Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Не стыдно чего-нибуль не знать, но стыдно не хотеть учиться.(Сократ)
 

Ad

Софья Савнеш: Епле чӑтать-ши мӑнтарӑн Раҫҫейӗ?

Софья Савнеш24.04.2016 20:116231 views

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре коррупципе кӗрешекен мерӑсен комплексӗ ӗҫленине, корруцие тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшакан мехнизмсене пурнӑҫа кӗртсе пынине палӑртнӑ. Чӑваш Ен коррупципе кӗрешмелли мероприятисене хатӗрлес енӗпе пилотлӑ регион шутланать. Ку енӗпе саккуна та ҫӗнетеҫҫӗ, этика кодексне те йышӑннӑ. Республикӑра коррупци тӗслӗхӗ пирки «хӗрӳ линипе» те шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.

Пӗлтӗр ШӖМ органӗсене должноҫри ҫынсем тӗлӗшпе 513 ҫӑхав килнӗ. Ку хисеп 2014 ҫулхинчен пысӑкрах. Вӗсене тӗплӗн пӑхса тухнӑ, кашни 3-мӗш тӗслӗхре чӑнах та коррупци йӗрӗ пулнине палӑртнӑ.

Коррупципе кӗрешеҫҫӗ-ха, анчах хальлӗхе, шел те, вӗсен хисепӗ чакни курӑнмасть. Ахаль халӑх налук тӳлет, «ҫӳлте» ларакансем вара укҫа-тенке пите хӗретмесӗрех вӑрлаҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть Ҫӗрпӳри стадион пирки калаҫрӗҫ. Унта 1 миллион тенкӗ таҫта ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех каласан, такамӑн кӗсйине кӗнӗ. Район администрацийӗ тата «Глобус» строительство компанийӗ» тулли мар яваплӑ общество стадион тумашкӑн контракт алӑ пуснӑ. Ку ӗҫ валли 41 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Проектпа смета документацине трибунӑсене тумашкӑн 3 миллион тенкӗ ытла кайнине палӑртнӑ, анчах прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, компани трибунӑна тумашкӑн укҫа сахалрах тӑкакланӑ. Заказчике вара хаклӑ йышши хатӗр-хӗтӗр туяннӑ пек кӑтартса панӑ. Ҫапла 1 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенке компани ертӳлӗхӗ йӑкӑртнӑ.

Ку – пӗр тӗслӗх кӑна. Республикипе, Раҫҫейӗпе мӗн чухлӗ? Ҫул-йӗр тунӑ чухне мӗн чухлӗ вӑрлаҫҫӗ? Миллион-миллион тенкӗпе такамсен кӗсйисем хулӑнланаҫҫӗ. Ахальтен-им ҫӗнӗ, тин кӑна сарнӑ ҫул кӑштахран ишӗлме тытӑнать? Епле чатать-ши мантарӑн Раҫҫейӗ? Унтан та кунтан сӑптӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа чухӑн пурӑнатпӑр ӗнтӗ эпир.

Ҫемҫе пукан ахальтен илӗртмест пуль ҫав. Ав Канашри ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ 650 пин тенкӗ вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хайхискер 2008 ҫулта тирпейлӳҫӗ вырӑнне вырӑнти пӗр хӗрарӑма илнӗ. Виҫӗ уйӑхран ӑна урам шӑлакана куҫарнӑ. Лешӗ ӗҫе вырнаҫма хирӗҫ пулнине курах ҫапла хӑтланнӑ вӑл. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен ӑна шалу тӳленӗ. Паллах, ӑна вӑл хӑйӗн кӗсйине чикнӗ.

Ҫапла, пӗрисем налук тӳлеҫҫӗ, теприсем пуяҫҫӗ… Паллах, вӑл е ку ӗҫре укҫа-тенке кӗсьене чикесрен тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Анчах унта «хӑйсен ҫыннисем», пӗрле пайлаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку енӗпе лару-тӑру лайӑх енне улшӑнасса шанас килет. Ара, пирӗн республика коррупципе вирлӗ кӗрешет-ҫке. Ӑна пилотлӑ регион тесе йышӑннӑ вӗт.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters