Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.3 °C
Всякая школа славна не числом, а славою своих учеников.(Н.И. Пирогов)
 

Ad

Софья Савнеш: Тӗлӗнмелле йывӑҫсем

Софья Савнеш04.12.2016 21:555143 views

Тӗнчере тӗлӗнмелле йывӑҫсем пур. Унашкалисем пирӗн ҫӗршывра ӳсмеҫҫӗ.

1. Дракон йывӑҫӗ вӑл Сокотра утрав ҫинче ӳсет. Вӑл таврӑннӑ сунчӑка аса илтерет. Йывӑҫ 10 метр ҫӳллӗш. Мӗншӗн дракон йывӑҫӗ теҫҫӗ? Хӗрӗ сӗткенне пула ҫавӑн пек ят панӑ.

2. Австралири баобаб кӗленчене аса илтерет, ҫавӑнпа ӑна «Кӗленче йывӑҫӗ» теҫҫӗ. Вӑл Намиби тӑвӗсем ҫинче ӳсет. Сӗткенӗ наркӑмӑшлӑ. Ӗлӗк сунарҫӑсем унпа хӑйсен сӑннине сернӗ.

3. Тӗнчери чи пысӑк йывӑҫ – Калифорнире. Секвоя 2800 ҫул ӳсет, вӑл 83 метр ҫӳллӗш, диаметрӗ — 33 метр.

4. Мадагаскарти баобаб 80 метр ҫӳллӗш. Хӑшӗ-пӗри 1000 ҫул ытла ӳсет. Вулли яка тата тӳрӗ, унра шыв нумай пухӑнать, ҫавна май типӗ ҫанталӑк уншӑн нимӗн те мар. Мадагаскарти 100 франклӑ укҫа ҫине унӑн чечекне сӑнланӑ. Чечек ҫеҫкене ларсан пӗр талӑкранах пӗтет.

5. Анлэнд баобаб Кӑнтӑр Африкӑра ӳсет. Вулли хӑвӑл, ҫавӑнпа унта 1933 ҫулта 15-20 ҫын вырнаҫмалӑх мини-хупах тунӑ. Йывӑҫ ҫӳллӗ ӳсмест, 20 метр ҫеҫ. Анчах мӗн чухлӗ ӳсни тӗлӗнтерет: 6 пин ҫул.

6. «Пурнӑҫ» йывӑҫӗ Бахрейнра ӳсет. Ҫеҫенхирте пӗччен вӑл, 9,75 метр ҫӳллӗш. Вӑл 400 ҫул ӳсет ӗнтӗ. Вырӑнти халӑх ӑна ҫӑтмах пахчи теҫҫӗ. Ку условисенче мӗнле пурӑнать вӑл? Халӗ те паллӑ мар. Ахӑртнех, тымарӗ тарӑн кайнӑ.

7. Тӗрлӗ тӗслӗ эвкалипт та нумай ҫул ӳсет. Хӑш чухне вӑл 100 метр ҫӳллӗш ӳсет. Вулли тӗрлӗ тӗслӗ. Вӑхӑт иртсен вӑл хытать, тӗттӗм симӗс тӗслӗ пулать. Ҫапла эвкалипт туни тӗсне улӑштарса тӑрать.

8. Кӑнтӑр Америкӑра ҫырла йывӑҫӗ ӳсет. Вӑл вулли ҫинчи ҫырлисемпе илӗртет. Анчах ун патне пыма тата унта тӑма хӑрушӑ. Ҫырла персе ансан ай-яй ыраттарӗ.

9. Бенгали фикусӗ индири ботаника пахчинче ӳсет. Аякран пӑхсан вӑл пӗр йывӑҫ пулнине тӳрех ӑнкарма ҫук. Унӑн темиҫе пин вулӑ. Йывӑҫ 250 ҫул ӳсет, 1,5 гектар ҫӗр йышӑнать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters