Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +8.3 °C
Я знаю, что я ничего не знаю.(Сократ)
 

Ad

Софья Савнеш: Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене ҫӑкӑр кирлӗ мар

Софья Савнеш10.04.2016 22:153878 views

Шупашкарти пӗр чиркӳ килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хутчен апатлантарассине йӑлана кӗртнӗччӗ. Халӗ пӗлмеcтӗп: ҫитереҫҫӗ-и вӗсене унта? Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ хыҫне апат илсе килме пӑрахнӑ. Ку кризиспа ҫыхӑнман-ши?

Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшни — пархатарлӑ ӗҫ. Темен те пулать-ҫке пурӑнан пурнӑҫра. Пӗрисене ҫывӑх тӑванӗсем килтен кӑларса яраҫҫӗ. Теприсен ултава пула урамра ҫӗр каҫма тивет. Виҫҫӗмӗшӗсем вара кунашкал пурнӑҫа хӑйсем суйлаҫҫӗ.

Ӗҫе кайнӑ чухне тӗп пасар умӗнче килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене час-часах куратӑп. Урамра сивӗ пулсан та лараҫҫӗ вӗсем. Пӗр хӗрарӑмпа пӗр арҫын яланах куҫ тӗлне пулатчӗҫ. Халӗ таҫта вӗсем — асӑрхаман. Хайхи хӗрарӑм урамри сак ҫинчех ҫӗр каҫатчӗ. Клеенкӑпа витӗнет те выртать. Капла ӑшӑрах, ҫил вӗрмест. Мӗнле нуша илсе ҫитернӗ вӗсене кун пек пурнӑҫ патне? Пӗлместӗп. Анчах вӗсем ҫынсенчен пухнӑ укҫана апат-ҫимӗҫ илсе мар, «фанфурик» туянса пӗтереҫҫӗ. Ир-ирех ҫавсем эрех кӗленчине алӑра тытса лараҫҫӗ. Ҫӑкӑр сӗнсен вӗсене — хирӗҫлеҫҫӗ. Укҫа кирлӗ вӗсене. Анчах укҫа-тенкӗ камӑн кӗсйине тар тӑкмасӑр кӗрет? Пӗр хӗрарӑм ҫавскере лавккаран ҫӑкӑр илсе тухма шантарчӗ. Анчах лешӗ хирӗҫлерӗ.

Тепӗр ватӑ хӗрарӑм вокзала ҫӗр айӗн каҫмалли кӗпер патӗнче ларать. Унӑн чӑнах та нуша пулни курӑнать. Иртен-ҫӳрен ӑна ҫимелли парсан вӑл хирӗҫлемест. Нумаях пулмасть иртсе кайнӑ чухне ӑна каллех асӑрхарӑм. Ватӑскере такам катлет парса хӑварнӑ. Вӑл ӑна хаваспах ҫиетчӗ. Ҫакнашкал ҫынсене курсан шеллес килет. Ӑҫта-ши унӑн тӑванӗсем?

Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене хваттер туянса парсан вӗсем унта пурӑнмассине ҫирӗплетеҫҫӗ специалистсем. Вӗсем ун пек пурнӑҫа хӑнӑхман. Вӗсемшӗн урам — тӑван кил. Анчах, тем тесен те, вӗсене тӑванӗсен пулӑшмалла, урамран киле илсе кӗмелле. Чунӗ ыратмасть-ши вӗсен ҫывӑх ҫынни урамра ыйткаласа ҫӳренӗшӗн?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters