Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Наука сокращает нам опыты быстротекущей жизни.(А.С. Пушкин "Борис Годунов")
 

Ad

Софья Савнеш: Тĕнче тетелĕ йăхран куçнă вăйăсене пăчлантарчĕ-ши?

Софья Савнеш06.09.2015 22:374326 views

Тусăмăн ачи, 6 çула çывхараканскер, яланах мультик кăтартма ыйтать. Апат çиме ларать-и, е хăна килет-и – ăна мультик çеç кирлĕ. Çăкăр ан çитер. Шухăшлатăп та: мĕншĕн çапла? Ашшĕ-амăшĕ айăплă-и е кунĕн-çĕрĕн телеканалпа çавăрттаракан мультик-и? Тем тесен, ача воспитанийĕнче чи малтан ашшĕ-амăшĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вĕсем епле вĕрентеççĕ – ачи çапла çитĕнет.

Мультик, тĕнче тетелĕ ачана мĕнле витĕм кÿни пирки психологпа та калаçма тÿр килнĕччĕ. Вăл пĕр тĕслĕхпе паллаштарчĕ. Санаторире пулнă ку. Ашшĕ-амăшĕ, ачи сĕтел хушшинче лараççĕ. Пĕчĕкки темĕнле ÿкĕтлесен те апатланасшăн мар. Çакна кура амăшĕ ачи умне планшет кăларса хурать те мультик ярса парать. Лешĕ тинех кашăк тытса апатланма пуçлать. Писихолог, паллах, çакна хирĕç. Вăл каланă тăрăх, ачана çак йăлана хăнăхтармалла мар. Çитменнине, халĕ мультиксенче пурнăçра тĕл пулман сăнарсем, хăрушă сăнлисем, нумай. Ача вĕсене курса ÿсет, ку унăн психикине витĕм кÿрет. Нумаях пулмасть Шупашкара кисретнĕ пăтăрмах пирки те чылай калаçрĕç. Сăмахăм - 15 çулти пиччĕшĕ 9-ти шăллĕне çĕçĕпе чиксе вĕлерни пирки. Ун чухне чи малтан çамрăк ирччен тĕнче тетелĕнче вăйă вылянă, ун хыççăн шăллĕне вĕлернĕ тесе калаçрĕç. Тепĕр тĕрлĕ калакансем те тупăнчĕç. Тĕрĕссине суд çеç татса парĕ ĕнтĕ. Анчах ку пулăм ашшĕ-амăшне тарăн шухăша яма хĕтĕртрĕ ахăртнех. Хăйсем тепĕр пÿлĕмре çывăрнă чухне ачисем мĕн хăтланаççĕ? Ку ыйту нумайăшне шухăшлаттарчĕ.

Хальхи ачасем çине пăхатăп та хамăн ачалăх аса килет. Эпир, телее, тĕнче тетелĕ мĕн иккенне пĕлсе ÿсмен. Палăртса калатăп – телее ку. Эпир сенкер экран умĕнче куç мăчлаттармасăр ларас вырăнне урамра каçчен вылянă-чупнă. Мĕн тĕрлĕ вăйă выляман-ши эпир ун чухне? «Ялав вăрламалла», «12 патакла», «Тытмалла», «Пытанмалла», «Лавккалла», «Килле»… Вĕсен ячĕсене асăнса та пĕтереес çук. Халĕ ăçта вĕсем? Яла пырса кĕретĕп те – шăп, ача сасси янăрамасть. Ачасем пачах çук мар. Вĕсем хăйăр купи çинче чакаланаççĕ. Эир вылянă вăйăсем мĕн «тути» каланине пĕлмеççĕ вĕсем. Вĕсемшĕн халĕ мультик пĕлтерĕшлĕрех. Эпир ача чухне кашни килте тенĕ пек 1-2 телеканал çеç пулнă. Унпа 10 минут мультик кăтартни пирĕншĕн савăнăç пулнă.

Нивушлĕ нумай-нумай çул йăхран йăха куçнă вăйăсене юлашки ăру, эпир, вылянă-ши? Тĕнче тетелĕ кашни киле кĕрсе пăчлантарчĕ-ши вĕсене?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters