Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -5.7 °C
В страхе и опасности мы более склонны верить в чудеса...(Цицерон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тӗрӗс шухӑш

Аçтахар Плотников13.10.2007 20:244815 views
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Хыпар» кӑларӑмӗнче ҫакӑн пек статья пичетленсе тухнӑ:

ТӐВАН халӑхӑн историне пӗлни ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва юратма, хисеплеме вӗрентет, пурнӑҫра та тӗрлӗ пӑтӑрмаха чӑтса ирттерме пулӑшать.
Уйрӑмах паян, Раҫҫей ҫирӗпленнӗ вӑхӑтра, аваллӑхра мӗн-мӗн пулса иртнине пӗлни, ӑна тӗрӗс хаклани патшалӑха та, халӑха та кирлӗ. Паллӑ пӗр ҫын ҫапла каланӑччӗ: "Пуласлӑхра пире мӗн кӗтнине пӗлес тесен хальччен мӗн пулса иртнине тишкермелле". Ҫак сӑмахсем чӑнлӑхпа тӳр килни паллӑ ӗнтӗ.
Чӑваш халӑхӗ те ытти халӑх пекех, хӑйӗн ӗмӗрӗнче самай асап, инкек чӑтса ирттернӗ. Мӑнаҫлантаракан ҫитӗнӳсем те пулман мар. Ҫапах та вӑл ӑҫтан тата епле пулса кайнине тӗпчевҫӗсем халӗ те татса параймаҫҫӗ. Пӗрисем чӑваш халӑхӗ пӑлхарсемпе сӑварсенчен, теприсем хазарсенчен тухнӑ теҫҫӗ. Пач урӑхла шухӑшлакансем те ҫук мар. Анчах Атӑлҫи Пӑлхар халӑхӗ паянхи чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пулни ҫинчен ҫирӗплетекен шухӑшсем чӑнлӑхпа тӳр килни куҫ кӗрет, чӗлхери пӗрпеклӗхсем те ҫакнах ҫирӗплетеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Пӑлхарта пулма тӳр килчӗ. Шӑп ҫак тӑрӑхра вырнаҫнӑ пулнӑ та ӗнтӗ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн пӗрремӗш тӗп хули - Пӑлхар. Республика ертӳҫисем, юнашар ял ҫыннисем тӑрӑшнипе халӗ Атӑл хӗрринче, ӗлӗкхи хула вырӑнӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла чулран хӑпартнӑ мавзолейсем, хан палатисем, минаретсем куҫа савӑнтараҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла кӑна ҫак архитектура палӑкӗсем ишӗлсе анас патне ҫитнӗччӗ, халӗ вӗсене курас тесе туристсем Тутарстанпа юнашар регионсенчен кӑна мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен те ҫула тухаҫҫӗ. Чикӗ леш енчен килекен те сахал мар иккен. Авалхи архитектура палӑкӗсене курма килекенсенчен тутарсемпе чӑвашсем ытларах. Ара, шӑпах вӗсен мӑн аслашшӗсем никӗслесе хӑпартнӑ-ҫке ҫак мавзолейсемпе минаретсене.
Пӗр сӗнӳ пур. Тӗслӗхрен, Пӑлхар ялӗ ҫывӑхӗнче, Атӑл хӗрринче юман юпа лартса ун ҫине ҫак тӑрӑхра ӗлӗк-авал чӑвашсемпе тутарсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ Пӑлхар пулни ҫинчен чӑвашла ҫырса хурсан питӗ кӑмӑллӑ пулмалла-пек. Унсӑрӑн /тутар халӑхне кӳрентерес тени мар/ ҫакӑнта ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла чӑвашсем пулни пач та паллӑ мар - архитектура заповедникӗнче чӑвашла пӗр сӑмах та ҫук. Тен, ҫак енӗпе ЧНКн тӑрӑшмалла? Несӗлсем пурӑннине палӑртсан тӑван халӑха XXII ӗмӗрте те упраса хӑварма пулӗ. Ӑна куракансен чунӗсенче чӑвашлӑх кӑварӗ, ман шутпа, нихӑҫан та сӳнмӗ.


Статья авторӗ ЧПУ студенчӗ Руслан Орешкин.

Тӗрӗс, лартмалла ун пек юпа! Пулӑшаканӗсене ҫеҫ тупмалла, ЧНК тӑвасси шанӑҫ ҫук.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

2007.10.14 01:08
тусăмсем пĕлеççĕ
Çапла çав! Пăлхарти мавзолейсемпе минаретсен патĕнче чăвашла информаци те çырса çакмалла... Вăл тутар историйĕ кăна мар. Чăвашăн та.... Юпа лартсан тата лайăх пулĕччĕ. Руслан кирлĕ вăхăтлă ыйтăва хускатрĕ.
Анонимла // 2051.65.3138
2007.10.15 12:18
Манăн та хамăр ялта юпа лартма шухăшăм пур. Малтан ÿкерчĕкне тумалла.Укерчĕкне тума пулăшăр-ха мана.
Акă манăн ÿкерчĕке...
[IMG]http://i039.radikal.ru/0710/b7/2cef22f90bcf.jpg[/IMG]
Тимĕрке Митяй // 2051.65.3138
2007.10.15 12:27
Каллех эпĕ Анонимла кунта çырса патăм,çĕнĕ тема уçмаллачĕ пуль...
2007.10.15 13:55
Аçтахар Плотников
Тимĕрке Митяй, ӳкерчĕкĕ лайăх.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters