Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.5 °C
Ожидание - это безумие, а что такое безумие, если не частичка надежды.(А.Дюма)
 

Ad

Ireklekh: Чӑваш Республикипе Тюрксой

Ireklekh22.05.2017 06:211524 views

Виҫӗмҫулхи ҫыру

 

Чӑваш Енри нацилӗхпе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ

 

В.П.Ефимова

Чӑваш Республикин культура,

наципе архив ӗҫӗн министрне

 

Хисеплӗ Вадим Петрович!

 

Пирӗн пӗрлешӳ хӑйӗн умне чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫе мӗн вӑй ҫитнӗ таран туса пыма тӗллев лартать. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республики вара чӑваш халӑх культурипе чӗлхине упраса хӑварма явап хӑйӗн ҫине илнӗ.

Чӑваш халӑхӗ пуян культурӑллӑ тата авалхи чӗлхеллӗ тӗрӗк халӑхӗ пулни пуриншӗн те паллӑ ӗнтӗ. Тӗрӗк тӗнчи вара Еврази континенчӗн пысӑк пайӗ.

Тюрксой халӑхсем хушшинчи тӗрӗк культурин пӗрлешӗвӗн пайташӗсем тӗрӗк ҫӗршывӗсен культура министерствисем пулма пултараҫҫӗ.

Эпир Чӑваш Республикин культура министерстви Тюрксой тӗнче шайӗнчи халӑхсем хушшинчи тӗрӗк культурин пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулни, унти ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе тата ҫӗршывӗсемпе килӗштерсе ӗҫлени чӑваш халӑхӑн пуян культурипе чӗлхине, историне, халӑхӑмӑрӑн хӑй ӑнланулӑхӗпе мӑнаҫлӑхне, чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшӗ тесе шутлатпӑр.

Тюрксой организаци хӑйӗн умне пур тӗрӗк халӑхӗсен ӑс-хакӑлне, культурине упраса хӑварас тӗллевпе вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлеме тӗллев лартать. Хальхи вӑхӑтра халӑхсем хушшинчи тӗрӗк культурин пӗрлешӗвӗнче Раҫҫей Федерацине кӗрекен ҫак республикӑсем пайташ пулса ӗҫлеҫҫӗ: Тутарстан, Пушкӑртстан, Алтай, Хакаси, Саха, Тыва. Шел пулин те, Чӑваш Республики ҫак йышра халлӗхе ҫук.

Тюрксой тӗрӗк халӑхӗсен культура пурлӑхне упраса хӑварас, аталантарас, йӑли-йӗркене тӗпчес, сыхлас тата тӗрӗксен архитектурӑпа археологи палӑкӗсене упрас тӗллевпе нумай ӗҫ туса пырать. Чӑваш Республикин культура министерстви Тюрксой пӗрлешӗвӗпе килӗштерсе ӗҫлени Республика, Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче культура тата искусство енӗпе тӗрлӗ йышши мероприятисене ирттерме май та, сӑлтав та парать.

Эпир чӑваш халӑх культурине тата чӗлхине аталантарас ӗҫӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшне ӑнланса, хальхи вӑхӑтра чӑваш халӑх хӑйнеевӗрлӗхӗпе хӑй ӑнланулӑхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗ пирӗн умра тӑнине курса тӑрса, Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗн министерствине Тюркской халӑхсем хушшинчи тӗрӗк культурин организацине кӗме, унпа пӗрле ӗҫлеме чӗнсе калатпӑр.

 

Чӑваш Енри нацилӗхпе культура аталанӑвӗн

«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн йӗркелӳҫӗсен канашӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters