Чӑваш Енре ҫынсем элитлӑ эрехпе наркӑмӑшланса вилни самай шӑв-шав ҫӗклерӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарчӗҫ. Пӗтӗмпе 900 ешчӗк ром туртса илнӗ, контрафактлӑ эрехе тата ӑҫта сутнине те тӗпчеҫҫӗ халӗ.
Ҫапла ҫав, этем пуймашкӑн ҫӑмӑл меслет шырать, «ҫӑмӑл» укҫа чылайӑшне илӗртет. Паллах, пакунлисем вилмеллех наркӑмӑшлӑ ром Чӑваш Ене ӑҫтан тата мӗнле майпа килнине тӗпчесе тӗрӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗҫ. Ҫакӑ паха — ешчӗксене туртса илнӗ, унсӑрӑн «хаклӑ йышши» ромпа миҫе ҫын наркӑмӑшланӗччӗ-ши?
Халӑх, чылайӑшӗ ӗнтӗ, тахҫанах пӗлет: йӳнӗ эрех сисчӗвлентермелле. Йӳнни йӳнӗҫтерет теҫҫӗ. Сахал-им халӗ «тӗп сакайӗнче» кӑларакан эрех? Кашни утӑмрах. Халӑх пӗлекен маркӑллӑ эрехсене суя туса кӑлараҫҫӗ. Халӗ лавккасене те ӗненме ҫук. «Тӗп сакайӗнче» кӑларни унта та пур. Нумаях пулмасть пӗр арҫын каланине илтрӗм. «Паян лавккаран эрех туянтӑм. Хӑса-хӑса ӗҫрӗм, тути начар», — терӗ вӑл. Паллӑ ӗнтӗ — паха эрех пулман вӑл. Анчах ҫакна кура мӗн тума ӗҫнӗ-ха вӑл ӑна? Ӑнланма ҫук.
Ромпа наркӑмӑшланса ҫынсем вилни пирки хыпар сарӑлсан тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ информаци тухма пуҫларӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи 9 уйӑхра республикӑра эрех-сӑрапа наркӑмӑшланнӑ 972 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 1,8 хут нумайрах. Пӗлтӗр 517 тӗслӗх пулнӑ.
Кӑҫал 688 ҫын этил спирчӗпе наркӑмӑшланнӑ. 257-шӗ вара суррогатлӑ алкоголе пула шар курнӑ.
Темиҫе кун каялла виҫӗ ҫын ромпа наркӑмӑшланса вилнӗ. «Bacardi Black» маркӑлли пулнӑ вӑл. 200 тенкӗ кӑна тӑнӑ. Ку - сисчӗвленмелли сӑлтав. Ахаль эрех те унран хаклӑрах та. Ку марка вара элитлӑ шутланать.
Сӑмах май, патшалӑх эрехсен чи пӗчӗк хакне палӑртнӑ. 28 процентран хаяртарах эрехе, ҫур литрлӑ кӗленчене, 185 тенкӗрен йӳнӗрех сутмалла мар. Ҫул литрлӑ брендишӗн 293 тенкӗрен кая мар кӑларса хумалла. Коньяк вара сахалтан та 322 тенкӗ тӑрать. Ҫапла майпа патшалӑх палӑртнӑ хаксенчен йӳнӗрех сутӑнакан эрех суррогатлӑ шутланать.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.