Килӗшет.Яка та тӳрӗ. Анчах та ку сӑвӑра чӑваш эрех ӗҫкине кӗрсе ӳкнирен аталанаймасть пулать -и? -- "Эрĕк шывĕ шакă çийĕн Шавласа юхать. Çичĕ ют пек, сийĕн-сийĕн,Хумĕ ыткăнать"
Ман шутпа, "эрех" "Эрӗкрен" темана уҫӑмлӑрах палӑртать. Эрӗкӗ ӑҫта-у, эрехӗ вара, кашни урамрах. Анчах та, юлашки ҫулсене илсессӗн, эрехе путнӑ чӑвашсен йышӗ самаях сахалланчӗ. Ӗҫлет чӑваш, аташма вӑхӑт ҫук.
Володя // 2832.87.7321 2015-03-01 18:10 : <<Американӗсем пирки каласа хӑварман вара Хусанкай-тете.>>
Тĕрĕс, асăннă сăвăра каламан. Вара мĕн? Ирçесем пирки те каламан хайхи сăвăра. Вара, çавна кура, ирçесемпе харкашса пурăнмалла-им? Каламан удмуртсем, украинсем, венесуэласем, кубăсем, корейсем, киттайсем, индисем, абхазсем пирки те. Вара мĕн? Каламан тесе харкашмалла-им?
Вăт çапла вăл пурнăç: çынсене курайманлăха вĕрентетпĕр те, кайран лешсем хăйсене килĕшмен пек туйăнаканнисене пере-пере пăрахма пуçлаççĕ. Немцов хоспочына вĕлернĕ пек.