Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Искусство есть одно из средств единения людей.(Л.Н. Толстой)
 

Ad

Софья Савнеш: Израильти Вилӗ тинӗс

Софья Савнеш26.05.2014 15:599374 views

Вилӗ тинӗс тӑварлӑ тинӗссен хушшинче – чи тарӑнни. Тӑвар нумай пулнӑран вӑл ҫак ята тивӗҫнӗ. Кунта, океанпа танлаштарсан, 8,6 хут тӑварлӑрах: 1 литр шывра – 330,7 грамм тӑвар. Вӑл тинӗс шайӗнчен 425 метр аяларах вырнаҫнӑ. Эппин, ку планетӑри чи аяллӑ вырӑн.

Виле тинӗс тӑршшӗ – 67 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ – 18 ҫухрӑм, тарӑнӑшӗ – 378 метр. Анчах ҫулсерен шыв шайӗ 1-ер метр чакать, ун хыҫҫӑн тӑварлӑ тӑпра юлать. Ҫумӑр ҫусан ҫак вырӑнсенче шӑтӑк тӑрса юлать – унта кӗрсе ӳкме те пулать.

Тинӗсре тӑвар нумай пулнӑран унта чӗрчун пачах пурӑнмасть тесен те йӑнӑш мар. Ҫапах унта бактерисен темиҫе тӗсӗ тата шыв курӑкӗ пурӑнать. Тинӗсре микроэлементсем пур, ҫавна май вӑл – сипленмелли чӑн-чӑн курорт. Вӑл чылай туриста илӗртет. Тӗпӗнчен сипленмелли пылчӑк кӑлараҫҫӗ. Ӑна тултарнӑ алтӑрсем тинӗс хӗрринчех лараҫҫӗ. Пылчӑка ӳте сӗрмелле, типсен ҫуса ямалла-мӗн. Ку шӑмӑ сыпписене сиплеме пулӑшать.

Тинӗсри минерал шыв витӗр курӑнать, ҫуллӑ. Шыв температури 30 градус ӑшӑ. Унта шыва кӗресси – чӑн киленӗҫ. Ҫын путмасть, чӑмма тата ишме йывӑр. Ҫын хӑйне ҫу ӑшӗнчи пек туять. Анчах кристалсем ӳте кастарасран сыхланмалла. Кун хыҫҫӑн суран вӑрах ӳт илет. Чӑмма, шывпа сирпӗтме те сӗнмеҫҫӗ: шыв куҫ сетчаткине пӗҫертет.

Вилӗ тинӗс патӗнчи сывлӑш тап-таса, кислородпа, борпа пуян. Ку хавшанӑ нерв тытӑмӗшӗн паха, организма вӑй-хал хушать.

Тинӗс тавра – пушхир. Вилӗ тинӗс 5 миллион ҫул каялла пулса кайнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (11)]

Comments:

Agabazar // 2419.42.4641
2014.05.28 14:53
Agabazar
Верста (çухрăм) единица измерения расстояния, равная 1066,8 метрам ◆
http://ru.wiktionary.org/wiki/верста
Agabazar // 3646.17.7826
2014.05.28 18:04
Agabazar
1 çухрăм = 1066,8 метр
1 километр = 1000 метр
1000 ≠ 1066,8
Çухрăм ≠ Километр
2014.05.28 22:39
Аçтахар Плотников
Çухрăм = Километр. Пирĕн сайтра — çухрăм. Километр мар. :)
Agabazar // 4103.67.3592
2014.05.28 22:51
Agabazar
Эпир мĕн, СИ текен пĕтĕм тĕнчери системăна хирĕç-им? http://ru.wikipedia.org/wiki/Мет ...
Agabazar // 4103.67.3592
2014.05.28 22:55
Agabazar
Вара сантиметр епле пулать? "Кĕçĕн çухрăм" тейĕпĕр-и ăна? Миллиметр? Нанометр? Верста сăмаха вырăсларан епле куçарăпăр? "Суя çухрăм" тесе-и?
Agabazar // 4388.5.3244
2014.05.29 09:43
Agabazar
Вилĕ тинĕс хăрах енĕпе çеç Израиле сĕртĕнет. Тепĕр енче —Иордани.
2014.05.29 13:21
Аçтахар Плотников
«Верста» сăмаха питĕ сайра хутра çеç усă курма тивет. Миллиметр, сантиметр — кусем çаплипех. Ахаль чăваш çыннин ăнлавĕнче хальхи самантра «çухрăм» = «километр». «Пирĕн ял виçĕ çухрăмра ларать» текен чăваш «вертс»-па мар, «километр»па шутлать.
Agabazar // 1085.75.8996
2014.05.30 00:13
Agabazar
Сайра-и, сайра мар-и — верста сăмах пур. Вырăс чĕлхинче нихçан та километр вырăнне верста темеççĕ. Тĕрĕс тăваççĕ!!! Мĕншĕн тесен вăл енне кайсан "Метр"—лă виçев пĕрчисене çатăррăн катертме тивнĕ пулĕччĕ. Тепĕр тесен, калас текен калатăр (çăвар хапха мар —хупса хураймăн...), анчах норма теме хĕрĕнмелле мар пуль.

Ку статьяра Вилĕ тинĕсĕн экологи проблемисене çутатман (сăмахран, шыв шайĕ кашни çул 1 кĕçĕн çухрăм чухлĕ (1 метр тесе ăнланмалла) чакса пырать.
Agabazar // 1085.75.8996
2014.05.30 00:23
Agabazar
...Акă тата килограмм, килоВатт сăмахсем пур. Вĕсем вырăнне Çухрăм-грамм тата Çухрăм-Ватт темелле-ши?
2014.05.30 23:32
Аçтахар Плотников
Апла-и — капла-и: çухрăм = километр. Вырăссем сахал мĕнпе усă курмĕç. Чăвашсем километра çухрăм теççĕ пулсан ма усă курас мар?

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters