Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.6 °C
Первый шаг младенца есть первый шаг к его смерти.(Козьма Прутков)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗ — ирӗклӗ площадка

Аçтахар Плотников01.03.2019 20:4412887 views

Чӑваш халӑх сайтне эпӗ ирӗкӗ площадка пек куратӑп. Ҫавна май ман принцип: килӗшеҫҫӗ-и хама ҫыраканӑн шухӑшӗсем е ҫук — эп лартмаллах тесе шутлатӑп. Теприсем манпа килӗшесшӗнех мар — ҫав-ҫавах пур материал та пичете юрӑхлӑ пулма пултараймасть теҫҫӗ.

Вырнаҫтарма чаракан сӑлтавсем чылай — калӑпӑр, материал ҫывӑх ҫын пирки пырать, ӑна япӑх енчен сӑнласа парать (хӑвӑрӑн юратнӑ ҫыннӑр пирки япӑххине илтме тата йышӑнма йывӑррине пурте пӗлеҫҫӗ пуль). Е политика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермест — паянхи ҫулпуҫсен тӗллевне хирӗҫ пырать. Унсӑр пуҫне пахалӑхсӑр материалсем те пулма пултараҫҫӗ — вӗсене те пичетрен хӑтармалла имӗш. Сӑмах кунта, калӑпӑр, альтернативлӑ майпа йӗркеленнӗ шухӑшсем пирки (кусен шутне, калӑпӑр, эпӗ «чӗлхе вӑййине» кӗртетӗп — тӗрлӗ ют сӑмахсене чӑваш чӗлхинчен пулса кайнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнине). Тӑваттӑмӑшӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе вырӑнлӑ мар пулма пултараҫҫӗ — пӗри теприн ҫине кӳреннӗ те ун пирки тем те пӗр шыраса тупса ҫавна кӑларса тӑратма хӑтланать, мӗнле те пулин майпа ятне варалама тӑрӑшать.

Хыпарсене илес пулсан — кунта нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук. Эпир информаципе кӑна тивӗҫтеретпӗр. Мӗн пулса иртнин пирки пӗлтеретпӗр. Информацие нимӗнле хак та памастпӑр (апла-и, капла-и, ҫыракансенчен эпӗ ҫакна хытӑ ыйтатӑп) — ырӑ-и эпир пӗлтерекен хыпар, е япӑх-и: куна вулакан хӑй палӑртмалла. Хӑй пуҫӗпе шухӑшласа хӑйӗн хак памалла. Ҫавӑнпа та чылай чухне чару пирки каласан ытларах статьясем пирки сӑмах пырать.

Чӑн та, хӑш-пӗр статьясене вырнаҫтарнӑ чухне пуҫа ватма тивет — кӑна лартмалла-ши е ҫук? Кӑҫалхи материалсене илсен кунашкал ыйту икӗ хут сиксе тухрӗ. Пӗри — «Автор вӑйӗ — сӑвӑра» статьяна вырнаҫтарнӑ чухне, тепри — Тимӗр Акташӑн «Мы не хотим в путинский ядерный «рай» после возможной Третьей мировой войны!» статьине курӑмлатнӑ май.

Пӗрремӗшне илес пулсан — вӑл статьяра эп литература критикине мар, пӗр сӑвӑҫ тепӗрне темшӗн тавӑрнине кӑна куртӑм. Ҫук, литература критики те пур унта, анчах ҫавах кӗвӗҫӳ, тепӗр ҫынна хур тӑвас тӗллев малти вырӑнта. Кунашкал статьяна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пӑхсан вырнаҫтармалла мар пек. Иккӗмӗш статьяра вара авторӑн «айванла шухӑшлавӗ» статьяна паха теме мана май памасть. Ку — вӑл ман шутпа. Автор шухӑшӗпе, тен, вӑл паха статья калӑпланӑ пулӗ те, ман шутпа унашкал мар. Унсӑр пуҫне Путин ӗҫне хаклама тем тесен те ахаль-махаль ҫын пулни ҫителӗксӗр, влаҫри ӗҫ-хӗлпе тӗплӗ паллашнӑ ҫын пулмалла; тӗнче лару-тӑру мӗнле майпа улшӑнса пынине хак пама пӗлекенни пулмалла. Мӗншӗн Путин ҫав е ку сӑмахсене каланӑ, мӗн сӑлтавпа? Ҫаксене тишкерсе тухса хуравне тупаймасӑр кунашкал статья-ҫыру ҫырни ытла та «айванла ӗҫ».

Анчах! Эп ҫапла хак панипе кӑна ку статьясене вырнаҫтарассине чарса хумалла-ши? Тем тесен те вӗсем ман шухӑша мар-ҫке, авторсен шухӑшне пӗлтереҫҫӗ. Ӑнланаканни ӑнланӗ, вӑл шухӑшсене тивӗҫлӗ хак парӗ. Ҫапла май вӗсем пирӗн сайтра кун ҫути курчӗҫ. Паллах, Аркадий Русаковӑн статйисем те, нумай пулмасть вырнаҫтарнӑскерсем, официаллӑ наука йӗркипе ҫырӑнман, унта тавлашуллӑ вырӑнсем сахал мар. Йӑнӑш шухӑш чылай тесе вара вырнаҫтармалла мар-ши? Чармалла-ши?

Ҫын шухӑшне, тӗрӗссипе каласан, чарусемпе чараймӑн. Ну вырнаҫтармастӑн. Вара мӗн? Автор ҫакна пула хӑйӗн шухӑшне улӑштарать тесе шутлатӑр-им? Ҫук. Чӑнлӑх вӑл тем тесен те тавлашура ҫуралать. Кашни хӑй шухӑшне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫав расналӑхран тӗшшине тупма пулать, чи чӑн пайне.

Унсӑр пуҫне ман Чӑваш халӑх сайтне цензурӑпа чарусем айне путнӑ ресурс пек кӑтартас килмест. Пӗр МИХ пирки сахал мар илтнӗ — ҫав-ҫав ҫынсен материалӗсене лартмаҫҫӗ, е пӗр-пӗр ҫынна асӑнма юрамасть. Ку, паллах, ҫынсен кӑмӑлне пӑсать. Вӑл ҫул ман шутпа — чи ӑнӑҫсӑрри. Мӗншӗн? Ҫӳлерех ӑнлантарса патӑм ӗнтӗ — тӗрлӗ шухӑшсене кӑтартсан ҫеҫ чӑнлӑх тӗшшине тупма май пур.

Ҫавӑнпа та уҫӑмлӑ пӗлтеретӗп: енчен те сирӗн пӗр-пӗр шухӑшӑра пӗлтермелле пулсан — пирӗн ресурс яланах сире валли уҫӑ. Эпир ирӗклӗ площадка шайӗнчен каялла чакмӑпӑр.

Сирӗн шутпа вара, мӗнле, ирӗклӗхе чикӗлемелле е ҫук?

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ

Николай (Аҫтахар) Плотников

 

ХК: ку статьяна ҫырнин сӑлтавӗ — Тимӗр Акташӑн уҫӑ ҫырӑвне пула ӗҫ вырӑнне пушатма тивнинче. Имӗш, ман Чӑваш халӑх сайтӗнче унашкал материал вырнаҫтарма юраман (авторӗ эпӗ мар пулин те, унти шухӑшсемпе килӗшсех каймастӑп пулин те). Вӑл ӗҫ вырӑнӗ, паллах, Чӑваш халӑх сайчӗпе ниепле те ҫыхӑнман, анчах манӑн, вӗсен шухӑшӗпе, ҫавах вӗсем ыйтнӑ пек сайтри политикӑна тытса пымалла. Мана мар, Чӑваш халӑх сайтне, тейӗн, ӗҫе илнӗ... Халь вара ку тӗлӗшӗнчен эп ирӗкре. Тен, вӑхӑт иртсен, хамӑн ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑ статьясем те калӑплӑп (унта ӗҫ укҫи илсе тӑнӑран хамӑн ӗҫ вырӑнне тӗкӗнместӗмччӗ). Ҫырмалла вара унта — сахал мар.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (27)]

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?

Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла

Comments:

Dfcbkbq // 4150.83.1987
2019.03.02 13:55
Убасси тĕрĕс мар çырать иккен.....

Кам вăл "тĕрĕслекенни" - хак параканни?
Базиль Кириллов // 3076.44.5471
2019.03.02 15:47
Упассине персе пӑрахсан та ӗненместӗп. Боже упаси! Унта мала кайнӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, пуҫ тавра шутламасӑр пӗр утӑм та тумаҫҫӗ.
Agabazar // 2874.07.4862
2019.03.02 16:40
Agabazar
Базиль Кириллов,
асăннă йĕркелĕм Америкăра мар, Бразилире мар, Германире мар — вăл чăннипе Раççейре вырнаçнă. Мĕн ĕненмелле марри пур унта? Ху хăш çĕршывра пурăннине манса кайрăн-им?

Паллах, Николай Плотников хăйне ĕçрен кăларни тĕлĕшпе суда пама пултарать. Анчах, малтанах паллă, çапла тунинчен нимле усă та пулас çук. Татах та пысăкрах инкексем çаклатма çеç пулать çапла туса.

Такштă, Базиль юлташ, уни-куни шутласа тăриччен Николай Плотникова пулăшма хатĕрлен. Ун валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупмашкăн пулăш.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.03.02 18:58

Базиль Кириллов: "Упассине персе пӑрахсан та ӗненместӗп".
Базиль, куҫусене ҫӗкле, Аҫтахар ХК-посткриумне вула.

Кӑларса янӑ Акташӑн Президент патне янӑ Уҫӑ ҫырӑва сайт страницинче пичетленӗшӗн. (шыра, тупатӑн).

Тӗрӗс, Институтра "мала кайнӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ". Ҫавсем хушшинче - Аҫтахар (пулнӑ, теме тивет). 100 процентпах килӗшетӗп. Нумайӑшӗ - ман юлашсем.

Аҫтахара сӗнетӗп: Инститпа ҫыхӑну татмалла мар. Тен темӗнле контракт туса. Электронлӑ словарьсем - питӗ кирлӗ япала, тулашри чӑвашсем валли ылтӑн пекех.
Базиль Кириллов // 4246.60.1146
2019.03.03 09:23
Упасси сӑлтавне пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех мӗн-ма пӑркаланать? Пуҫлӑхра ларнӑ чухнехи йӑлине пӑрахаймасть пулмалла.
Agabazar // 1051.77.5638
2019.03.03 12:30
Agabazar
Мĕн çитмест сана, Базиль Кириллов? Николай Плотников валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ шыраса тупрăн-и-ха?
Базиль Кириллов // 4246.60.1146
2019.03.03 15:19
Эп ӑҫтан ӗҫ тупса паракан департамент пулам? Эсӗ хӑв патне, хӑвӑн патшалӑх укҫине шыв пек юхтаракан кантурна ма илместӗн?
Тӗрӗссипе кунта темех мар хыпара пичетленишӗн кам ытла та каҫӑхса кайни пирки пырать.
хула çынни // 6564.9.9679
2019.03.03 21:18
Акташа çапларах ыйтава хуравлама ыйтасшăн: çынсем (пятая колоннаç и слово-то какое) çине тĕревленсе "переворот çине перворот" тăваççĕ. Крыма вахăтра вырăслатман пулсан, паян унта амерĕксем хуçаланнă пулĕччĕç. Раççее ĕмĕрсем хушши тăшмансем чура тума ĕмĕтленнĕ. Путин хыççăн каллех Ельцинсемпе Рыжковсен пулккинчен пери-тепри килсен мĕн пуласси пирки шутлама харушă! Пурăнса çитсен - курăпăр!
Югослави - Ливи- Ирак - Сири - Украина - Венесуэла...
Тавах турра - Раççейĕмĕр чĕркуççи çинчен çекленме пуçларĕ.Лешсен юррине юрлама пăрахрĕ.
Сывă пултар Путин! Варăм ĕмĕр пултарччĕ ăна.
... Ыйту: Санан анрашуллă çырăву Раççей халăхĕсем е çичĕют ташмансем çуллăрах çиччĕр те мăннăнрах какка туччăр текен шухăшпа çырнăскер? Эсĕ каланине пурнăçлас пулсан, мĕн курăпăр?
Атнер // 3194.42.1645
2019.03.04 09:48
Эй тур-тур .Акташ, тархасшӑӑн урамра таҫта е тата кӗперсем урлӑ каҫнӑ чух асӑрхануллӑ пул. Тем курса ларӑпӑр. Мускаври Немцов кӗперӗ патне хӑв та чечек кайса хутӑн. Шупашкарта Акташ кӗперӗ ан пултӑрчӗ,тамаша.
Геннадий Петров // 2626.38.7071
2019.03.04 11:02
Çав асăннă «Автор вӑйӗ — сӑвӑра» статьяна ăçта вуласа пăхас? ШЫРАВ кăтартмарĕ.

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters