Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Великодушное сердце может полюбить из жалости.(Ф. М. Достоевский)
 

Ad

Галина Никитина: Йытă усра та вилла хуçи пулса тăр

Галина Никитина04.04.2015 17:493673 views

Суздаль хулинчи пĕр ахаль кăна çурт вилла ятне... йытта пула тивĕçнĕ. Унтан та ытларах - йытăллă пÿрт туристсене чи килĕшекен хăна çурчĕсен йышне кĕнĕ.

40 миллион турист хаклавĕ тăрăх йĕркеленĕ The Booking’s Best Awards текен танлашăма пирĕн çĕршыври виçĕ хостел лекнĕ. 26 категорипе палăртакан танлашăмра тĕнчери чи лайăх хăна çурчĕсенчен пуçласа алшăллинчен хатĕрленĕ оригами таранах хак панă.

Асăннă танлашăмра Раççейĕн туриндустрийĕ икĕ номинацире кăна палăрнă. Çапах та тĕнчери чи лайăх 10 хостелтен виççĕшне пирĕн патрисем йышăннине палăртма кăмăллă. Кунта Волгоградри Scotch Hostel пĕрремĕш вырăн йышăннă. Санкт-Петербургри «1912» тата Soul Kitchen ятлисем – çиччĕмĕшпе тăххăрмĕш вырăнсенче.

Суздальте «Башня патĕнче» хăна çурчĕ кĕтмен çĕртен лайăххисен шутне лекнĕ иккен. Унта каннисем ăна 9,7 балпа хакланă. Ку вăл – чи пысăк 10 балтан. Çавна май вăл «Виллăсем» категорире тăххăрмĕш вырăн йышăннă. Анчах Суздальти уйрăм çын çурчĕ нимле вилла та мар иккен, ахаль пÿрт кăна. Туристсене ку çурта сыхлакан йытă уйрăмах килĕшнĕ-мĕн. Çавна пула çурт танлашăмра пысăк хаклава тивĕçнĕ пуль теççĕ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters