Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Дурак льстит самому себе, умный льстит дураку.(Э. Бульвер)
 

Ad

Таисия Ташней: Ҫӗнӗ ҫулта ыррине кӗтмелле-и?

Таисия Ташней08.01.2016 21:485364 views

Иртнӗ ҫул ҫынсем хаксем пысӑкки тата тупӑш шайӗ пӗчӗкки пирки пӑшӑрханчӗҫ пулсан, кӑҫал та лару-тӑру ырӑ енне улшӑнасси иккӗленӳллӗ. Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен 92 проценчӗ пахча-ҫимӗҫ тата улма-ҫырла хакланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, 91 проценчӗ — аш-какайшӑн, 89 — проценчӗ — коммуналлӑ тӳлевшӗн. Раҫҫей ҫыннисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (37 проценчӗ) инфляци пурнӑҫ пахалӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ. Кашни пиллӗкмӗшӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе илме тытӑнса тӑнине пытарман.

«Халӑх шухӑшӗ» фонд тӗпчевӗ те ырринех кӑтартса паман. Пирӗн халӑхӑн ҫуррине яхӑнӗ пурнӑҫ шайӗ япӑхнине палӑртнӑ. 34 проценчӗ Ҫӗнӗ ҫул ҫитнишӗн хавасланнине пӗлтермен. Мӗншӗн тесен ҫавсем 2016 ҫулта пурнӑҫ тата йывӑрланать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Инфляци тата пурнӑҫ пахалӑхӗ енӗпе 2015 ҫул, чӑн та, ӑнмарӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче кӑна апат-ҫимӗҫ хакӗ 12,1 процент хӑпарнӑ. 2014 ҫулта Раҫҫейре инфляци 11,4 процент пулнӑ. Ҫынсен ӗҫ укҫин шайӗ чӳк уйӑхӗнче кӑрлач уйӑхӗнчипе танлаштарсан 9,2 процент чакнӑ. Номиналлӑ виҫепе илсен, 5,2 процент чакса 33 пин те 857 тенке ларнӑ.

Росстат ҫӗршыври чухӑнсен хисепне те шутласа кӑларнӑ. Виҫҫӗмӗш кварталта ун пеккисен шучӗ 17,9 миллионпа танлашнӑ. Пӗрремӗш ҫур ҫулта 21,7 миллион ҫын шутланнӑ. Сахал тупӑшлисем, пӗр енчен, сахалланнӑ пек. Анчах экспертсем ҫакна статистика суеҫтерни евӗртерех хаклаҫҫӗ. Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗ ҫӗршывра ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи 10 пин те 17 тенкӗрен 9 пин тенкӗ те 673 тенкӗпе танлашнӑ. Ку виҫерен пысӑкрах шалу илекенсене чухӑнсен шутне кӗртмеҫҫӗ.

2016 ҫулта ҫынсен пурнӑҫ шайне харӑсах темиҫе фактор витӗм кӳме пултарать. «Лента.ру» информагентствӑна Промсвязьбанкӑн ертсе пыракан тишкерӳҫи Дмитрий Грицкевич пӗлтернӗ тӑрӑх, инфляцине тӗп витӗм кӳрекенни — девальваци тата тарифсене индексацилени. Ҫав вӑхӑтрах вӑл наци валюти хальхинчен самай вӑйсӑрланассине палӑртнӑ. «Тарифсене 2016 ҫулта прогноз инфляцине кура, 5,5–6,5 процента шута хурса, палӑртӗҫ», — тенӗ вӑл.

Хаксем хӑпарассине ҫынсем хӑйсене епле тытни те витӗм кӳрӗ: тавар туянассипе пулӑшупа усӑ курасси мӗн чухлӗ ытларах, инфляци ҫавӑн чухлӗ пысӑкрах пулӗ. Ҫапах та ҫынсем хӑйсене урӑхларах тытма пуҫланине те палӑртмалла: 2014 ҫул вӗҫӗнче ҫынсем йӑлара усӑ курмалли техникӑна нумай туяннӑ пулсан, 2015 ҫул вӗҫӗнче халӑх апла хӑтланма пӑрахнӑ. Ҫапла вара ӗҫ укҫин шайӗ пӗчӗкленни инфляципе хӗсет.

2016 ҫулта тенкӗ курсӗ, тарифсем тата потребитель ыйтӑмӗ 2016 ҫулта хаксен динамикине витӗм кӳмелле. Енчен малашне те ҫаплах пулсан хак ытлашшиех ӳсмелле мар. Анчах тепӗр тӳнтерлӗх пур — эмбарго. Хальхи Турци тӗлӗшпе. Ку вӑл кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑна вӑя кӗчӗ пулин те улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ хакӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех хӑпарса кайрӗ. Раштавӑн 21-мӗшӗ тӗлне, сӑмахран, помидор 11,2 процент хакланннӑ, хӑяр — 7,7 процент.

Патшалӑх ҫапах та оптимистла шухӑшланине палӑртать «Лента.ру». Тӗп банк хаксем 5,5–6,5 процент хӑпарать тесе шухӑшлать, РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви — 6,4 процент.

Ҫав вӑхӑтрах Альфа-банк тикшерӳҫисем хаксем 10 процент хӑпарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ эксперстем 8 процент тенӗ-ха, анчах Турци тӗлӗшпе йышӑннӑ санкци хыҫҫӑн вӗсем шухӑша ылмаштарнӑ.

Кунтан та начартарах прогноз тӑвакансем те пур. Правительство ҫумӗнчи тишкерӳ центрӗ, Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн академийӗ, Макроэкономика анализӗн тата кӗске вӑхӑтлӑха прогнозлакан центр тата Пӗтӗм тӗнчери банк пӗрле пулса тӗпченӗ тӑрӑх, чухӑнлӑх шайӗ 16 процента ҫитмелле. 2015 ҫулта вӑл 12 процент пулнӑ. Юлашки 11 ҫулта ун пекки пӗртте пулман. Ҫынсен 30–50 проценчӗ чухӑнсен шутне лекӗ. Ку категорие уйрӑмах лекекен категорисен шутне ачасене, пенсионерсене тата тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫлемен ҫынсене кӗртнӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters