Ҫын алли пымасан пурте юхӑнать ҫав. Ҫав шутра – чулран ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗр те. Ҫакӑнта илсе кӑтартнӑ вырӑнсенчен хӑшӗсене ҫут ҫанталӑк стихийӗ, вӑрҫӑ-харҫӑ е техногенлӑ инкек хур тунӑ, теприсем саманапа килӗшсе тӑманнипе манӑҫа тухнӑ.
Ҫӗр ҫинче шыв айне путарнӑ Христос статуйи е Намиби ҫеҫехирӗнчи Колманскоп пек хитре вырӑнсем те пур. Халӗ вӗсем ҫынсене сайра-хутра кӑна илӗртеҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, пӗр арҫын Болгаринчи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ишӗлме пуҫланӑ ҫуртне ӳкерет.
Коммунистсен партийӗ ҫӗршыва тӗрӗслесе тытса пыма пӑрахнӑ хыҫҫӑн ҫурт та кирлӗ мар пулса юлнӑ.
Е тата Великобританири Темза юханшывӗн вӑрри тӗлӗнче вырнаҫнӑ ҫар форчӗсем.
Ку ӳкерчӗкре – Мускав облаҫӗнчи ракетӑсем кӑларакан «Энергомаш» ҫар савучӗ. Ӑна Lana Sator ятлӑ блогер ӳкерсе илнӗ. Режимлӑ объекта вӑл 2011 ҫулта лекнӗ.
Колумбинчи Эль-Отель-дель-Сальто кану ҫурчӗ чун мӗлкиллӗ ҫурта аса илтерет. Ӑна пуян туристсем валли 1928 ҫулта уҫнӑ, иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче хупнӑ.
Италири Бэзиликэта провинцийӗнчи чун мӗлкиллӗ вӑтам ӗмӗрсенчи хула. Унта пурӑнакансене 1963 ҫулта ҫӗр темиҫе хут та чӗтреннӗ хыҫҫӑн куҫарнӑ.
Вӑтам ӗмӗрсенчи Бодиам замок. Романтикӑлла ҫав кермен Англинчи Хӗвелтухӑҫ Суссекс графствӑпа юнашар вырнаҫнӑ.
Чернобыльти атомлӑ электростанцинче ӗҫлекенсемпе вӗсен ҫемйисем валли тунӑ Припять хула. Унти ҫынсене 1986 ҫулхи инкек хыҫҫӑн куҫарса кайнӑ.
Серби Республикинчи Требевич тӑвӗ ҫинче бобслей трасси Сараево хулинчен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннерех вырнаҫнӑ. Ӑна 1992–1995 ҫулсенчи Боснири вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче сиенлетнӗ.
Комбоджинчи Ангкор-Ват храмӗ ишӗлчӗксем хушшинче ӳсекен йывӑҫсен тӗлӗнмелле формине кура туристсене илӗртет.
Антарктидӑри «Партиотсен сӑрчӗ» пӑр аэродромӗ патӗнчи ишӗлсе анӑ самолет.
Японири Nara Dreamland кану паркне 2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хупнӑ.
Ун пек шӑпа Пекин хӗрринче вырнаҫнӑ Wonderland кану паркне те пырса тивнӗ.
Хирти туса пӗтермен кермен. Ӑна вырӑнти влаҫсемпе фермерсен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ хыҫҫӑн хӑпартма чарӑннӑ.
Италири Христосӑн шыва путарнӑ статуйи. Ӑна Италин пӗрремӗш аквалангистне хисеплесе 1947 ҫулта ятарласа шыва янӑ.
Намибинчи чун мӗлкиллӗ Колманскоп хула. Вӑл тӑрӑхра алмаз пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫынсем унтан 1954 ҫулта пӑрахса кайнӑ.
Мексикӑри Юкатан ҫурма утравӗ ҫинчи Ик-Киль Сеноут – майясем сӑваплӑ ҫӑлкуҫ тесе шухӑшлакан вырӑн. Унта ҫамрӑк арҫынсемпе хӗрарӑмсене ҫумӑр ҫутӑр тесе парне вырӑнне пенӗ. Халӗ унта туристсем шыв кӗме юратаҫҫӗ.
Editorial note : The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.