Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Много людей честных благодаря тому, что дураки.(Ф. Достоевский)
 

Ad

Софья Савнеш: Лавккасемпе кафесене ҫирӗпрех тӗрӗслемелле, е Ҫынсене улталани пирки

Софья Савнеш21.09.2016 22:165794 views

Ҫак кунсенче Шупашкарти лавккасем четреме ерчӗҫ пулӗ. Ара, пирӗн пата «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» каларӑм ертӳҫи пӗр кӗтмен ҫӗртен персе ҫитнӗ-ҫке-ха.

Малтах вӑл Тӗп пасара тӗрӗсленӗ. Александр Молочко унта наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман, мӗншӗн тесен вӑл кӑлтӑксем тупнӑ. Чӑннипе, ҫав пасара апат-ҫимӗҫ туянма хам та ура ярса пусмас тесе сӑмах панӑччӗ. Урамра пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла сутакансем шутсӑр харсӑр, темӗн те пӗр каласа хӑртма пултараҫҫӗ. Сентре ҫинче вӗсен яп-яка та ҫап-ҫавра улма-ҫырла выртать. Хакӗ те пысӑках мар пек. Анчах хутаҫа мӗн тултарса параҫҫӗ вӗсем? Ятарласа витӗр курӑнманни, хура тӗсли ҫине яраҫҫӗ тата. Пӗррехинче унтан панулми туянтӑм. Ара, сентре ҫинче йӑлтӑртатса кӑна выртать те иртсе кайма хал ҫитмерӗ. Сутуҫӑ ҫимӗҫе мӗншӗн хура хутаҫа тултарни пирки шухӑшлама ӑс ҫитмерӗ-ха. Киле кайнӑ чухне ӑнсӑртран ӑнлантӑм: ҫӗрӗккине талтарман-ши вӑл? Хутаҫа уҫса пӑхрӑм кӑна – тарӑхса кайрӑм. Чӑнах та ҫӗрме пуҫланӑ панулми! Ирӗсӗрех ывӑтма тиврӗ.

Тепрехинче пасарта айккинче сӑнаса тӑнӑ чухне сутуҫӑсем ҫынсене улталамалли тепӗр меслетпе усӑ курнине асӑрхарӑм. Хутаҫа улма-ҫырла тултарать те тараса ҫине вырнаҫтарать. Ҫын ан куртӑр тесе хыҫала апельсин вӑрттӑн хурать. Акӑ сана ултав! Тараса йывӑртарах кӑтартать, ҫын укҫине нумайрах тӳлет. Пурӑнма пӗлеҫҫӗ вӗт шельмӑсем.

Сентре ҫинче выртакан улма-ҫырлана е пахча ҫимӗҫе суйлама ирӗк ыйтсан сутуҫӑсем чӗрре кӗреҫҫӗ. «Кунта супермаркет мар! Унта кай та суйла!» - ҫапла шатӑрт! касса татсан чӑннипех те мӗн те пулин туянас кӑмӑл пӑчланать.

Халӗ акӑ Александр Молочко Шупашкарти Университет урамӗнче вырнаҫнӑ «Акатуй» лавккана тӗрӗсленӗ. Полици чӗнмех тивнӗ унӑн. Сутуҫӑсенчен тавар докуменчӗсене ыйтсан лешсем хирӗҫленӗ. Телеертӳҫӗ ку лавккара йӗркене пӑснине тӳрех асӑрханӑ. Унта хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе упрамалли йӗркене пӑхӑнман. Кӗтесре тата шӑпах таракан чупнӑ, сутуҫӑсене ятарласа ура хунӑ тейӗн. Срокран тухнӑ ҫимӗҫсене те асӑрханӑ вӑл. Администрацин мӗн каламалла? Тӳрре мӗнле тухмалла? Пӳлӗмӗнче питӗрӗнсе ларнӑ та нимӗнле ыйтӑва та хуравламан вӗсем.

Хӑшӗ-пӗри «Ревизорро», «Магаззино» кӑларӑмсене сивлет. Вӗсем сутма чӑрмантараҫҫӗ имӗш. Манӑн шухӑш вара пачах урӑхла: халӑхӑн лавккара мӗн туяннине, кафе-столовӑйӗнче апата мӗнле уловисенче хатӗрленине пӗлмеллех. Кӑларӑма курсан чӑннипех те ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать. Хӑш-пӗр кафе тӗпеленче таракан купипе чупать, ҫимӗҫ мӗнле май килне – ҫапла йӑваланать. Лавккара срокран тухнӑ ҫимӗҫ хамӑн алла та темиҫе хут лекнӗччӗ. Ҫак кӑларӑмсен наклейкине лавкасемпе кафесем сайра-хутра тивӗҫеҫҫӗ. Шупашкарти «Университетская» кафе алӑкӗ ҫине Елена Летучая ӑна ҫыпӑҫтарнӑ. Телеертӳҫе унта йӑлтах килӗшнӗ: тасалӑх, апат… Анчах пӗлӗшӗм вӗсем Летучаяна кӗтсе илме мӗнле хатӗрленнине каласа кӑтартрӗ. Тӗпелте темиҫе кун тасатнӑ вӗсем. Пӑса туртса илекен хатӗр ҫине ларнӑ пӳрне хулӑнӑш тусана та мунчалапа хӑшкаса ҫунӑ… Вӑт ҫапла пурӑнатпӑр эпир. Халӑх лавккана, кафене унта ӗҫлекенсен совеҫне шанса кӗрет вӗт.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters