Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Водка белая, а красит нос и чернит репутацию.(А. Чехов)
 

Ad

Софья Савнеш: Ватӑ ҫынна пӑхни сӑвап та...

Софья Савнеш30.12.2015 20:435627 views

Районсенче пулма тӳр килнӗрен тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫма май пур. Вӑл е ку районта лайӑх е япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме ҫук. Эпир пӗр ҫынна курса пурне те хаклама хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. Кашни тарӑхрах тӗрлӗ ҫын пурӑнать.

 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, «вӑрҫӑ ачисем» мӗнле пурӑнни куҫ умӗнчех. Пӗрисене ачисем лайӑх пӑхаҫҫӗ, тирпейлӗ ҫӳретеҫҫӗ. Теприсем вара… ватӑ ҫын вилессе кӗтеҫҫӗ. Ҫапла, 90 е 100 ҫулалла кармашакан амӑшӗ е ашшӗ автан авӑтман яла ӑсанасса кӗтсе пурӑнакансем те пур. Пӗррехинче Ҫӗрпӳ районӗнче пултӑмӑр, ватӑ арҫынпа калаҫрӑмӑр. Хӑй сусӑр, вӑрҫӑ ҫулӗсенче ача-пӑча пулнӑ. Алӑ тупанӗ, иккӗшӗ те, ҫук унӑн, хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Юлташӑм ватӑ арҫынпа калаҫрӗ, йывӑр ҫулсем пирки, вӑрҫӑ нуши ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Чӑннипех те шеллерӗ вӑл ватӑскере. Сывпуллашнӑ чухне вӑл ӑна тата нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. «Мӗн, мана вӗлересшӗн-им?» - мӑртӑхса пат татса хучӗ хӗрӗ. Ашшӗне, памперспа ҫӳрекенскере, пӑхса ывӑннӑ-ши вара вӑл? Хӑйне пӑхса ӳстернӗ ҫывӑх ҫынни пирки вӑл ҫапла епле калама хӑять? Пӗчӗк чухне пире атте-анне пӑхать. Вӗсем ватӑлсан вара пирӗн вӗсене пӑхмалла. Ку – ӗмӗртен пыракан йӑла. Мӗскӗн арҫын сӑмах чӗнмесӗр ларса юлчӗ. Тен, ытлашши калама та хӑрать вӑл?

Тепӗр тӗслӗх те, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи, тӗлӗнтернӗччӗ. Хӗрарӑма, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑх арӑмне, патшалӑх хваттер панӑ. Хулара. Анчах ҫак кинемей ялтах пурӑнать, ыттисем пӳрте шыв кӗртнӗ вӑхӑтра вӑл кӗвентепе урамран йӑтать. Хулари ӑшӑ та хӑтлӑ хваттерте вара мӑнукӗсем саркаланса пурӑнаҫҫӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, кинемей хӑй те унта пурӑнма хирӗҫ мар. Анчах ҫамрӑксем ура ярса пустарӗҫ-и? Намӑссӑрсем, ватӑскере пӳрте шыв кӗртсе парасчӗ хӑть. Кинемей ӳпкелешмест. Хӑнӑхнӑ вӑл чӑтма. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пурнӑҫ кун пек мар йывӑр пулнӑ вӗт.

Тӗрӗссипе, кун пек тӗслӗх сахал мар. Вӑрҫӑ нушине чӑтса курнӑскерсене хваттер параҫҫӗ, анчах кусем ҫак ырлӑхпа киленсе те курмаҫҫӗ. Патшалӑх нимӗнле паттӑр ӗҫ те туман, ватӑ тӑванне пӑхма пӗлмен ҫынсене ҫакӑн пек «парне» кӳрет. Ҫапла пулса тухать мар-и?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters