Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Грех,если женщина выглядит менее красивой, чем могла бы быть.(М. Сервантес)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑвашсем выльӑхран та начартарах-ши?

Аçтахар Плотников03.04.2018 14:4316458 views

Ӗнер МИХсенче Юрий Исаева вӗренӳ институчӗн ректорне лартасси пирки хыпар тухрӗ. Паллах, паянхи сӑмах Юрий Николаевич ҫинчен мар пулӗ. Калаҫу чӑваш чӗлхи пирки. «Правда ПФО»-ри комментарисене вуланӑ хыҫҫӑн ман пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш чӗлхипе, мӗн, выльӑхран та япӑхрах-им? Чӑвашӗсем хӑйсен пуҫӗсене мӗнле кӑна ҫӗкле пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки аса илтереҫҫӗ — вӗсене тӳрех е Китая (тӗслӗхрен, мана) е Турцие хӑвалаҫҫӗ. Акӑ пӗр шухӑша цитатӑлатпӑр:

Тролли и провокаторы - враги Чувашского и Русского народов пытаются навязать чувашский шовинизЪм. Считающих себя тюрками, здуйте в Турцию, - откуда получаете свой гешефт.

Чӑваш чӗлхи хӑшӗ-пӗришӗн вӑкӑра тарӑхтаракан хӗрлӗ пир пекех! Чӑвашӗ вырӑсла калаҫать, вырӑсла ҫырать пулсан — пит йӗркеллӗ, никамӑн та хирӗҫ сӑмах калама сӑлтав ҫуралмасть. Мӗнле кӑна чӑвашла калаҫа пуҫлать — тӳрех чӑваш шовинисчӗ, тӳрех Турцие ӑсанмалли ҫын. Мӗншӗн тесен хӑйсем пӗлекен чӗлхепе мар калаҫать, вӗсемшӗн ют чӗлхепе. Турӑшӑн та! Выльӑх хӑйӗн чӗлхипе мӗкӗрни, какалатни е вӗрни те вӑл таранах вӗсен чунӗсене вӗрилентерсе ямасть вӗт! Пирӗн тӑван чӗлхе кӑна.

Е, калӑпӑр, суту-илӳсенче янракан юрӑ-кӗвӗ. Ӑҫта ан пыр — таҫта та вырӑсла е акӑлчан чӗлхиллӗ юрӑсем ҫеҫ янраҫҫӗ. Чӑвашлине лартсан ку тӳрех темшӗн халӑха тарӑхтарса ярать, йӗрӗнтерет. Сасӑ-кӗвӗ кӑна-ҫке. Тутарлине лартсан та вӑл таранах сӑмсине пӑрмӗччӗҫ. Шӑп та лӑп чӑвашли вӗсене лӗклентерет те. Ейпух, ашакӑн сассине кӑмӑллӑрах йышӑнаҫҫӗ.

Кам айӑплӑ? Вӑхӑт ҫавнашкал-ши? Чӑвашӗсем хӑйсем ытла йӑвашланса кайнӑ-ши? Пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартам. Пӗрре маршруткӑна малти вырӑна, водитель патне лартӑм. Лешӗ — чӑваш. Чӑвашла юрӑ итлесе пыратчӗ. Анчах эпӗ ларсанах тӳрех юрӑ сассине пӗчӗклетрӗ (эп лариччен никам та ҫукччӗ). Хӑварма ыйтсан ҫеҫ сассине унчченхилле пек тавӑрчӗ. Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тума пулать? Пӗрремӗшӗ — йӑвашлӑх курӑнать. Чӑвашлине илтсен йӗрӗнекенсене тарӑхтарас мар тесе водитель хӑйне хӗсет. Иккӗмӗшӗ — енчен те сассине эп ларсанах чакарчӗ пулсан — апла-тӑк кунашкаллине вӑл хӑнӑхнӑ. Уншӑн вӑл йӑлари япала. «Вырӑсӗсене» килӗшмест пулсан — хӗсӗнмелле, ним ҫук вырӑнтан харкашу кӑлармалла мар. Ҫапла чылайӑшӗ, 99%, пурӑнать те паянхи кун.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (38)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2018.04.06 05:26
Диспут каллех врманалла пулас. Кам айăплă тени яланах малта пулмалла.Кайран мĕн тумалли. Кам ăслăрах тени ,ăсăсенчен нимĕн усси те çук пулсан кирлĕ те мар . Пирĕн ăсран тайăлнă ăсчăхсем чăвашсем пирки "народ с неполной социальной структурой" тесе çыраççĕ пулсан вĕсем те халăха ним тума та кирлĕ мар. Çичĕ хут шупăр тăхăннă пулсан та çичĕ хут доктор наук пулсан та. Айăплисене палăртма инçе те каймалла мар,весем вĕрентÿ тата культурă "ĕçченĕсем" (пурте мар паллах). Халăха хирĕçле шкул программи чăвашла вĕренме кăштах та пуллин майсем парать пулсан та пурнăçлама именсе тăраканнисем. Теприсем "чăвашсен тивĕçĕ тесе" пĕрмай. сÿпĕльтетекеннисем
Микула // 9259.3.8429
2018.04.06 05:34
Чăвшсен тивĕçĕ чăваш пулмалли,вĕрентÿ министерствин ачасене мĕн пĕчĕкрен ,ача сачĕсенченех пуçласа, чăвашла ÿстересси,шкулсенче чăвашла верентесси тесе калаканни çук. Пирĕн чиновниксемпе халăх артисчĕсем кун пек калама именсе тăраççĕ. Халăх вăл ача пек,ун пирки пĕрмай шутламалла тата ĕçлемелле. Ертсе пыраканнисем тата ытти элита ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулмалла. Паян чăваш халăхĕ тăлăх çитĕнекен ача пек ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ пулсан та .
Микула // 9259.3.8429
2018.04.06 06:05
Чӑваш чӗльхи пирки калаҫнӑ чух "хуласенчи тӑван чӗльхепе ӳстермелли ача пахчисем" пирки яланах ыйту ҫӗклемелле. Халах хушшинче те ҫавӑн пек шухӑшсене пӗрмаях сарса тӑмалла. Паянхи реклама пекех ,яланах аса ильтерсе тӑратмалла. Сире ҫӗнӗ йӑла сӗнесшӗн. Тем пирки интернетра ҫырсан та шухӑшсене ҫак сӑмахсемпе вӗҫлӗр. УНСӐР ПУҪНЕ ЭПӖ ШУТЛАТӐП, ШУПАШКАРТА ТАТА ЫТТИ ХУЛАСЕНЧЕ ТӐВАН ЧӖЛЬХЕПЕ ӲСТЕРМЕЛЛИ АЧА САЧЕСЕМ ПУЛМАЛЛА. Ҫавӑн пек сирӗнтен ырӑ йӑла халӑхра сарӑлтӑр.
Agabazar // 6216.4.5359
2018.04.06 06:17
Agabazar
Микула ачам, кăна сансăр пуçнех çынсем халиччен миллион хут "çĕкленĕ". Кун пек каланинче ним çĕнни те çук.

Çăвара хыпнă кукăле кавлесе çисе ямалла тенĕ пекех ку. Ия çав, кавлемелли пирки халиччен пĕлместемĕрччĕ çав! Тавтапуç Микула хăтана çавăн пирки пире аса илтернĕшĕн.
Agabazar // 6216.4.5359
2018.04.06 06:21
Agabazar
Микула йышии "тулли структурăллă" тролльсене пит шансах каймастăп эп.
Атнер // 1726.84.3785
2018.04.06 08:53
микула калани калани тӑлӑх ачасене чӑвашла ача пахчисенче вӗрентмелли программа.Тӑлӑх мар пулсан ачана садикре чӑвашла вӗретме пуҫлани питех те кая юлса пуҫланине тахҫанах ӑнланнӑ пурте.Лукиянов Никлай Егорчӑ патне кайса ыйтӑр,тархасшӑн.
Хунну // 3868.24.2898
2018.04.06 08:54
Хунну
Власть хӗстереть яланах. Законсе ҫавӑнпек. Экстремист теҫҫӗ тӳрех.
2018.04.06 11:06
Саккунсем саккунсемпе ачана чăвашла калаçма килте вĕрентме мĕскер вара кансĕрлет? Ку пĕр енчен пуш сăмах. Енчен те çыннăн туртăм пур, вĕренетех. Николай Кузнецов разведчик нимĕçчĕлхине тимĕрçĕре вĕреннĕ, тыткăна лексе юлнă нимĕçрен. Çакă мар-и вăл, туртăм?
2018.04.06 11:09
Элита ăçта куратăр вара эсир? Пугачёвапа Галкин е Ротенбергпа Дерипаска-и? Элита вăл культура çÿлелле çĕклес тесе тăрăшнă, илер Мамонтова, шереметьева, акă вăл чăн элита. Вĕсем тăван çĕршывран укçана юта тартман
Agabazar // 2217.2.8881
2018.04.06 12:44
Agabazar
Аскольд Де Герсо // 1235.1.2036 2018-04-06 11:06 Саккунсем саккунсемпе ачана чăвашла калаçма килте вĕрентме мĕскер вара кансĕрлет?

Ну, паллă ĕнтĕ, ку этем ку япалапа тĕнкене илет малашне. Пурин те хатĕрленсе тăрас пулать.
Юри хайхи тĕллевпе ку сайта евче янă тролль пулас
Атнер // 1726.84.3785
2018-04-06 08:53
микула калани калани тӑлӑх ачасене чӑвашла ача пахчисенче вӗрентмелли программа.Тӑлӑх мар пулсан ачана садикре чӑвашла вӗретме пуҫлани питех те кая юлса пуҫланине тахҫанах ӑнланнӑ пурте.Лукиянов Никлай Егорчӑ патне кайса ыйтӑр,тархасшӑн.

Маларах тытăнни аван. Анчах та нихçан та кая мар.
Ку çын ачасене çамрăклах тăлăха хăвармалла тесе каласшăн-ши?

Pages: 1, [2], 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters