Тĕнчере тĕлĕнмелле, хăш чухне пуçа вырнаçмалла мар сăнÿкерчĕксем пулаççĕ. Вĕсемпе паллашар.
2004 çулта Opportunity Марс çинче микроскоп пулăмĕсене асăрханă. 2012 çулта та хăйне евĕр сăн тунă. Унта йалтах лайăхрах курăннă-мĕн.
Çакна чылайăшĕ фотошопра тунă тесе шухăшлать. Анчах Франци фотографĕ Роберт ле Серрек çак паллă мар чуна 1956 çултах ÿкернĕ. Ку сăн зоологсен хушшинче тавлашу çуратнă.
Паллă мар объекта Çĕр спутникĕ 1960 çулта сăн тунă. Поляр орбитинче çав объект лайăх курăнать. Вăл ССР спутникĕ те, АПШ спутникĕ те пулма пултарайман. Унтанпа ăна темиçе хут та курнă. Вăл çухалать те татах тупăнать.
Техасра чÿкĕн 22-мĕшĕнче АПШн 35-мĕш президентне Джон Кеннедие персе вĕлернĕ. Çав вырăнта тунă сăнсене тишкернĕ чухне специалистсем çутă плащ тăхăннă хĕрарăма асăрханă. Вăл чылай сăн çинче пур, аллинче фотоаппарат тытать. ФБР ĕçченĕсем ăна самай шыранă, анчах ниепле те кам пулнине пĕлеймен.
Фильмри пĕр кадрта пĕр хĕрарăм курăнать. Вăл аллинче темĕнле япала тытать. Ахăртнех, вăл карас телефона аса илтерет. Джордж Кларк кинорежиссер çак кадрсене çулçÿревçĕсем вăхăта улăштарса çÿренине палăртать. Чылайăшĕ хĕрарăм илтмелли трубка тытнине ĕнентерет. Анчах вăл мĕншĕн йăл кулать тата унпа темĕн калаçать?
1907 çулта педагогсен, студентсен, ăсчахсен ушкăнĕ Норвегире уйлăх йĕркеленĕ. Вĕсем "Хессдален çулăмĕ" ятлă паллă мар япалана тĕпчесшĕн пулнă. Çутă каçра Бьёрн Хуаге çак сăна тунă. Объект кремнирен, тимĕртен, скандирен тăмалла. Ăсчахсем вăл мĕн пулма пултарни пирки халĕ те пуç ватаççĕ.
Ăна Пекинри Тяньаньмэнь тÿремĕнче 1989 çулта тунă. Темĕнле хĕç-пăшалсăр çын танксен колоннине çур сехет тытса чарнă. Ун пирки тек никам та нимĕн те пĕлмен. Ăна чылай кăларăмра пичетленĕ.
1964 çулта Джим Тамплтон Солуэй-Ферт кÿлмек çывăхĕнче уçалса çÿренĕ. Çемье пуçĕ хăйĕн 5 çулти хĕрне сăн ÿкерме шутланă. Вĕсем çав вырăнта урăх никам та пулманнине ĕнентереççĕ. Сăнÿкерчĕк çинче вара тĕмĕнле кÿлепе тухнă. Сăна нимĕнле майпа та улăштарманнине çирĕплетнĕ.
Ку Годдар эскадронĕн сăнĕ. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă. Чи çÿлте пĕр офицер хыçĕнче сăн-пит курма пулать. Эскадрон пайташĕсем хăйсен унчченхи механикне палласа илнĕ. Вăл икĕ кун маларах вилнĕ-мĕн. Сăн ÿкерĕннĕ кун ăна пытарнă пулнă.
Çÿлте - Уйăх сийĕ. Сăн ытлашши çутă тухнă тесе палăртнă. Анчах ăна лайăхлатсан та унта пирамидăсем курăннă.
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>