Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Всe в руках человека. Поэтому их надо чаще мыть.(С.Е. Лец)
 

Ad

Таисия Ташней: Ҫамрӑксен театрӗ уйрӑм ҫурта тивӗҫ-и?

Таисия Ташней27.08.2016 19:465759 views

Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар.

Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Ҫулталӑк ҫурӑ каялла ӑна Шупашкара панӑ. Хальхи вӑхӑтри пултарулӑх центрӗ ятпа ӗҫлекен ҫав ҫурта паян каялла республика харпӑрлӑхне илесшӗн-мӗн. Унта "культура министрӗн ҫумӗн Вячеслав Ориновӑн ку енӗпе чее план пуррине" пӗлтернӗ. "Влаҫа ҫитнӗ ҫамрӑксен театрӗн экс-режиссерӗ" "Ҫеҫпӗл" ҫуртне ҫамрӑксен театрӗ валли уйӑрасшӑн имӗш. Материалта: "Трактор тӑвакансен культура керменне парас тенӗ те ҫуркунне — май килмен, халӗ "Ҫеҫпӗле" куҫ хывнӑ", — шухӑш палӑрать.

Асӑннӑ статья авторӗ Андрей Иванов яка та хитре чӗлхепе ҫырма пултарнине, лайӑх аналитик пулнине йышӑнмаллах. Анчах та Вячеслав Ориновӑн "чее планӗ" пирки хамӑн шухӑша палӑртасах килет.

Статьяна сӳтсе явакансем хушшинче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне хурлани те сисӗнет. Вӗсен шучӗпе постановкӑсем начар, ачасене учительсем урлӑ (билет сутнин проценчӗ вӗрентекенсене лекет) театра хӑвалаҫҫӗ. "Халӑха кирлӗ театра халӑх хӑех ҫӳрет. Тулли зал пирки юмах калама кирлӗ мар. Костюмӗсем хитре — уншӑн мухтав", — тиркесе тӑкнӑ ятне ҫырман комментаторсенчен пӗри.

Хальхи вӑхӑтри постановкӑсен пахалӑхӗ пирки ҫырас тӗллев лартмарӑм та, ун пирки чарӑнса тӑрас килмест. Анчах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне уйрӑм ҫурт кирлӗ-и, унтан та ытларах — вӑл ӑна тивӗҫ-и тени мана кӳрентерет. Сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ чӑваш театрне уйрӑм ҫурт мӗн тесен те кирлех тесе шухӑшлатӑп. Питӗ ӑнӑҫлӑ та ҫирӗп ӗҫлекен культура ҫурчӗсене, унти кружоксене хӗссе-хӑваласа, урама кӑларса ҫапса теместӗп-ха. Ҫапах та театр ыйтӑвне татмаллах. Ҫавӑн пек вӑрӑм ӗмӗрлӗ театр валли кӗтес мар, ырӑ ҫурт тупма нивушлӗ май килместех-ши вара?

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпартса лартма кӗмӗл нумай кирлине ӑнланмалла. Анчах туллин усӑ курман ҫурт ҫуках-шим Шупашкарта? Хальхи вӑхӑтра модеризаци сӑмах хыҫне пӗркенсе-пытанса темиҫе организаци-учреждение ҫӑмӑллӑнах пӗрлештереҫҫӗ-ҫке. Тен, ҫамрӑксен театрӗ валли ҫурт шырама та ҫавӑн пек мелпе тытӑнмалла?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters