Сайт ҫинчи стаьясене вулатӑп та аптраса ларатӑп, чылай чухне пӗр нимӗн ҫук ҫӗртен, нимӗр тенӗ евӗр, пустуй калаҫу. Калӑн-и тата, пирӗн пурнӑҫра пур енрчен тивӗҫле, ырлӑ-ҫитлӗ, пӗр тӑван чӗлхене пӗлменни тарӑхтарать. Хӑвӑр шутласа пӑхӑр: енчен те ҫын вӗренме шутламасть, хӑйӗн ашшӗ-амӑш чӗлхинчен вӑтанать, ютшӑнать, ун йышшисене вӗрентме май пур-и ҫук-и?
Историе те чылайӑшӗ Украинӑри евӗр пуҫран шутласа ҫырать. Украинӑра учӑныйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Хура тинӗсе украинецсем алтса майлаштарнӑ. Эсир те ҫавсем хыҫҫӑн утмастӑр-и? Тата ӑҫта чӑваш халӑхӗ? Комментари ҫыракансем вунӑ-вуникӗ ҫын, ыттисене нимӗн те кӑсӑклантармасть пулас, е тата чӑвашла вулама-ҫырма мансарах кайнӑ-ши ахӑртне?
Ау, чӑвашсем!!!
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>