Начинай на чужой лад, чтобы закончить на свой.(Грасиан Бальтасар)
Ad
: Хӑят-пӑтти
19.06.2014 21:005276 views
Уявра
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ваттисен кунӗнче Ҫӗнӗ Упи ялӗнче Хӑят (ӗлӗкхи чӑваш тӗнӗпе ҫыхӑннӑ уяв) иртрӗ. Хӑят пӑттине ҫӗнӗуписем иккӗмӗш хут пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе яма шухӑшланӑ ҫынсем — Упи ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин тата ҫав ялта ҫуралса паян Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар таврапӗлӳҫӗ Владимир Ярухин.
Владимир Егорович чӗннипе эпир, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Чӗмпӗртен, Ҫӗпрел район чӑвашӗсем уявсене еплерех паллӑ тунине курма кайрӑмӑр. Кӑнтӑр иртсе виҫӗ сехетелле Ҫӗнӗ Упине ҫитрӗмӗр. Мӗнпур ял халӑхӗ, шур сухаллӑ мучисемпе, ҫӳҫӗсене кӗл тӗсӗ ҫапнӑ кинемисем, арсемпе херарӑмсем, ҫамрӑксем, ача-пӑча, Ҫӗнӗ Упи ял шкул картишне пуханнӑ — кивӗ шкулпа сывпуллашма. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче ялта ҫӗнӗ шкул ӗҫлеме пуҫланӑран ӗлӗкхи шкула сӳтме тӗв тунӑ. Ял ҫыннисем вара хӑйсен шкул пурнӑҫне шап та шай ҫак ҫуртпа ҫыхӑнтараҫҫӗ-ҫке. Шкулта юлашки хут экскурси йӗркелерӗҫ, 2014 ҫулта пӗрремӗш класа каякан ачасем аслӑ ӳсӗмрисене юлашки шӑнкарав сассине «парнелерӗҫ».
Ял халӑхӗ йӑх-несӗлӗсем чи малтан килсе вырнаҫнӑ ҫӗре — Ҫут вырӑнне — чӳк тума пухӑннӑ. Пӗлтӗр ял-йышпа пӗрле лартса хӑварнӑ юпа (ҫӳллӗш 5 метр: ун йӗри-тавра авалхи пӑлхар-чӑваш саспаллисемпе ҫырнӑ) тӗлӗнче Владимир Ярухин кӗлӗ вуларӗ; ваттисене, пиртен ӗмӗрлӗхех уйралнисене асӑнче, ентешӗсене ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, тыр-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе ырӑ сӑмахсем каларӗ. Кӗлӗ туса пӗтерсен ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр тесе пуҫ ҫапса, йӑлӑнса юпа йӗри-тавра виҫӗ хут ҫаврӑнтӑмӑр.
Юпа патӗнче кӗл туни
Эй, Пӗсмӗлле, аминь. Эй, Ярсутка, Яруха, Ярхун, Ятман, Лашман, сире сума суса авалхи йӑлапа паян Юпа умӗнче тӑратпӑр.
Эсӗ ҫав акнӑ тыррӑмӑрсене чипер ӳстерсе, аван ҫумӑрсем парса аван ӗлкӗрт, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ ту. Тырри чакан пек пысӑк пултӑр, ҫулҫи хӑмӑш пек, тӗшши ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр, ҫуллен-ҫул ҫапла Хӑвна чӳк тума хуш!.
Ҫырлах, аминь!
Ҫырлах, ҫерҫи чӳкӗ чӳклетпер. Ҫерҫи чӳкне хӗрсем качча кайса пӗтчӗр, качча кайсан сак тулли ачисем пулччӑр. Ачисем ҫерҫи чӳкне килччӗр ҫерҫпеле.
Ҫырлах, аминь!
Ку чӳк пӑттине ҫерҫи пӑтти теҫҫӗ, мӗншӗн тесен чӳк пӑттине пӗҫерне чухне пӗр ҫерҫи, ӑна шывпа ҫуса (малтан урине, унтан сӑмсине, кайран ҫунатисене) типҫупа сӗрсӗ (пуҫӗнчен тытӑнса хурине ҫитиччен) вӗҫтерсе яраҫҫӗ.
Хӗвелтухӑҫнелле (чӳк тунӑ енне) вӗҫсе кайсан тырӑ аван пулать, урӑх ҫӗрӗлле вӗҫсе кайсан ырах пулмасть. Хӗвелтухӑҫ еннелле вӗҫсе кайсан: «Кӗлтунӑ кӗллӗмӗр Турра ҫитрӗ», — теҫҫӗ.
(Куннехинче ҫерҫи выранне уписем шурӑ кӑвакарчӑна вӗҫтерсе ячӗҫ). Вӗҫен кайӑка ҫурӗҫ, уринчен пуҫласа, сӑмсине, унтан ҫунатисене, кайран пуҫӗ тытӑнса хӳри таран типҫу сӗрсе, вӗҫтерсе ячӗҫ. Вӑл пӗр хут вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те пирӗнпе сывпуллашса хӗвелтухӑҫ еннелле (аван паллӑ) кайса курӑнми пулчӗ. Халӑх савӑнчӗ — эппин кӑҫал тыр-пул ҫителӗклӗ пулать!
Эпир вара малалла утрӑмӑр. Тӑрӑнвар юханшывӗ хӗрринче ӳсекен йывӑҫ турачӗ ҫине «ӗмӗт кантрине» ҫыхрӑмӑр.
Качча кайман хӗрсене шурӑ кӑвакарчӑнсем пачӗҫ те, хӑйсен ӗмӗчӗсене, шухӑшӗсене каласа, кӑвакарчӑнсене вӗҫтерсе ячӗҫ.
Каярахпа ваттисене асӑнса апат ҫирӗмӗр. Йӑхташӑмсем ятне шурӑ така пусса пӑтӑ пӗҫернӗ. Кашниех тутанса курчӗ техӗмле ҫимене.
Уяв малалла тӑсӑлчӗ. Ялти чи сумлӑ ватӑсем картана тӑрса ӗлӗкхи чӑваш юррисене юрларӗҫ. Ҫамрӑксене йыхӑрса сӑвӑ каларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫ чӑвашӗсен таврапӗлӳ ушкӑнӗн председателӗ Николай Казаков Ҫӗнӗ Упи тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха упраса пурӑннӑ ҫӗрте ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн Упи ял тарӑхӗн пуҫлӑхне Алексей Ярухина (Владимир Егоровичӗн тӑван шӑллӗ) ӗлӗкхи пӑлхарсен — Танкӑр паллине пачӗ. Ӑна Болгарири Бургас хулинчен илсе килнӗ. Владимир Ярухин Афган ҫӗрӗ ҫинче хӗсметре пулнӑ Ҫӗнӗ Упи каччине Валерий Лашманова медаль парса чысларӗ.
Уявра ҫамрӑксем нумай пулни кӑмӑла ҫӗклерӗ, хавхалантарчӗ. Хамӑр йӑх-несӗлсен йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратса чаплӑ уявсем ирттернӗ ҫӗре йӑмӑксемпе шӑллӑмсен хутшӑнмаллах тесе шутлатӑп.
Николай Кирюшин. Ҫӗнӗ хула, Чӗмпӗр хули.
Тимӗр Лашман (Владимир Ярухин), Чӗмпӗр хули.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Сирĕн шутпа пĕр сотовый телефон кăна пур ĕнтĕ. «Наладонник», «карманный телефон» — пĕр япалах пуль сирĕншĕн? «Сотовая связь», «сотовый номер» терминсене те «кĕсье» сăмахпа усă курса куçармалла пуль? Унсăр пуçне хальхи телефонсем пысăклана пуçланă — вĕсем кĕсьене кĕреймеççĕ. Малтанхисем те кĕсьене кĕреймен, вĕсем пысăк пулнă.
Терминологи тĕлĕшĕнчен «кĕсье» сăмах ытла та ансăр, Пĕр термина çеç куçарма май парать, ыттисене вара — вăл шутра çыхăннисене те — куçарма май памасть.
Анчах та унашкал сăмах темшĕн сăмахсарсенче курăнмасть