Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
В любви теряют рассудок, в браке же замечают эту потерю.(М. Сафир)
 

Ad

Таисия Ташней: Ача-пӑча ту... хваттер тапӑнма

Таисия Ташней15.12.2015 17:381743 views

«Шупашкарти Кузнецовсен ҫемйи 17 ҫул 10 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать. Галинӑпа Игорь пилӗк ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Асли – 16-ра, кӗҫӗнни ҫулталӑк та тултарман», – ҫакӑн пек хыпарларӗ нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайчӗ.

 

Нумай ачаллӑ ҫав ҫемьери пиллӗкмӗш ачи кун ҫути курнӑранпа ҫулталӑк та ҫитеймен иккен-ха. «Пӗчӗк пӳлӗмре телевизор, компьютер, апатланмалли сӗтел те пур. Урок тумалли пӗр сӗтел кӑна», – пӗлтернӗччӗ __/news/10748.html| ҫав хыпарта__.

 

Хыпара малалла вуласан ытла та хӗрхенмелле ӳкерчӗк сиксе тухать: «Каҫхине тӑватӑ арҫын ача икӗ яруслӑ кравать ҫине выртаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара урайне матрас сарса ҫывӑрать. Чи пӗчӗкки вара кӳме ҫинче выртать».

 

Ҫапах та нумай ачаллӑ ҫемьен ыйтӑвӗ татӑлас шанчӑк пур иккен. Пилӗк е ытларах ачаллисене патшалӑх ҫурт-йӗрпе тӳлевсӗрех туса пама тивӗҫ те, ҫемье хваттер илме черете тӑнӑ. Халӗ вӗсем списокра 20-мӗш-мӗн.

 

Ҫакӑн пек хыпара кам епле йышӑнать пулӗ те, анчах пурнӑҫра ялан хӑйне шанма хӑнӑхнӑ ҫыннӑн шеллев туйӑмӗ ҫуралмасть пек туйӑнать. Пытарам мар. Манӑн ҫывӑх тусӑм та асӑннӑ ҫемье пекех пӗчӗк пӳлӗмре вунӑ ҫул ытла хӗсӗнсе пурӑнчӗ. Маларах илсе кӑтартнӑ хыпарти Галинӑпа Игорь ятлӑ мӑшӑрсеннинчен шӑп та лӑп 3 тӑваткал метр пысӑкрахчӗ-ха ун пӳлӗмӗ. Ун патне кайса курнӑ та пӗлетӗп: тӗлӗнмелле тӑвӑр пек туйӑнатчӗ. Тӳррипе каласан, хӑлтӑр-халтӑр ҫуртри, хӑҫан тӗплӗ юсав пулнине никам астуман ҫав общежитие курас килми пулса ҫитрӗ тесе текех калатчӗ. Унта пурӑнакансенчен пӗр пайӗ эрех енне самай туртӑннӑскерсем пулнӑран вӗсем ҫав япалашӑн самолет ҫинчен парашютсӑр сикме хатӗр пуль тесе те тарӑхатчӗ, хӑйӗн куӳршисем ҫӗрӗпе шавласа та кӗрлесе эрех ӗҫсе ларса кансӗрленишӗн ҫывӑрса канаймастӑп тесе асапланатчӗ.

 

Пӗр ача амӑшӗ тусӑм. Пӗчӗк чухне хӗрӗ пӗр пӗчченех, выляма юлташ та ҫук тесе пӑшӑрханать тетчӗ. Кайран, пӗве кӗре пуҫласан, ҫемьере пӗртен пӗр ача пулнине урӑхларах хаклама тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Пӗринче вӑл тӑван ҫуккишӗн пӑшӑрханнине те палӑртнӑ-мӗн. Анчах вӑл та, тусӑм та хӑйсем епле условире пурӑннине, 13 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре икӗ ачана тӑвӑррине аван ӑнланатчӗҫ. Тепӗр тесен, ун пек лаптӑкра тӑваттӑн-пиллӗккӗн пурӑнакансем те пур-ха.

 

Кам мӗнле пулӗ те, анчах вӑл пӗчӗк те хӗсӗк пӳлӗмре пурӑннине пӗлсе тӑрса ача ҫине ача ҫуратса ларса патшалӑхран пулӑшу ыйтнине ӑнланмастчӗ. 10 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре хӗсӗнекен ҫынсене патшалӑх та, Президент та: «Тархасшӑн тата ҫуратӑр-ха», – тесе тӗмсӗлсе ыйтнине ҫапса пӑрахатӑп тесен те ӗненместӗп тетчӗ.

 

Малтан ача ҫине ача ҫуратса ларнӑ хыҫҫӑн кайран патшалӑхран хваттер тапӑнакан ҫынсем тӗпренчӗкӗсене ҫав тӗллевпех ҫуратаҫҫӗ-ши тесе те пуҫа, чӑн та, шухӑш килет. Тен, кам пӗлет, тӗрӗс те тӑваҫҫӗ пулӗ. Ара, хӑшӗсем калашле, ывӑлӑмӑрсем вунсаккӑр тултарсан патшалӑхӗ йӑпӑр-япӑр салтака пуҫтарса каять-ҫке вӗсене. Апла тӑк патшалӑхран та усси пултӑр темелле-ши?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters