Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Не раскрывайте случайных книг.(Агни-Йога)
 

Ad

Таисия Ташней: Туристсем валли космоса ҫул хупӑнмӗ-и?

Таисия Ташней02.11.2014 10:424084 views

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче SpaceShipTwo суборбиталлӑ космос карапӗ Калифорнинчи Мохаве пушхирӗнче йӑтӑнса аннӑ. Ун пирки карапа тунӑ Virgin Galactic компани (унӑн хуҫи Британи миллиардерӗ Ричард Брэнсон иккен) пӗлтернӗ.

Карапа тытса пынӑ икӗ пилотран пӗри вилнӗ-мӗн. Инкек сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ маррине пӗлтереҫҫӗ. «Би-би-си» эфирӗнче тухса калаҫнӑ Британи астрофизикӗ Дэвид Уайтхаус шучӗпе инкек сӑлтавӗ карапра топливо сирпӗнни пулма пултарать.

Тӗрӗслев мелӗпе карап 2010 ҫулта пуҫласа тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ.

Virgin Galactic компани караппа туристсене тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерме ӗмӗтленет. Проект хальлӗхе тӗпчев шайӗнче. Тӗнче уҫлӑхне ҫитсе курас шухӑшлӑ 800 ҫын вырӑн тахҫанах йышӑннӑ иккен, уншӑн вӗсем укҫа та тӳлесе хунӑ.

Британи миллиардерӗн компанийӗ пӗрремӗш туристсене ҫак ҫулталӑк вӗҫӗнче космоса вӗҫтерес шухӑшпа пурӑннӑ. Унта экипажӑн икӗ пайташӗ тата ултӑ турист пулмалла тесе палӑртнӑ. Халӗ ку ӗмӗте пурнӑҫа кӗртесси иккӗлентерет. Пӗр билет хакӗ 120 пин фунт тӑрать иккен. Туристсене Ҫӗр тавра 150 минут вӗҫтерсе ҫавӑрма ӗмӗтленнӗ. Унсӑр пуҫне йывӑрӑшсӑрлӑхра вӗсем 6 минут пулнӑ.

Карапа вӗҫеве хатӗрлекен компани карап валли урӑх йышши топливӑпа усӑ курма палӑртнӑ.

2013 ҫул вӗҫӗнче NBC Америка телеканалӗ реалити-шоу йӗркелесе космоса хӑпарма путевка выляттарассине пӗлтернӗ. Телеканал ун пек ток-шоуна маларах та ирттерме шут тытнӑ-ха. Унта финала тухнисене Раҫҫейӗн Ҫӑлтӑр хулинче космоса вӗҫме хатӗрлесе «Мир» космос станцине яма палӑртнӑ. Анчах проекта пурнӑҫа кӗртеймен – орбита комплексне Лӑпкӑ океанта путарма йышӑннӑ.

Маларах асӑннӑ пуянӑн карапӗ шар курни патне таврӑнсан, вӗҫекен асӑннӑ аппаратсем тӗнче уҫлӑхӗнче шар курни унччен те пулкаланӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.03 07:34
Кама мĕн. Эпĕ те Чăваш республикинче чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки кулянатăп.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters