Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +9.3 °C
Искусство есть одно из средств единения людей.(Л.Н. Толстой)
 

Ad

TAWA7: Вӗрӳ - суру чӗлхисем

TAWA713.03.2018 10:3892 views

Ирхи сӑвап.

Эй, Турӑҫӑм, ҫырлахах, ҫырлахах, ҫырлахах! Эпир Сан умӑнта епле ҫылӑха кӗнине пӗлместпӗр-ҫке!

Е кӗрӗлӗхе чӑтаймасӑр ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, е хурлӑха чӑтаймасӑр ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, пӗле тӑркачах кӗнӗ пулсан та, е пӗлмесӗр кӗнӗ пулсан та каҫарах!

Ҫӳренӗ ҫулта пулсан та, е выртнӑ вырӑнта пулсан та, ял хушшинче, хир хушшинче мӗнле ҫылӑха кӗнӗ пулсан та каҫар, Турӑ!

Килӗшӗмпе, ҫуртӑм-йӗрӗмпе тӗрӗс-тӗкел пурӑнмалӑхне пар. Леш тӗнчене кайсан ҫӑтмахлӑхра выртмалӑхне пар. Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн патшалӑхна кӗртмесӗр ан хӑварсам пире! Аминь.

“Паянтан” хаҫатӑн 1991 ҫ. 2-мӗш кӑларӑмӗнчен илнӗ.

 

Ирхи сӑвап.

Эй, Турӑҫӑм, Сана тав туса пуҫҫапатӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе, тайлӑ пуҫӑмпа. Чун ҫумне чун хушмалӑхне пар, ҫурт ҫумне ҫурт хушмалӑхне пар, ҫемье ҫумне ҫемье хушмалӑхне пар. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар, сак ҫийӗ тулли ывӑл-хӗр пар, урай тулли путек-сурӑх пар, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пар, анкарти тулли купа-капан пар, пӳлме тулли тырӑ-пулӑ пар, хӑймаласа мулне пар, ҫухаласа тумне пар, ырӑ ҫынпа ӗҫсе-ҫисе тӑмалӑхне пар, ҫак асатте-асанне килӗнче ирӗк илсе тӑмалӑхне пар. Ярпайса-ярӑнса ҫӳремелӗхне пар, савӑнса-сарӑлса тӑмалӑхне пар.

“Паянтан” хаҫатӑн 1991 ҫ. 2-мӗш кӑларӑмӗнчен илнӗ.

 

 

Ирхи сӑвап.

Эй, атте Турӑ! Эй, Турӑ амӑшӗ! Сире тав тӑватӑп ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлчемпе, пуҫ тайса пуҫҫапатӑп. Паян куна кунлама кун патӑр, шухӑшланине тума патӑр. Эй, атте Турӑ! Эй, Турӑ амӑшӗ! Ҫӗр ҫӗрлеме ҫӗр парӑр, тутлӑ ыйхӑпа ырӑ тӗлӗк курма парӑр. Усал-тӗселтен сыхлӑр, ҫылӑха кӗме ан парӑр, чир-чӗр ҫывӑхне ан ярӑр, вӑрӑм ӗмӗрлӗх пӑрӑр! Аминь!

И.А.Патмар. Кукаҫин пурнӑҫ кӗнекинчен.

Э.И.Патмар пухса пичетленӗ. Канаш, 1995

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters