Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +20.3 °C
Жизнь чаще похожа на роман, чем наши романы на жизнь.(Ж. Санд)
 

Ad

вова: Билетcӑрскер. Калав.

вова25.10.2018 17:16147 views

Такамӑн ӑшӑ пӳрнисем манӑн йӗме хывма тӑрӑшнине туйса вӑранса кайрӑм. Куҫа уҫрӑм ҫеҫ - хам ҫумра ҫамрӑк хӗр тӑрмашкаланине куртӑм. - Эй-эй!, пикеҫӗм, руссо туристо облико морале!,-текелесе вырӑн ҫинчен урасене аялалла антартӑм. Хӗр ним сӑмах хушмасӑр купе алӑкне уҫҫрӗ те коридора тухрӗ. - Тӑхта- ха! Мӗнле купе? Мӗншӗн купе? Эпӗ позд ҫинче мар пульте?- ҫакнашкал шухӑшсем ман пуҫа самантрах персе кӗчӗҫ.

- Мӗншӗн тесен эпир вагунра пыратпӑр,-илтӗсе кайрӗ хирӗҫри сак ҫинчен.

- Ахӑртнех эс юлташӑм чиперккене хӑваласа ятӑн. Ку евӗрлӗ хӑнана йышӑнаканнисем кунта нумаях мар тӑр. Эсӗ ҫамрӑккине кура кӑна пулӗ ха. Мана ав тӗрлӗ чиркӳ евчисем тӑна пуҫа илчӗҫ- унталла та кунталла сӑтӑраҫҫӗ ҫеҫ. Ватӑлтӑм пулӗ ӗнтӗ ҫамрӑк чиперкене илӗртме.

Эпӗ чӳречерен тинкерсе пӑхма пикентӗм. Анчах та поезд питӗ хӑвӑрт чупнипе ирӗкре ҫилтӑманпа хутран ситрен вӗҫсе иртен ҫутӑсем кӑна асӑрхама май килчӗ.

Ним тума аптраса ӗнерхи куна аса илме тӑрӑшрӑм, анчах пуҫ ҫурӑлса каяс евӗр ыратнипе аптраса вырӑн ҫине каялла ӳкрӗм. Мӗнле тӑрӑшсан та, ӗнерхи ӗҫри корпоратив пуҫламӗшне ҫеҫ аса илме пултартӑм.

- Юрӗ, апла,- шутлатӑп хам ҫав-ҫавах,- ҫитес станцире юлташсене шӑнкӑравлатӑп та еҫӗ те пӗтнӗ!

Инҫех кайман пулсассӑн машина ярса парӗҫ, е катарах кайнӑ пулсан- самолетпа таврӑнма пулӗ. Кӗсьесене ҫапкаласа пӑхрӑм та мобильник ҫуккине ӑнлантӑм.

- Юлташӑмӑр, самантлӑха телефон параймастӑр-ши, ӗҫе пӗлтермеллеччӗ ха манӑн. Ҫухатнӑ пулӗ ха, пӑшӑрханаҫҫӗ те шырама та пуҫлӗҫ тата.

- Пустуях. Ан хыпалан, ан тапалан. Кунтан ниҫталла та ҫул ҫук. Пӗр еннеле ҫеҫ.

Ним тума аптранипе: - Пирус турттармӑр ши,- тесе урайне кӗшӗлтетсе антӑм.

- Ку кунта мӑй таранах! Мӗн килӗшет- ҫавна илсе хып! Пурте тӳлевсӗр.

-Вӑт ку сервис тӑк сервис!,- Хам темиҫе ҫул хушши юратса туртнӑ сигарет пачкине курсан савӑнсах кайрӑм.

-Хӑнӑхнӑ наркӑмӑша пӗр ик ҫӑвар ҫӑтса ярсан тин пуҫра ҫуталма тытӑнчӗ.

- Ӑҫталла вӗҫтеретпӗр вара, аттеҫӗм.

- Ниҫталла та мар. Тӗрӗссипе каласан ҫитрӗмӗр те ӗнтӗ.

- Чӑн та ним те астумастӑн им вара?

Ним хуравлама аптраса тампуралла тухса утрӑм. Юнашар купе алӑкӗ умӗнче пасӑрхи хӗр тӑра парать иккен. Ҫӑварӗнче манӑнни евӗрлех сигарет мӑкӑрланать.

- Мӗн хурланса тӑран тата, кам сана кӳрентечӗ?- текелесе ун ҫумнерех йӑпшӑнса пырса тӑтӑм. Алсем ӗҫсӗр ан аппаланчӗр тесе, кӑсьерен сигарет пачкине туртса кӑлартӑм. -Вӑт сервис тӑк сервис кунта,- пуҫра вӗҫсе иртрӗ паҫӑрхи шухӑш.

- Кунта ӗнерччен мӗнле пулнӑ, тата тӑхӑр кун ҫавӑн евӗрлех пулать, сасартӑк ман шухӑша хутшӑнчӗ пике.

- Иртӗхме, паллах, памаҫҫӗ, анчах юлкашки самантсене нумайлӑха ӑсра тытса юлма пулать. Сире яланах сарӑ ҫӳҫлисем килӗшетчӗҫ, ҫапла мар и ха? Турра эсир нихҫан та ӗненмен. Куна пӗлсех мана сире кӗтсе илме ячӗҫ те ӗнтӗ. Эсир вара мана йышӑнасшӑн пулмарӑр, хӑваласа ятӑр. Ку манӑн пысӑк йынӑш! Ҫакӑншӑн мана халӗ кӗҫӗнрех ӗҫ вырӑнне ярӗҫ.

- Кам янӑ, мӗншӗн ятлӗҫ? – тӗлӗнсе хӗр ҫинелле пӑхма ӗлкӗреймерӗм, тампуртан шыҫӑнса сарӑлнӑ проводник тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑм саркаланса кӗчӗ.

- Таааак! Как ха кунта ҫӗнни? Билетне кӑтартсамӑр ха.

- Билет-и? Вӑл купере пулӗ ха, -тесе хам пӗлӗме йӑпӑр-япӑр сиксе кӗрсе шырама пикентӗм. Анчах та нимле билет та тупаймарӑм.

- Ман тумтир ӑҫта вара,- ыйтрӑм купери юлташран.

- Сана мӗн тума тумтир кирлӗ вара?-тӗлӗнчӗ лешӗ.

- Ара билет кӑсьере пулма кирлӗ-ҫке.

- Култаратӑн тӑк култаратӑн вара эсӗ, чӑннипех ӑсна ҫухатнӑ пулас вара. Билету уру ҫинчех пулма кирлӗ! Ав кур шур ҫиппе сылтӑм урун пуҫ пӳрни ҫинче ҫакӑнса тӑма кирлӗ!

- Мӗн тарса ҫӳрен манран? Сансӑр пуҫне манӑн урӑх ӗҫ ҫук тетӗн пулӗ ха? Атя! Кӑтарт хӑвӑртрах уруна!

- Мӗн урине! Эсир кунта пурте ӑсран тайӑлнӑ им? Праҫниксем ӗнерех иртсе кайрӗҫ вӗт! Ҫаплах урӑлаймастӑр им?

-Хӗрарӑм пӗр сӑмах чӗнмесӗр ман хӑрах уран шӑлавар ҫанине йӑтса пӑхрӗ. Кайран-теприне.

- Турӑҫам! Билетсӑр! Кайлах билетсӑр!,- проводник малтан хӗрелсе, кайран шуралса кайрӗ.

- Ятламаҫҫӗ! Ятламаҫҫӗ! Хӑтармаҫҫӗ! Хӑтармаҫҫӗ,- кӑшкӑрса ячӗ анчахрах салхуллӑн чӗлӗме мӑкӑрлантарса тӑракан хӗр.

Ним сӑмах каламасӑр, проводник-хӗрарӑм хӑрах аллипе мана ӗнсрен ҫаврса тытрӗ, тепӗр аллипе тампур алӑкне яри уҫрӗ те, пӗр труҫҫипе кӑна тӑраканскере ахӑр ҫилтӑмана кӑларса ҫулчӗ. Ман куҫран вун-вун ҫулӑм тухса виркӗчӗ пулӗ!

- Разряд! Еще разряд!- илтӗнчӗ хӑлхара. Вӑраххӑӑн куҫсене уҫрӑм.

- Кирлӗ мар! Пулчӗ! Вӑл тӑна кӗчӗ пулас ха,- каласа хучӗ такӑшӗ ывӑннӑ сасӑпа.

- Турӑҫӑм! Тавах Сана! Поезд ҫинчен ӳкнӗскерне, мана тупса ҫӑлчӗҫ пулас! Халӗ вара пульницӑра пулас ха эпӗ,- ҫакнашкал шухӑшскмпе тӗппипех вӑранса кайрӑм та ӗнтӗ.

Тепӗр кунне тин, юлташсем ман пата хӑнана килсессӗн, эпӗ мӗн пулса иртнине тӗппипех пӗлтӗм. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, эпӗ, ӳсӗрскер, темшӗн аялти хута анасшӑн пулса пӳртекинче шуса ӳкнӗ те пуҫпа ҫапӑнса тӑна ҫухатнӑ. Вара мана тупсан, васкавлӑ пулӑшу чӗнсе пульницӑна ӑсатнӑ. Виҫӗ кун тӑнсӑр выртнӑ пулать вара!

Юлташсем тухса кайсассӑн палатӑ алкӗ ерипен чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, пӳлӗме хальхи пасӑрхи поездри сарӑ ҫӳҫлӗ чиперкке пуҫне кӑтартрӗ:-

- Тепре куриччен, тусӑм!,- янравлӑн илтӗнсе кайрӗ больницӑн коридорсем тӑрӑх. - Билетсӑр ан ларнӑ пултӑр малалла!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters