Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+3.3 °C
Пророков нет в Отечестве своем, Но и в других отечествах не густо.(В.Высоцкий)

Ad

Victor: Манăн чĕлхе кунĕ ячĕпе!

Victor24.04.2015 19:3326324 views

Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.

- Çеçпĕл Мишши

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (82)]

Comments:

Victor // 4047.96.3493
2015.04.27 11:38
Victor
Пур те хăй майлă тăрăшать. Тăрăшни мĕнле ырă ĕç. Кам лайăхрах е япăхрах тăрăшнине, пурăнннине, чăвашла калаçма-çырма пултарнине хаклакани / сут туни ниме те тăмасть. Чĕлхемĕршĕн çутă тивлет кÿрсе килме пултарнисене сума сăвасси, çак тивлете упрама, пуянлатма, чĕлхемĕршĕн тата ун урлă мĕнле ирĕклĕх тупма пултарасси пирки шухăшлани вырăнлă.

[Çынна, кил-йышне, хăвăр пек пурăнтармашкăн пусмăрласси, хупăрласси - морале те, саккуна та, Христос тĕнне те хирĕç. Тĕслĕхĕр чăнах та ырă пулсан сирĕн патăра туртăнĕç, сирĕн пек пулма тăрăшĕç.].
Agabazar // 7974.7.8083
2015.04.27 12:09
Agabazar
Шыравçă: "...Тĕслĕхĕр чăнах та ырă пулсан сирĕн патăра туртăнĕç, сирĕн пек пулма тăрăшĕç"

Ну вăт, чăвашсем халь май пулсанах, май сиксе тухсанах ачи-пăчине вырăсла вĕрентсе ÿстерме тăрашаççĕ. Ахăртнех çакна "ЫРĂ ТĔСЛĔХ" тесе шутлаççĕ, çав ТĔСЛĔХ патнелле туртăнаççĕ. Тĕслĕх, тĕслĕх, тĕслĕх, ... Акă вăл сире валли "хатĕр ырă тĕслĕх!"

Çав вăхăтрах чăвашла вĕрентекенсенчен "тĕслĕх илме" тăрăшни ниçта та курăнмасть, курăнассăн та туйăнмасть. Мĕншĕн тесен усал, начар япала тесе шутлаççĕ. Тепĕр тесен, "тĕслĕхĕсем" те пачах та çук! Вăл тĕслĕхсене никам та курман! Халлап çапни çеç! Вăт пурăнатпăр çавăн пек, пĕрне-пĕри улталам пекки тукаласа...
Шыравçă // 4047.96.3493
2015.04.27 15:34
Вырăсла вĕренмесĕр май çукки - паянхи те, ыранхи Чăваш Енĕн чăнлăхĕ.
Тепĕр енчен ачисене чăвашла вĕрентекенсен тĕслĕхĕсем халап мар. Унччен илсе кăтартнă ятсем чăн çынсен, унсăр пуçне, ăсĕ-пуçĕпех, чăвашлăх çине таянсах, çирĕп чунлă пулнипе çĕнтерекенсемех: И.Иванов, Н.Лукианов, Карягина. Ку ятсем çумне тата нумай ят хушма пулать, унсăр пуçне пер йăваран тухса тĕрлĕ енне туртса чăвашлăха пуянлатаканнисене - Е. Лисина, Матур Хĕвĕтĕрĕ, Тымарлан Пилĕ, Праски Витти, Юхтар Станиславĕ, А. Уляндина, Альбина Юрату, А. Блинов... В. Туркайĕ те унтах. Вĕсем патне çынсем туртăнаççĕ - миллион мар, вуннă пулсан та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çукран пур туса хуракансем. Вĕсене халапçă, ултавçă теме пултараймастăп.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.27 16:35
Шыравçă ӑнланмалла,тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса пачӗ.Эпӗ те ҫаплах ҫыратӑп.Анчах эп ҫырни вырӑнта мар Акасапаршӑн. Шыравçă-на вырӑна хурсан пит те савӑнӑттӑмччӗ.
Тайр // 3913.58.4645
2015.04.27 18:31
Балтай Микуҫӑн ачисем Чехинче вӗренеҫҫӗ.Чӑвашла питӗ лайӑх калаҫаҫҫӗ.Вӗсене курсан нумай ҫамрӑк туртӑнать чӗлхе патне.
Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 19:04
Agabazar
Шыравçă // 4047.96.3493 2015-04-27 15:34:<<Вырăсла вĕренмесĕр май çукки - паянхи те, ыранхи Чăваш Енĕн чăнлăхĕ.>>

Тавтапуç, кун пирки пĕлтернĕшĕн! Атту çакна пĕлмесĕрех вилеттĕмччĕ пуль! Ĕнтĕ тинех! Çĕре çити тайăлса пуç таятăп. Сирĕнсĕр, шыравçăсăр, пуçне çакна хам пуçпа ниепле те тавçăрса илеес çукчĕ!

Тайр // 3913.58.4645 2015-04-27 18:31 <<Балтай Микуҫӑн ачисем Чехинче вӗренеҫҫӗ.Чӑвашла питӗ лайӑх калаҫаҫҫӗ.Вӗсене курсан нумай ҫамрӑк туртӑнать чӗлхе патне.>>

Юрĕ, хыптарса ларăр пире кунта, айвансене! Эпир ĕненсех лартăпăр! Балттай ачисене курса туртăнакан çамрăксене ма тата ятран каласа тухмастăр?

Балттай

Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 19:47
Agabazar
Шыравçă: "... Вĕсене халапçă, ултавçă теме пултараймастăп."

Тĕрессипе каласан, эсир асăнакан И.Иванов, Н.Лукианов, Карягина, Е. Лисина, Матур Хĕвĕтĕрĕ, Тымарлан Пилĕ, Праски Витти, Юхтар Станиславĕ, А. Уляндина, Альбина Юрату, А. Блинов... В. Туркай нихçан та хăйсен ачисемпе каппайланнине курман та, илтмен те

Халлап çапаканĕсем — урăххисем. Сăмахран, леш Таймер текенни тата ыттисем. Шел пулин те, ун пеккисен шутне эсир те хутшăнтăр, авă.

Çÿлерех асăннă çынсене çак тĕлĕшпе ултавçă е халлапçă темен.

Кунта авă Пил Тымарланран илнĕ интервью пур. Микроскоппа вуласа тухсан та кураймăр унта хăйĕн ачисемпе мухтаннине! Çук унашкал каппайлану! Кирлех те мар! Лару-тăру мĕнле иккенне Таймер йышши "экспертсемсĕрех" пи-и-и-и-и-и-и-тĕ аван пĕлетпĕр!
Victor // 4047.96.3493
2015.04.27 20:08
Victor
Лару-тăру мĕнлине пĕлни лайăх та, ĕç ăçта? Унчченхи ятсем вара ĕçĕсемпе, чăнах та паллă.
Вĕсен хÿттинче сармантейленни-и?... Пире килĕшмест. Сирĕн патшалла стандартăра çырлахтарайманшăн каçару ыйтаканĕ вĕсем хушшинче çук. Тен, нумай макăрсан, тÿперен тивлет татăлса анĕ, шăп та лăп эсир ĕмĕтленнĕ чăваш обществи. Унччен вара c'est la vie.
Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 21:52
Agabazar
"Лару-тăру мĕнлине пĕлни лайăх та, ĕç ăçта?"

Хăçан та пулсан Акапасар хăй ĕçсем туса каплантарни пирки каппайланнине илтнĕ-и? Тоттă!

Ют Ҫын // 2719.39.5386
2015.04.27 22:43
тен, нимех те туман каппайланмалӑх?

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters