КОНСТАНТИН ИВАНОВ
Кĕçтук та мар вăл, Кĕçтенттин те мар,
Туссем, тăванĕсем çапла чĕннĕ пулин те.
Псевдонимпа та айкашман талантлă ар —
"Кайри хисеппелен" Пăртта тееймĕн ĕнтĕ.
Ахаль ят-хушамат, ахаль çеç çамрăк çын.
Ун халăхĕн шăпи вара пит кăткăс.
Пулни-пулмаллине йăлт Пÿлĕх çырнă-шим?
Ах, пурнăç, пурăнăç, туту-масу сан тăкăс...
Йĕри-тавралăхра хаваслăх пит сахал.
Элле авалтанпах çапла сăнарлă хамăр?
Ара, ахаль-им халь те пирĕн идеал
Террор сукмакĕпе утан Нарспи аппамăр...
Çилпи енче ĕçпуç хăçан пулса иртет?
Тиек таврашĕ, страшнĕк, старшшина, уретнĕк... —
Мĕн-ма вĕсен шăрши те çук? — Эппин, поэт
Геройсене таçти "аваллăхра" çÿретнĕ!
Чунри тăнăçлăха çапла шыранă пуль:
Ун чух чăвашлăхра çитмен чăн-чăн тасалăх:
Ют витĕм, ют йăла, ют тытăмлăх, ют шкул
Ăс-хакăла куллен пусса тăнă, ку паллă.
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>