Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кто долго раздумывает, не всегда находит лучшее решение.(И. Гете)
 

Ad

Софья Савнеш: Пӗчӗк самӑр лори

Софья Савнеш22.11.2014 19:004024 views
Пӗчӗк самӑр Лори (Nycticebus pygmaeus) – пысӑках мар, пысӑк пӑрӑнтӑк калӑпӑшлӑскер ҫеҫ, лори ҫемйинчи чӗрчун. Унӑн кӗлетки 23 сантиметртан вӑрӑмрах мар, вӑл 800 грамм ҫеҫ таять. Ку чӗрчун тропикӑри ҫӑра вӑрмансенче, Вьетнамри, Лаосри, Таиландри, Китайри тата Камбоджӑри бамбук вӑрманӗсенче пурӑнать. Хӑш чухне самӑр лорине лемурсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Анчах ку тӗрес мар.

Ку чӗрчун питӗ интереслӗ. Вӑл кӗске, ҫӑра ҫӑмлӑскер. Тӗсӗ – хӑмӑртарах, сарӑрах. Хӳри ҫук.

Пӗчӗк ҫаврака пичӗ ҫинче – пысӑк куҫсем тата пӗчӗк хӑлхасем. Куҫӗ тавра хура йӗр пур, ун хушшипе ҫутӑ йӗр каять. Вӑл клоун маскине тӑхӑннӑ тейӗн. Сӑмах май, самӑр лори хӑйӗн ятне Голланди чӗлхинчен тивӗҫнӗ. Вӑл «клоун» тесе куҫать.

Тӗлӗнмелле те, ку чӗрчун наркӑмӑшлӑ. Чавсин шал енче парсем пур, унтан тухакан шӗвек сурчӑкпа хутӑшсан питӗ наркӑмӑшлӑ. Приматсен йышӗнче унашкалли ҫук. Ҫавна май чи наркӑмӑшлӑ чӗрчунсен рейтингӗнче вӑл пӗрремӗш йӗркене йышӑннӑ.

Чӗрчун ытларах каҫхине тухать. Вӑл лаппипе йывӑҫ турачӗсенчен нумай вӑхӑт тытӑнса тӑрать. Самӑр лори майӗпен куҫса ҫӳрет, ҫавӑнпа ҫулҫӑҫем хускалмасӑр юлаҫҫӗ. Анчах вӑл сикме пӗлмест.

Лорисем пӗччен, ыттисенчен аякра, пурӑнаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн территорине шӑкпа паллӑ тӑвать. Унпа пӗрле тухакан ферментсене пула аҫи ами чупма хатӗррине пӗлет. Ами пӗр е икӗ ҫурине хырӑмра 188 кун йӑтса ҫӳрет. Вӑл турат ҫинчех ҫуратать. Ҫуралсан вӗсем амӑшӗ тӑрӑх, ҫӑмӗнчен ҫакланса, чупаҫҫӗ.

Тепӗр икӗ эрнерен ҫурисем йывӑҫ тӑрӑх ҫӳрееҫҫӗ. 9 уйӑх вӗсем амӑшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Самӑр лори ӳсен-тӑранпа та, хурт-кӑпшанкӑпа та тӑранать. Вӑл вӗсене ҫивӗч куҫӗ пулӑшнипе тухать.

Ытти приматпа танлаштарсан, лори чӗмсӗр. Ытларах амӑшӗпе ачисем «калаҫаҫҫӗ». Е мӗн те пулин сиксе тухсан сасӑ параҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters