Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Только тот добился успеха в жизни, кто прожил ее так,как хотел.(Морлей)
 

Ad

Софья Савнеш: Уяв сӗтелӗ мӗн хака ларать?

Софья Савнеш27.12.2015 19:084343 views

Ҫӗнӗ ҫул умӗн лавккасенче, гипермаркетсенче халӑх хӗвӗшет. Пурте уява хатӗрленеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен темиҫе кун кӑна юлчӗ. Раштавӑн 30–31-мӗшӗсенче лавккасенче мӗнлерех хӗвӗшӳ пулӗ-ши тата?

Кризис, кризис теҫҫӗ… Ҫапах хырӑм выҫать, Ҫӗнӗ ҫула пушӑ сӗтелпе кӗтсе илеймӗн. Ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхӗсенче ӗҫре шалу вӑхӑтра паманни пирки чылай пӗлӗшрен илтме тӳр килчӗ. Апла-и, капла-и — этем сӗтел хатӗрлеме май тупать. Лавккасене хам та кӗретӗп, хаксемпе паллашатӑп.

Кӑҫал, тунмастӑп, уяв сӗтелӗ самай хака кайса ларӗ. Паллӑ ӗнтӗ, мандарин шӑрши кӑлармаллах. 1 килограмшӑн вӑтамран 90–100 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Акципе шыраса тупма пулать пулӗ-ха та. Анчах унашкаллине сиссе юлма йывӑр — хӑвӑртах туянса пӗтереҫҫӗ. Сехет 12 хут шакканӑ чухне шампань эрехӗ уҫмаллах. Уншӑн вӑтамран 150–200 тенкӗ кӑларма хумалла. Ку — акципе. «Оливье» салат сӗтел ҫинче пулмасӑр епле-ха? Ҫӗрулми, кишӗр таврашӗ тӑварланӑ хӑяр, юрать, килтех пур. 1 килограмм кӑлпасси, лайӑхраххи ӗнтӗ, 300 тенке яхӑн (е ытларах) тӑрать. Кӑштах салата ярсан касса хумалӑх та юлать. Паллах, пӗр салатпа кӑна ҫырлахмастпӑр. Чӑкӑт, пулӑ, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ туянмасӑр ниепле те пулӗ. Сыр йӳнех мар. 1 килограмӗшӗн 300–400 тенкӗ тӳлемелле. Улма-ҫырла та питӗ хаклӑ. Виҫӗм ҫул кӑна апельсин, панулми 30–40 тенкӗ тӑнӑ пулсан халӗ 60–70 тенкӗрен кая мар.

Пӗр сӑмахпа, уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ чухне укҫа-тенке перекетлесен те самаях тӑкакланма тивӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ апат-ҫимӗҫ валли кӑна, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, 1000 тенкӗрен кая мар кӑларса хумалла. Анчах, тепӗр хут калатӑп, кунпа кӑна сӗтел тулмасть-ха.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters