Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Нужда - это шестое наше чувство, заглушающее нередко все остальные.(М. Сафир_
 

Ad

Софья Савнеш: Наркӑмӑшлӑ пултӑран пушӑ ҫӗрсене пусса илет

Софья Савнеш12.03.2017 20:095039 views

Халӗ ялта ӗлӗкхи пек выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усрамаҫҫӗ. Ҫавна май улӑх-ҫаранпа курӑк вӑйлӑ ешӗрет, этем ҫӳллӗшех ӳсет. Хӑть ҫавапа кайса ҫул. Темиҫе ҫул каялла ун пек пулман. Астӑватӑп-ха: анне ӗнене кӑкарма ир-ирех, 4 сехетре, тухса каятчӗ. Кӑштах каярах юлсан ӗне кӑкарма вырӑн юлмастчӗ. Каярахпа ялта касу яма пуҫларӗҫ. Кун хыҫҫӑн уй кӑштах пушанчӗ. Асанне пурӑнакан урамра вара 1 ҫын ҫеҫ ӗне усрать. Ҫавӑнпа вӗсем патӗнчи уя тухса утӑ ҫулма пулать. Тепӗр тесен, асаннесен урамӗнче ҫын та юлмарӗ. Вӑй питтисем те, ватӑ ҫынсем те самай вилчӗҫ. Урамра — 11 кил. Вӗсенчен виҫҫӗшӗнче ҫеҫ ҫын пурӑнать.

Выльӑх-чӗрлӗх сахал усранӑран уйсем ҫум курӑкпа тулма пуҫларӗҫ. Юлашки вӑхӑтра пур ҫӗрте те тенӗ пекех наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсет. Этемрен те ҫӳллӗскер питӗ вӑйлӑ ашкӑрать: такам вӑррине сапса хӑварнӑ тейӗн. Ку ӳсен-тӑран питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Унран пин-пин вӑрӑ тӑкӑнать. Темиҫе ҫул каялла ҫак наркӑмӑшлӑ курӑк пирӗн анкарти хыҫӗнче пачах ҫукчӗ. Ӑҫтан тупӑнчӗ вӑл? Темиҫе ҫулта вӑл таҫта ҫитиех сарӑлчӗ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Раҫҫее ют ҫӗршывран илсе килнӗ. Чикӗ леш енче ку ӳсен-тӑрана ӗнене ҫитернӗ-мӗн. Ҫапла майпа выльӑх сӗт хушнӑ. Наркӑмӑшлӑ пултӑрана ӗне чӑнах та ҫиет. Анчах кӑштахран ӑна ӳстерме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен унпа сӗте йӳҫӗ тутӑ ҫапать. Анчах вӑл Раҫҫейре пур-пӗрех юлнӑ. Халӗ ав юлашки ҫулсенче ҫырма-ҫатрара та, анкарти хыҫӗнче те, ҫул хӗрринче те ӳсет. Ҫул хӗрринче тенӗрен, питӗ килӗшӳсӗр курӑнать ку. Наркӑмӑшлӑ пултӑран вӑрман пекех кашласа тӑрать. Тем тесен те, ял тӑрӑхӗн администрацийӗсен ку енӗпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле. Наркӑмӑшлӑ пултӑрана касса ывӑтнипех пӗтереймӗн. Ӑна тымарӗпех кӑкламалла. Паллах, ӗҫлемелӗх пур. Анчах нимӗн те тумасан вун-вун ҫултан наркӑмӑшлӑ пултӑран пушӑ ҫӗрсене йӑлтах пусса илӗ.

Ку курӑк питӗ наркӑмӑшлӑ. Унӑн сӗткенӗ ӳте лексен хӑмпӑланса тухать. Кун пирки вара кашниех пӗлмест. Хам та чухламан. Пӗр ҫулхине анкарти хыҫӗнчи пултӑрана кӗреҫепе касса ывӑтрӑм. Ҫуллаччӗ ун чухне. Ку курӑкӑн сӗткенӗ тунинчен шапӑртатсах юхать. Паллӑ ӗнтӗ: пултӑранӑн сӗткенӗ ӳте лекнӗ. Тепӗр кунхине ура йӑлтах хӑмпӑланса тухрӗ! Вӑт ҫапла, асӑрханмалла. Наркӑмӑшлӑ курӑка тӗп тумаллах.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters