Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Выражение лица женщины гораздо важнее ее одежды.(Д. Карнеги)
 

Ad

Вика Сорокина: Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?

Вика Сорокина20.05.2016 20:175435 views

«Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?» — тесе ыйтсан никам та: «Паллах!» — тесе татса хума хӑяймӗ. Чӑн та ӗнтӗ, ача пахчи вӑл производство лаптӑкӗ мар. Тепӗр енчен, производствӑра та ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилине хытах пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче 3 ҫулти шӑпӑрлан вилнӗ. Инкек пулса иртнӗ хыҫҫӑнах «Pro Город» текен хаҫат хыпарланине ӗненсен, ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ, пӗчӗк арҫын ача верандӑра тӑнӑ чух хырӑм ҫине персе аннӑ.

Паян ку хыпара РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗ те пӗлтерчӗ. Унта хальлӗхе нимех те уҫӑмлатман-ха. «Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче уҫӑлма тухсан 3 ҫулхи ача хырӑм ҫине ӳкнӗ», — тесе ҫырнӑ унта. Пӗчӗкскер персе аннине воспитатель тӳрех асӑрханӑ, ӑна вӑл медицина сестрин пӳлӗмне йӑтса кӗнӗ, унтан васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем те пӗчӗкскерне ҫӑлса хӑварайман — ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать тӗпчевҫӗсен типӗ хыпарне тишкерни тӑрӑх.

Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти следстви пайӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев йӗркеленӗ. Ун вӑхӑтӗнче инкек пулса иртнине асӑрханисенчен ӑна-кӑна ыйтса пӗлеҫҫӗ. Хальлӗхе пуҫиле ӗҫ пуҫарман-ха.

Халӑх тетелӗсенче ача вилӗмӗ пирки темле сӑмахлакан-юмахлакан та пур. Хӑшӗсем вӑл тем ҫинӗ чух чыхланса кайман-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах тӗпчевҫӗсем ку версипе килӗшменни сисӗнет. Суран тавраш та ҫук-мӗн. Халӑх тетелӗсенчисем патнех тепӗр хут таврӑнсан, пӗри тата ачасене хӗрес тавраш ҫактарса ҫӳренишӗн ӳпкелесе калаҫать. Ҫиппе ача таҫтан ҫакланса та ларма пултарать имӗш.

Теприсем вара воспитателе вӑрҫма тытӑнса кайнӑ. Унӑн ҫийӗнчех васкавлӑ пулӑшу кӳмелле пулнӑ теҫҫӗ.

Манӑн вара: «Эх, мӑнтарӑн воспитателӗ!» — тесе калас килет. Паллаканӑм ача пахчинче тӑрӑшать те, унти ҫӑмӑл мар ӗҫе аван пӗлет. Ачисенчен ытла ашшӗ-амӑшне юрама йывӑррине калать вӑл. «Килте ларакан амӑшӗсем хӑйсен нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттерӗсенчен сӑн ӳкерсе кӑна лараҫҫӗ. Тем килӗшмесен прокуратурӑна ҫӑхавлассипе хӑратаҫҫӗ», — тет вӑл. Тата икӗ ушкӑнпа виҫӗ воспитатель тӑрӑшма тивнине пула кун каҫипе ывӑнсах ҫитнине пӗлтерет. Ушкӑнри 25 ачана пӗччен пӑхса ӗлкӗрме те пӗртте ҫӑмӑл мар. «Мӗншӗн ытла сӑхланаҫҫӗ вара? Мӗншӗн воспитательсене ӗҫе илмеҫҫӗ?» — тесе тӗлӗнекенсене тӳре-шара оптимизаци сӑмаха вилсе каясла кӑмӑлланине аса илтермелле. Укҫа перекетлес тенипех тепӗр ҫӗрте виҫӗ воспитателӗн икӗ ушкӑнпа тимлеме тивет. Кирлех пулсан патаккине те унӑнах ҫиме лекет.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters