Ку "Ч" текен чăнкă чăваш мĕн Улăпиада пирки,легионерсем пирки поплеть,ăнланса илме çук?Эпĕ легионерсене хирĕç паллах,анчах та чи нумай легионерсем Амерсен камандинче.Саншăн Амер тени вăкăра хĕрлĕ тутăр кăтартнă пекех пулмалла,чиччас тапранса каятăн.
Вунпĕр ухмах мечĕк тапма тупма пулĕ-ха. Анчах та тăнлă тренер тупма йывăртарах пулмалла.Каллех чăваша лартмалла ĕнтĕ.Чăвашсăр нимте тăваймаççĕ пулас.
Якур // 2849.90.3939
2014.11.24 00:58
Мечĕкне тапма пултарĕç ха, уншăн ытлашши хыпкаланар мар. Вăт халăха тăрантармалла, ку ыйту тăк ыйту. Тата паянхи чăваш олигархĕсем те поршкайенсемпе çÿреме пуçларĕç те,вара вĕсем мĕнлерех пурăнĕç ши малашне?
Ара олигархсен Поршкаен çинчен анса ансат Инфинити,Сузуки машинсем çине лармалла пулать вĕт!-тесе каласшăн пулмалла Якур хăта.Кун пек намăса мĕнле чăтса ирттерĕç шереметсем. Харакири туса ан пĕтерччĕр, мăнтарăнсем! Мĕнле пурнăпăр çавсемсĕр.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.24 17:40
Ни мечĕк тапма пултараймастпăр,ни Опель пек çăмăл машина тăваймастпăр.Юрать хăть БУЛАВА текен каппашсăр пысăк ракета пурри чуна савăнтарать.Тата пирĕн чи лайăх танксем!.
Якур // 6478.3.2905
2014.11.24 21:06
Танкпа каятăр тундрăна ухутана. Халь кăшт пуянтараххисем пурте "ухутниксем" вĕт. Танк е верталет илетĕр те.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.25 09:03
Тата пирĕн шыв айĕн çÿрекен атомлă кимĕсем-чи пысăккисем те вăйлисем!.
Шыв айĕнче çÿрекен кимĕсемпе "серый кит"-сем çине ухутана каятăр.Чукчăсем çулталăкне кит 140-150 таран тытаççĕ гарпунсемпе( ООН панă квотăпа). Çавсемпех тăранса пурнаççĕ. Юртăна ăшăтаççĕ,салине çунтараççĕ çурта вырăнне.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.26 10:26
Булава , Сатана тата ытти мăнаçлă континентсем хушшинчи баллист.ракетăсемпе мĕн тăвăпăр,хисеплĕ Бор хăта?Миллиард тенкĕ тăракн вăрçă хатĕресемпе ухутана çÿресен ял хуçалăх валли нухрат çитĕ-и?.
Атила та,Акасапар пекех,ухмаха пеме пуçларĕ.Патшалăхăн ятарласа ĕçлекен чиновникĕсем пур: вĕсем пĕлеççĕ патшалăха сыхлама е паритет текен япалана тытса пыма миçе САТАНА кирлĕ? Ыттисен паянхи саккунсемпе килĕшÿллĕн ĕçлемелле.Эп пĕлнĕ тăрăх ЧГСА текен вĕрентÿ заведенине пĕтернисен 98%-чĕ ялхуçалăхĕнче ĕçлемест, ĕçлеме шутламасть те.Çавсенчен ыйтар мар-и?