Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +8.3 °C
Незавидна участь того, кому никто не завидует.(Эсхил)
 

Ad

Вика Сорокина: Элтеперӗн шкул ачипе тӗл пулма юрать-и?

Вика Сорокина12.12.2016 10:496031 views

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне 7-мӗш класра вӗренекен Глеб Статкевич йышӑнӑва кайнӑччӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ку вӗренӳ учрежденине чӑваш парламенчӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) ӑс пухаканскер Чӑваш Енре кӗҫех уҫӑлакан ача-пӑча технопаркӗпе кӑсӑкланнӑ май Михаил Игнатьевпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. Республика ертӳҫи шкул ачине инновацилле вӗренӳ лапамӗ кӑҫалах хута каяссине, вӑл Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен керменӗ ҫумӗнче уҫӑлассине, унта 5-11-мӗш классене ҫӳрекенсем вӗренессине пӗлтернӗ.

Ҫак тӗлпулӑва тӗрлӗрен йышӑнакан тупӑннӑ. Тӗслӗхрен, Александр Белов журналист хӑйӗн блогӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министрсене Игнатьев 30 ҫултисене лартать, хӑйӗн канашҫисене – 27-рисене, ӗҫлӗ тӗлпулусене ҫиччӗмӗш класс ачисемпе ирттерет. Ҫивӗч шӑллӑ журналист йӗкӗлтешнӗ тӑрӑх, Элтепер ача пахчине ҫӳрекенсемпе те курнӑҫма пуҫлӗ. Игнатьев ӑна инвестици илсе килессинчи пысӑк ӳсӗмсем ҫинчен каласа кӑтартӗ, ача пахчине ҫӳрекенни республика ертӳҫине шалти татса паман ыйтусем пирки пӑшӑрханса пӗлтерӗ: унӑн ушкӑнӗнчи Вася ют теттесене туртса илет, Маша йӗкӗлтесе ҫӳрет тата маннӑ пӑттине ҫиесшӗн мар.

Пӗр енчен, чӑн та, ҫавӑн пек чаплӑ лицейра вӗренекен ачан ыйтӑвне Элтепер патне йышӑнӑва каймасӑр уҫӑмлатма май килменни тӗлӗнтерет. Ҫитменнине, лицей пуҫлӑхӗ Инна Исаева — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Вӑл «халӑх тарҫи» пулмасан та такамран тем ыйтса пӗлме тивӗҫ пек. Анчах кунта, ман шутпа, ача ыйтӑвӗнчен ытларах Чӑваш Енӗн тӗп политикӗ халӑхпа, ҫав шутра тӗрлӗ ӳсӗмрисемпе, ҫывӑххине кӑтартас килни.

Ним тумасан кӑна нимшӗн хурламалли ҫук пулӗ. Мӗн те пулин тӑвакан ҫынна тиркемелли тупӑнсах тӑрать-тӗр. Ҫапла, тумасан тумасть теҫҫӗ, тусан тӗрӗс мар тунишӗн ӳпкелеҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters