Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +15.3 °C
Мы в ответе за тех, кого приручили.(Антуан де Сент-Экзюпери)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Хӑраҫҫӗ

Аçтахар Плотников20.04.2007 09:034291 views
http://halahineme.blogspot.com/ — ҫакӑнти статьясене вуларӑм та православи тӗн ҫыннисен хӑрани ҫеҫ вуланать. Чӑнах та чӑн чӑваш тӗнӗнчен хӑраҫҫӗ вӗсем. Ҫук, вӗсем халӑх тӗттӗме тухнинчен мар, вӗсен тӗнне пӑрахса кайнинчен хӑраҫҫӗ. Япӑх енӗсене уҫса памашкӑн та аран-аран тупнӑ пулӗ вӗсене. «Хыпар» хаҫата тата мӗншӗн айӑплас? Унта, мӗн, православи тӗнне сахал уҫса параҫҫӗ-и? Вӗсен тӗнӗ ҫинчен ҫырма юрать ӗнтӗ, урӑх тӗнсем ҫинчен ҫырма юрамасть.
Чӑваш тӗнӗнчен мӗншӗн хӑраҫҫӗ-ха тата? Ара ун патне халӑх куҫма пултарать-ҫке! Ислам тӗнӗ ҫав-ҫавах чӑаш халӑхӗшӗн ютрах, чӑваш тӗнӗ вара ҫынсен пуҫӗсенчен тӗппипех халлӗхе тухса ӳкмен.
Тата пӗр-пӗринпе тапӑҫакансен ушкӑнӗсене пӑхар: пӗр енче вырӑс пупӗсемпе ертсе пыракан «ухмах» ушкӑн, тепӗр енче вара — ӑслӑ-тӑнлӑ культура ӗҫченӗсем. Пӗрисене тӗне кӗртнӗ, теприсем вара хӑйсен тӗнне хӑйсем суйласа илнӗ.

Тӗрӗссипе православи тӗнӗ чӑваш тӗнне хирӗҫ нимӗн те калама пултараймасть, ӑна чарма анчах пултарать. Ара, чӑваш тӗнӗнче киревсӗр ӗҫсене вӗрентмеҫҫӗ-ҫке.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters