Тяпкинла калаҫури «чӑваш чӗлхи пӗтнинчен, чӑваш халӑхӗ пӗтнинчен трагеди тумастпӑр, караул кӑшкӑрмастпӑр» теекен дискурс («Чӑваш халӑх сайчӗ». 21.09.2018.) ҫынсене калаҫтарчӗ, ҫынсемпе калаҫтарчӗ… Калаҫнӑ ҫемӗн, шухӑшланӑ ҫемӗн эп анӑраса та анӑраса пытӑм: «Камсем эпир?..» Чунпа хама ҫывӑх ҫынсемех мана: «Мӗн тӑван-ха ӗнтӗ, ним те тума ҫук. Ку вӑл естествеллӑ процесс», – тесен эп тӳнсе кайманни кӑна. Хыт чӗреллӗхе, чул чӗреллӗхе епле ӑнланмалла/ӑнлантармалла?..Тяпкин чирӗ пур чӑваша та ернӗ-ши?.. Е Тяпкин чирӗ чир те мар? Тен, эпир ҫуралассах Тяпкин пулса ҫуралнӑ?.. Пӗр вӑхӑт Владимир Геннадьевич чӑваш халӑх ятне улӑштарассишӗн ӑшталанса ҫӳретчӗ…
– Халӑх ятне улӑштариччен, тен, сан малтан хӑвӑн хушаматна улӑштармалла? – тенӗччӗ эп ӑна, «А подать сюда Ляпкина-Тяпкина!» каларӑша асра тытса. 20-30 ҫул каялла «Тяпкин тата чӑваш халӑхӗ» темӑра таҫта мура е Пысӑк стиль (пӑсӑк стиль?) патне илсе каякан тымарсем пуррине эп шутлама та пултарайман.
«Мулкач калать тет: – Эп шуралтӑм та – пӗтӗм тӗнче шуралчӗ». Юрий Скворцов кун кӗнекинчи мулкач мар эпир, паллах. Анчах та чӑваш наци политики сцени ҫине В.Г. Тяпкин шавлӑ тухнинче хушма пӗлтерӗшсем те пурах. («Шумим, братец, шумим», - тенисӗр пуҫне.). Тяпкина эп чӑваш хутлӑхӗнче хуҫаланакан/пуҫ пулса тӑракан пысӑк стилӗн палли/палӑрӑмӗ пек куратӑп. («Кам вара вӑл Тяпкин?..» – терӗ Н.Е. Лукианов тутине пӑрса, эп ӑна хамӑн шухӑшсемпе паллаштарсан. Николай Егоровичпа пач килӗшместӗп: Тяпкин – чӑваш политика сцени ҫинче пыракан спектаклӗн тӗп ролӗсенче.). Паянхи чӑваш ячӗн корреляцийӗ те, коннотацийӗ те тяпкинла стиль тӗлӗшпе пырать. 19 ӗмӗрте чӑвашсене «Василь Иванч» тесе чӗннӗ пулсан, 21 ӗмӗрте эпир «Василий Петрович» ята тивӗҫрӗмӗр. «Василий Петрович» ҫумне «Тяпкин» хушса хурсан истори чӑнлӑхӗ тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс пулассӑн туйӑнать. Енчен те эпир, ПАЯНХИ ЧӐВАШСЕМ, пурсӑмӑр та тӑван халӑх, тӑван чӗлхе пӗтнинчен трагеди тумастпӑр пулсан, енчен те эпир Тяпкин пулса ҫуралнӑ пулсан, тен, чӑваша сӑвар/сувар ятпа мар – Василий Петрович Тяпкин ятпа улӑштармалла?.. Тен, вӑхӑт ҫитнӗ?..
Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Акапасар, Вова вырăсла çырсан та тĕрĕсне çырать.
Слышу голос, голос спрашивает строго:
А сегодня что для завтра сделал я?
Эсир вара кунта кăшкăрса ларнипе сĕре итлеççĕ çÿлтисем. Вĕсем тахçан ĕмĕчĕсемпе ют патшалăхра... Тĕрĕс этнокультура пая нхи кун бизнес, куна пĕртте тунмастăп, купарчисем курăнакан чăваш пикисен костюмĕсене чăваш илемĕ кĕпи теес тетĕр-и? Çынна, тархасшăн, та ан култарăр!!!!
Мӗн чухлӗ хама ас тӑватӑп, ҫавӑн чухлӗ манӑн пуҫра: эп ҫуралнӑ ҫемьере, эп ҫуралнӑ ялта: ӗнер те, паян та, ыран та ҫынсем чӑвашла калаҫӗҫ! Хулари чӑваш ачи те чӑвашрах юлать.
Çынна 100 хутччен : "Сысна!"- тесе каласан, вăл 101-мĕш хутĕнче нăриклетсе яма пултарать. "Эпир пĕтетпĕр"- тесе куллен калаçни те лайăх патне çитерес çук! Паникăсăр, депрессие кĕрсе ÿкмесĕр, Петĕр Хусанкайăн: "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" сăмахĕсене хамăрăн девиз вырăнне хурса чăвашлăхшăн тăрăшмалла. Тутарсем хăйсене: "Эпир пултаратпăр!", "Тутар çуралсан еврей макăрса янă"- тесе хавхалантарнă пек. Пĕр-пĕринпе тулашмасăр, координированно чăвашлăхшăн тăрăшар. Тутарсем тутарлăхшăн тăрăшнă пек.
Сана аçупа аннÿ тĕвĕлентернĕ — санран ыйтман, вăйпа тунă.
Сана аннÿ çуратнă — санран ыйтман.
Аçупа аннÿ сана чăвашла калаçма вĕрентнĕ — санран ыйтман.
Шкула янă — санран ыйтман.
Вопшĕм-типшĕм, ку вăл пĕтĕмпех вăйпа пулса иртнĕ япала.
Акапасар, ку йышши айванлăха кĕтменччĕ çулланнă çынран. Тен, Акапасар йышшисем акмасăрах шăтаççĕ, çавăнпа та вĕсене вăйпа тумаççĕ, хăйсен ирĕкĕпе килеççĕ тĕнчене
Мĕн, эсĕ те органсен шаннă шпиёнĕ-им? Курăсăн, ку çын Акапасар пирки пĕтĕмпех пĕлет, каламасăрах! "Çулланнă çын" тет.
Ăçтан пĕлен çулланнине? Хăш çăлкуçсем сана çапла пĕлтереççĕ? Тен вăл çап-çамрăк ача?
Акапасар та, Аскольд та акмасăрах килмен ку тĕнчене. Тĕленсех каймалла, анчах та Путина та такамсем акнă!
Акнă, çуратнă, витернĕ, вĕрентнĕ, ăс панă, çитĕнтернĕ.