Аслӑ Новгородри сакӑр ача ҫулхи паян автобус чӗртсе тарнӑ. Тарнӑ тени те тӗрӗс мар пуль.
Пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла иртни 2 сехет те 15 минут тӗлӗнче пулнӑ. Хулари автопассажир предприятийӗсенчен пӗрин водителӗ кӑнтӑрлахи апата хӑйӗн автобусӗпе киле кайнӑ. Уҫҫа вӑл чӗртмелли ҫӑрара хӑварнӑ та киле кӗнӗ. Автобус патӗнчен пыракан саккӑрти арҫын ача алӑка уҫса унта кӗрсе кайнӑ. Уҫӑпа вӑл мотора чӗртнӗ те юнашарти Питӗр урамне ҫити кайнӑ. Унта вӑл симӗс курӑк ҫинче автобуса чарса лартнӑ. Юрать-ха, ҫынсем шар курман.
«Харсӑр» ачана часах тупнӑ. Унпа тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе «профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ» тесе унти йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.