Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Коснувшись цветка - потревожишь звезду.(Френсис Томпсон)
 

Ad

Софья Савнеш: Виçĕ ача амăшĕ пурнăçран уйрăлчĕ...

Софья Савнеш29.05.2015 22:035095 views

«Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ, чăвашла хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова (Кириллова) пурнăçран уйрăлса кайни пирки нумайăшĕ калаçрĕç. Халĕ те пуçа вырнаçман çак япалана «Çыхăнура» канашлура сÿтсе яваççĕ (http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2091530&st=30).

Чăннипе, çак йĕркесене мана çырма питĕ йывăр. Йĕркесем куççульсĕр шăрçаланаймаççĕ… Аленăпа 5 çул пĕр курсра, пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр, общежитире питĕ туслă пурăнтăмăр. Çав самантсене халĕ куç умне кăларсан ĕненес те килмест Аленăна çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче сивĕ тăпрапа хупланине. Пурăнмаллаччĕ унăн… 27-ре кăначчĕ. Ачисене ÿстермелеччĕ, вĕсене пăхса савăнмаллаччĕ… Шел, Çÿлти Турă чи лайăххисене, чи вăйлисене илсе каять.

Ашшĕ-амăшне хĕрне тăпрапа хуплама мĕн тери йывăррине сăмахпа çырма çук. Мăнтарăн амăшĕ… Пĕр эрне реанимацире выртрĕ Алена. Амăшĕн чĕри мĕнле çунса тухмарĕ-ши?.. Шел, Алена вилĕме çĕнтереймерĕ, вăл унран вăйлăрах пулчĕ. Ачисене хăварса леш тĕнчене куçрĕ. Асли ывăл, 2,6 çулта. Тин çуралнă йĕкĕреш хĕр амăшĕсĕр тăрса юлчĕç.

Медицина аталаннă вăхăтра кун пек тискерлĕхе ĕненме йывăр. Асли чирлесен, ÿт температури хăпарсан, Алена Патăрьелти пульницăна унпа выртнă. Анчах ачасен уйрăмĕнче вырăн пулманран вĕсене, ача кĕтекен хĕрарăма тата ывăлне, аслисем патне инфекци уйрăмне вырттарнă. Унтан тухсан амăшĕ темиçе кунран хăйне япăх туйма пуçланă. Хăстарнă ăна. Каллех Патăрьел пульницинчен пулăшу ыйтнă. Лешсем кăшт вырттарнă хыççăн хулана ăсатнă. Унта вăл начар сывлăхпа пынă. Ÿчĕ саралнă, анализсем питĕ япăхланнă. Унччен кăна, çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче, анализсем йĕркеллĕ пулнă. Шупашкарта варти 7 уйăхри ачасене касса кăларнă. Амăшĕ вара ура çине тăрайман. Пĕверĕ ĕçлеме пăрахнă, унтан пÿре, ÿпке… Тăна кĕмесерех пурнăçран уйрăлнă вăл. Ачисене те курса юлайман…

Йĕкĕреш хĕрĕсем йĕркеллех халĕ. Вĕсем пульницăра-ха. Вĕсенчен çын тăвĕç. Анчах амăшне нихăçан та кураймĕç вĕсем. Асли чупать, калаçать. Амăшне кĕтĕ вăл. Тупăкра выртакан амăшне, сăнран çав тери улшăннăскере, паллаймарĕ вăл…

Айăплине шыраса çырмарăм çак йĕркесене. Тĕрĕслĕх çиеле тухасса шанатăп çеç… Пĕлĕшĕм, Аленăн чи çывăх тусĕ, хулан илсе пырсан Аленăн анализĕсене Павлова хушаматлă тепĕр хĕрарăмăннипе арпаштарнине пĕлтернĕччĕ. Нумай ăнланманлăх кунта маншăн. Виçĕ ачан мĕншĕн çурматăлăха юлмалла пулчĕ? Кам айăпĕпе?..

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Angelnas1992@mail.ru // 2732.49.9775
2015.05.30 00:13
Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Ашшӗ-амӑшӗсене, шӑпӑрланӗсене ҫухатӑва чӑтса ирттерме иксӗлми вӑй-хал, чӑтӑмлӑх.
Ют Ҫын // 2257.57.2254
2015.05.30 00:38
ПИтех те шел, чӑтма ҫук йывӑр ҫухату. Мӗнле ха кун пек 21 -мӗш ӗмӗрте? Эпир чул ӗмӗрӗнче мар вӗт? Унччен те район пульницисенче лару-тӑру начар пулнине палӑртнӑччӗ. Ку япала нимле хапхана та кӗмест.
Софья Савнеш // 2637.94.8479
2015.06.01 16:28
Софья Савнеш
Прокуратура кун тĕлĕшпе халĕ тĕрĕслев ирттерет терĕç. Ашшĕ-амăшĕ тата упăшки тĕрĕслĕхе çиеле кăларасшăн. Чăтăмлăх вĕсене...
Валентина // 4186.57.1361
2015.06.03 09:58
Шель пулин те, пульницасенче çакнашкал тĕслехсем пур. Тухтăрсен çын пурнăçĕшĕн яваплăх, тимлĕх çÿкки куçĕрет.Ĕçе çиелтен туни палрăть кунта.
Тари // 2395.43.7864
2015.06.04 21:17
"Ача ҫуратакан хӗрарӑм пӗр урипе тупӑкра", - тесе калани пурччӗ пулас. Хам та 3 ача амӑшӗ пултӑм врачсене хӑратсах. Пурнас кун-ҫулӑм пулчӗ пулас. Врачсем те мана хыт сыхларӗҫ. Ку таранчченех вӗсен ячӗсене те манса кайман, яланах вӗсене ырӑпа аса илетӗп, хӑйсем мана манса та кайнӑ пуль тахҫанах. Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, чунӗ райра ҫӳретӗр. Ачисене ан пӑрахтӑр, тӳперен пулӑшса пытӑр. Тӑванӗсене, мӑшӑрне - ачисене ҫитӗнтерме вӑй-хӑват тупма сӗнетӗп.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters