Сирӗн ал айӗнче вӑрӑмтунасенчен сыхланмалли япала ҫук пулсан нӑйкакан кӑпшанкӑсенчен шар кӳме тивессине пӗрре те пӗлтермест. Эсир ахаль япаласенченех вӑрӑмтунасенчен сыхланмалли хатӗр ӑсталама пултаратӑр.
Тӗнче тетелӗнче шырасан тӗрлӗ хатӗрсене тупма пулать, вӗсен йышӗнче ҫак меслет — чи анлӑ сарӑлни. Инҫетри Дубай хулан тӳре-шари те ҫак хатӗрпе усӑ курма сӗннине шута илсен хам тӗрӗслемен пулин те вӑл чӑн та усӑллӑ пуль тесе шутлатӑп.
Пластик кӗленчен икӗ пайӗ ҫӑтах вырнаҫман пулсан вӗсене скотчпа ҫыпӑҫтарма пулать.
Ку ӑсталанӑ япала вӑрӑмтунасенчен икӗ эрне хушши сыхлайрать. Ӑна пӳлӗмре те урамра та вырнаҫтарма пултаратӑр — чи кирли хӗвел айне кӑна ан лартӑр.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.