Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Любая жизнь начинается с конца.(Д. А. Марков)
 

Ad

Галина Никитина: Ватлăхра ÿкĕнмелли сăлтавсем

Галина Никитина30.03.2015 20:088260 views

Пирĕнтен кашниех кунсерен епле те пулин утăм тăвать. Анчах вĕсенчен хăшĕшĕн ватлăхра ÿкĕнме тивĕ. Акă çав сăлтавсем:

1. Татти-сыпписĕр сериал, реалити-шоу йышши кăларăмсем пăхса телевизор умĕнче вăхăт нумай ирттернĕшĕн.

2. Чăн пурнăçпа киленес вырăнне тĕнче тетелĕнче ларнишĕн.

3. Сывă пурнăç йăли-йĕркине пăхăнмашăн.

4. Пурнăç илемĕпе киленме пĕлменшĕн. Ялан таçта васканишĕн-хыпăннăшăн.

5. Сахал ĕненнишĕн. Пĕлтерĕшлĕ ĕмĕтпе çунатланманнишĕн.

6. Хĕвел тухса аннипе киленменшĕн те хăвăра тарăхма тивĕ.

7. Çын мĕн калать тесе «тĕрĕс», «тивĕçлĕ», «ăнăçлă» пурăнма ăнтăлнăшăн.

8. Ÿссе çитма васканишĕн. Ачалла хавасланма пĕлменшĕн.

9. Çынсемпе сахал туслашнишĕн, юлташсемпе вăхăта сахал ирттернĕшĕн.

10. Пустуйранах кÿреннишĕн, каçарма пĕлменнишĕн, кÿренĕве асра тытса пурăннăшăн.

11. Хăвăр çемйĕрпе, ачасемпе, тăвансемпе сахал хутшăннишĕн, вĕсемпе нумай хирĕçнишĕн. Вĕсене ырă сăмах калама ÿркеннĕшĕн.

12. Сахал кулса савăннăшăн.

13. Тĕнчене сахал курса çÿренĕшĕн.

14. Ытлашши нумай хăранăшăн.

15. Хамăра хаклама пĕлменшĕн.

16. Хăраса пурăннишăн.

17. Укçа-тенке мала кăларнăшăн.

18. Калас тенине калайманшăн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

Agabazar // 2735.35.3842
2015.04.05 19:15
Agabazar
Ÿкĕннипе ÿпле лартаймастăн. Кермен лартасси пирки каламалли те çук!
Тари // 1240.56.8562
2015.04.05 22:16
Пурӑнатпӑр ӗнтӗ, ӗмӗр ҫаплах иртсе пырать.Керменсене хамӑра валли лартса-ха, унтан ытлашши кирлех мар.Халь ялсенчи ҫулсене тумалла, теҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑха вӑл та пулин чи юлашкинчен ҫеҫ , тӗпӗ юлсан ҫитет пуль ҫав. Ман тӑвансем ялта 10 ҫул малтан газпа усӑ курма пуҫларӗҫ. Компенсаци те илчӗҫ, пире валли компенсаци пулмарӗ. Влаҫра ларакансем илсе курчӗҫ пулас-ха. Пирӗн ялта шыв колонкисем эп ача чухнех пулса,пӳртсене те шыв кӗртсе, кунта колонка ванчакӗсем кӑначчӗ. Ҫеклӗпе шыв ӑссах ӗмӗр иртрӗ.Пирӗн колхозсем те арканман, кунта йӗри-тавра сапурпипе пиҫен...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.06 15:12
Ку Тари Дарье пулмалла.Ырӑ кун тӗлне пул,Тари инке.Влаҫри ҫынсене канӑҫ памалла мар,вӗсене тӗртсех тӑмалла.Ял поҫеленинчине,районти пуҫлӑхсене,республикӑ элтеперпе командине канӑҫ памалла мар.Паян колхосран лаша е трактӑр ыйтса илмелле мар, пуҫлӑхсене куҫран пӑхмалла мар.Шывпа газ, асфальт кашни ялах тахҫанах кӗртсе пӗтернӗ тесе пӗлтерчӗ вӗт пире Микулай Васильччӑ.
Ют Ҫын // 2566.53.5956
2015.04.06 20:24
Ытларах паян ҫамрӑксене активлӑрах позици йышӑнма хӗтӗртмелле. Вӗсен пурнӑҫа ултавсӑр ҫӗклеме пуҫламалла.
Псаки // 2566.53.5956
2015.04.06 21:06
Ӳкӗнетӗп,Чăн пурнăçпа киленес вырăнне тĕнче тетелĕнче ларнишĕн тата ытти халӑх ҫыннисене Ухмах вырӑнне хунишӗн="Однако представитель Госдепартамента США Джен Псаки недавно выступила со смехотворной пропагандой о том,что Вашингтон не поддерживает "неконституционную смену власти в других странах", — комментирует ситуацию обозреватель OpEdNews.
http://ria.ru/world/20150404/1056639116.html#ixzz3WYKQknjh
Agabazar // 1677.02.0449
2015.04.06 23:47
Agabazar
Малтан ячĕшĕн "ÿкĕнетĕп" тенĕ те — ку темăна политота текенскерне сĕтĕрсе кĕме пуçланă.......

Тĕлĕнетĕп çынсенчен: нивушлĕ çĕнĕ, хăйне юрăхлă тема уçса унта хăйĕн шухăшĕсене калама йывăр? Кам чарать?

Каласа парăр пĕреххут Псаки халăх хушшине хăрах атăпа пырса тухни çинчен!!!!
Псаки // 1876.75.8586
2015.04.07 10:55
Пурте ватӑлатпӑр,пурин те ӳкӗнмелли сӑлтавсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ.Псаки хӑрах атӑпа тухнине журналистсем курманҫи турӗҫ,вӗсем малтанах Псаки ытлашши тӑнлӑ-пуҫлах маррине пӗлсе тӑрсах ҫав урана сырнӑ корҫет ҫинчен ыйтса вӑхӑт ирттерес темерӗҫ вӗт. Маттур пирӗн Лавров, тӗнче политикине Персипе Израиль еннелле сирсе ячӗ.
Микуль // 4292.84.0894
2015.04.08 07:01
Псаки хӑтланӑвӗ пирки Agabazar ытларах пӗлнӗн туйӑнать.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.13 09:15
Акасапар текенни нимшӗн те ӳкӗнменни курӑнать.Акасапар мӗн калать-вӑл пӗтӗмпех тӗрӗс,мӗншӗн тесен ӑна Акасапар каланӑ.
Ют Ҫын // 1235.41.6990
2015.04.13 21:42
Agabazar текен ҫын ӳкӗнмелле мар тет. Ыттисем ӳкӗнме хатӗр пекки курнать. Пурин те хӑйсен ирӗкӗ.Тен,Agabazarӗ ытла та ҫамрӑк,тен юратса та курман,тен ҫемье те ҫавӑрман?

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters