ чӗрчун ҫеҫ пур. Вӗсем – попугайпа кролик.
25. Ӑслӑ ҫынсен ҫӳҫӗнче цинкпа пӑхӑр нумай.
26. Раҫҫейре 12 тинӗс. Кунашкал ҫӗршыв урӑх ҫук.
27. Тӗве сӗчӗ йӳҫмест.
28. Кайӑксене космоса ярас тӑк вӗсем унта хӑвӑрт вилӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене апат ҫӑтмашкӑн гравитаци (йывӑрӑш туртӑмӗ) кирлӗ.
29. Пингвин – вӗҫме пӗлмен пӗртен пӗр кайӑк.
30. Ҫыннӑн пуҫ мими пурнӑҫ тӑршшӗпе курни-илтнине «упрама» пултарать.
31. Юратнӑ ҫын ҫине пӑхатӑр тӑк куҫ шӑрҫи сарӑлать. Вӑл курайман ҫын ҫине пӑхсан та пысӑкланать.
http://interesting-things.ru/50-int ... kotoryx-vy-ne-znali/