АСЛАМАС КАЙĂКĔ
газель
Вăхăт килет — тарса хăтăлаймăн!
Вăхăт иртет — епле-ха пăлханмăн?
Килĕ те иртĕ — чăн та çапла-çке!
"Тыт, чар!" теме май çуккă никамăн.
Вăл итлемест, паллах, тиеке те —
Çак чăнлăхран пĕр шит те чакаймăн.
Вăкăр кÿлсе утать ирпе вăхăт,
Кăнтăрларан — вăшлатĕ куянăн.
Ĕçлĕ çынна нихçан та çитмест вăл,
"Вăхăт пайтах!" текен те нумайăн.
Хаклă пулинччĕ вăхăт — пуриншĕн", —
Тетпĕр вара, шута кайнă майăн.
Пĕчĕк самант та пултăр тĕллевлĕ —
Акă епле хĕв шухăшăм манăн.
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>