Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Кто всегда делает то, что хочет, редко делает то, что должен.(Оксенсшер)
 

Ad

Таисия Ташней: Шикли шикленнĕ, экзаментан хăранă

Таисия Ташней12.06.2015 13:481835 views

Халăхăн шухăшне пĕлессишĕн ирттерекен тĕпчевсенчен пĕри шкулта вĕренекенсенчен 40 проценчĕ хăйĕн пĕлĕвне тата патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне ăнăçлă тытасса шаннине палăртнă. 30 проценчĕ хăй пĕлменнинчен ытла ашшĕ-амăшĕ хытă пăлханнине кура экзаментан хăрать иккен.

 

Чăн та, ывăл-хĕрĕ лайăх паллă илтĕр, патшалăхăн пĕрлĕх экзаменĕнче пысăк балл пухтăр тесе ашшĕ-амăшĕ мĕн кăна тумасть пулĕ! Урокра вĕреннине репетитор тытса тепĕр хут ăша хывнине хăнăхса çитрĕмĕр. Вĕрентекенĕсем хăйсем те урок хыççăн тав сăмахĕлле ларса юласшăн мар та, ачасене репетитор тытма сĕнеççĕ. Эпир шкул ачи чухне, пĕр 20 çул каялла, хăш-пĕр вĕрентекен урокри программăна ăша хывайманнисене урок хыççăн юлса та ним мар ăнлантаратчĕ. Халĕ пурнăçĕ укçа çине куçнă май вĕрентекенĕсем те улшăнса кайрĕç.

 

Сăмах май каласан, пĕринче мана 10–11-мĕш классенче вĕренекенсемпе Мускаври аслă шкулсенчен пĕри ирттернĕ Уçă алăксен кунĕнче пулма тӳр килнĕччĕ. Ачасемпе тата аслисемпе физикăпа математика факультечĕн деканĕ тĕл пулчĕ. Кашни сăмахне тимлĕн итлесе лартăм. Хăйĕн тĕлĕнмелле тавракурăмĕпе, ăс-тăнĕпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ çав çын.

 

Уçă алăксен кунне пынă ашшĕ-амăшĕнчен тахăшĕ аслă шкулта çав университета вĕренме кĕме хатĕрленӳ курсĕ йĕркелемен-и тесе кăсăкланчĕ. Декан ку ыйтăва хуравланă май ачасене хатĕрленӳ курсне яма сĕнмерĕ. «Сирĕн укçăр-тенкĕр ытлашши-и?» – ыйтуллăн пăхрĕ вăл аслисен куçĕнчен. Унтан çапла хушса хучĕ: «Ачăрсем шкул программине лайăхрах шĕкĕлчеччĕр. Ытах пулăшу кирлĕ пулсан 200–300 тенкĕпе ятарлă кĕнеке туянса парăр та çавăн тăрăх хатĕрленччĕр», – тăсрĕ вăл сăмахне.

 

Чăн та, математикăн пĕрремĕш никĕсĕ 4–6-мĕш классенче пухăнать. 7–9-мĕш классенче вара тĕплĕнрех ăша хывтараççĕ. Апла тăк ППЭрен сиксе чĕтриччен учебник шĕкĕлченин усси ытларах пулĕ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters