Салам сӑмахӗ ман каласчӗ
Сире анне сума суса.
Ҫӗр ҫулччен ҫапла пурӑнасчӗ
Ачасемшӗн савӑнса.
Ҫирӗп сывлӑхпа телейӗ
Ан кайтӑр сиртен нихӑҫан.
Пӑхать сиршӗн сар хӗвелӗ,
Вӑй-хал ан пӗттӗр нихӑҫан.
Ҫур ӗмӗр ҫитрӗ – юбилей,
Пурнӑҫ тунӑ ҫав телей.
Пӑхса ӳстернӗ виҫ ача-
Ик ывӑлпа хӗр ача.
Ӳссе ҫитсессӗн ачасем
Саланнӑ мӑшӑрсем тупса.
Пуласран килте кичем
Илнӗ тепӗр ик ача.
Роман пиччепе Вальаппа
Ӳстернӗ хӑйсем улт ача.
Пиль панӑ пурнӑҫне тума
Сире Леонид Николаичпа.
Вӑй-халне хунӑ шеллемесӗр
Комбинатра, колхозра.
Пусран пус хушса ҫӗнетнӗ
Йӗри-тавра кил-сурта.
Мӗнех калӑп, тав сӑмахе,
Пилленӗшӗн эсир хӗрне.
Ӗҫсе парсамӑр юбиляршӑн
Кӑмӑл тумаллӑх сим-пылне.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.