Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне М.Р.Федотовăн ЭСЧЯне пăхмалла. http://altaica.ru/LIBRARY/fedotov2.pdf 147-148 сс.
Алтай тапхăрĕнченех пыракан сăмах темелле пуль. Тĕрĕк, монгол чĕлхисенче пур.
Çÿлевĕç сăмаха Алтай тапхăрĕнчен тата аваларах (калăпăр, ностратизм тапхăрне) йĕрлесе кайма май пур-и?
Ку ыйтăва халлĕхе айккинелле сирме сĕнетĕп.
Вăт Русь сăмах пирки каласа хăвармаллах. Варягсенчен килнĕскер у. Славянсем чĕнсе илнĕ варягсене хăйсене çапла чĕннĕ. 100% чăнлăх.
Анчах та ку ыйту калама çук хăватлăн политизациленнĕ. Çавăнпа та тата урăх версисем те пур текелеççĕ. Сăлтавĕсем çук пулсан та. Чăннипе урăх версисем çук. Варягсене русь тенĕ. Пăнчă.
Фриксем темĕн те "палăртма" пултараççĕ. Чăннине вара ак çакăнта пăхăр —http://www.classes.ru/all-russian/r ... asmer-term-11438.htm