Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Лучше лев во главе стада баранов, чем баран во главе стада львов.(Наполеон)
 

Ad

Таисия Ташней: Йӑпӑлтатма пӗлекенсене кӑна юратаҫҫӗ-ши пуҫлӑхсем?

Таисия Ташней28.12.2014 07:333680 views

Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑри 46 ҫын тӗрлӗ шайри патшалӑх наградине тивӗҫрӗ. Вӗсен хушинче тухтӑрсемпе вӗрентекенсем те, ӑслӑлӑх ҫыннисем те, промышленноҫра тата ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем те пур. Ҫавсенчен пӗрне те чыс-хисепе тивӗҫ мар тесшӗн мар-ха. Шухӑшӑм – урӑххи пирки. Награда илес тесен епле ӗҫлемелли пирки. Тепӗр тесен, ку ыйту «Пурте иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлетпӗр, тупӑшӗ вара тӗрлӗрен», – текен шухӑшпа пӗр пекрехӗн туйӑнать.

Нумаях пулмасть пӗр районта пултӑм. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен пӗр ҫамрӑк механизатора «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ят илтерессишӗн районтан сӗнсе ҫырчӗҫ. Хайхи лайӑх ӗҫлени пирки иккӗленместӗп-ха: стажӗ 17 ҫул иккен, ҫав шутра 10 ҫулне пӗр хуҫалӑхра тӑрӑшать-мӗн. Маларах вӑл республикӑн тата Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствисен грамотисене тивӗҫнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тава тивӗҫлӗ ӗҫчен пулса тӑрӗ ахӑртнех. Тӑтӑрах. Шел-им? Анчах кунта мана пӗр самант шухӑша ячӗ. Ҫав арҫынпа пӗрлех пӗр предприятире 40 ҫула яхӑн тӑрӑшакан хӗрарӑма Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хутне илме тӑратрӗҫ. Тӑватӑ теҫетке ҫул ӗҫлекескер ҫав шайри наградӑна кӑна тивӗҫ-ши?

Тепӗр тесен, ырми-канми тӑрӑшакан, анчах пуҫлӑхсемпе хитре юптарма-сӑмахлама пӗлменнисем айккинче миҫен тӑрса юлмаҫҫӗ-ши?! Тахӑҫан Шупашкар районӗнче ӗҫленӗ чух унти Депутатсен районти пухӑвне вӗҫӗмех ҫӳреттӗм. Унта та ытти ыйтупа пӗрлех награда ыйтӑвне пӑхса тухатчӗҫ. Района ҫав вӑхӑтра ертсе пынӑ Анатолий Князев тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсене чыса тивӗҫҫисене награда илме тӑратма вӗҫӗмех чӗнсе калатчӗ. «Ҫынсене хавхалантармалла», – тетчӗ вӑл.

Чӑн та, ҫынна хавхалантарма-хаваслантарма нумай та кирлӗ мар тейӗн. Вӑхӑтра каланӑ ӑшӑ сӑмах, тав туни, тепӗр тесен, пӗр-пӗр награда… Ӑна ертӳҫӗсем хӑйсен кӗсйинчен кӑларса тыттармаҫҫӗ-ҫке. Е йӑпӑлтатма пӗлекенсене кӑна асӑрхаҫҫӗ-ши?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters