Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Хорошая политика не отличается от хорошей морали.(Г. Мабли)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗ — ирӗклӗ площадка

Аçтахар Плотников01.03.2019 20:4414000 views

Чӑваш халӑх сайтне эпӗ ирӗкӗ площадка пек куратӑп. Ҫавна май ман принцип: килӗшеҫҫӗ-и хама ҫыраканӑн шухӑшӗсем е ҫук — эп лартмаллах тесе шутлатӑп. Теприсем манпа килӗшесшӗнех мар — ҫав-ҫавах пур материал та пичете юрӑхлӑ пулма пултараймасть теҫҫӗ.

Вырнаҫтарма чаракан сӑлтавсем чылай — калӑпӑр, материал ҫывӑх ҫын пирки пырать, ӑна япӑх енчен сӑнласа парать (хӑвӑрӑн юратнӑ ҫыннӑр пирки япӑххине илтме тата йышӑнма йывӑррине пурте пӗлеҫҫӗ пуль). Е политика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермест — паянхи ҫулпуҫсен тӗллевне хирӗҫ пырать. Унсӑр пуҫне пахалӑхсӑр материалсем те пулма пултараҫҫӗ — вӗсене те пичетрен хӑтармалла имӗш. Сӑмах кунта, калӑпӑр, альтернативлӑ майпа йӗркеленнӗ шухӑшсем пирки (кусен шутне, калӑпӑр, эпӗ «чӗлхе вӑййине» кӗртетӗп — тӗрлӗ ют сӑмахсене чӑваш чӗлхинчен пулса кайнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнине). Тӑваттӑмӑшӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе вырӑнлӑ мар пулма пултараҫҫӗ — пӗри теприн ҫине кӳреннӗ те ун пирки тем те пӗр шыраса тупса ҫавна кӑларса тӑратма хӑтланать, мӗнле те пулин майпа ятне варалама тӑрӑшать.

Хыпарсене илес пулсан — кунта нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук. Эпир информаципе кӑна тивӗҫтеретпӗр. Мӗн пулса иртнин пирки пӗлтеретпӗр. Информацие нимӗнле хак та памастпӑр (апла-и, капла-и, ҫыракансенчен эпӗ ҫакна хытӑ ыйтатӑп) — ырӑ-и эпир пӗлтерекен хыпар, е япӑх-и: куна вулакан хӑй палӑртмалла. Хӑй пуҫӗпе шухӑшласа хӑйӗн хак памалла. Ҫавӑнпа та чылай чухне чару пирки каласан ытларах статьясем пирки сӑмах пырать.

Чӑн та, хӑш-пӗр статьясене вырнаҫтарнӑ чухне пуҫа ватма тивет — кӑна лартмалла-ши е ҫук? Кӑҫалхи материалсене илсен кунашкал ыйту икӗ хут сиксе тухрӗ. Пӗри — «Автор вӑйӗ — сӑвӑра» статьяна вырнаҫтарнӑ чухне, тепри — Тимӗр Акташӑн «Мы не хотим в путинский ядерный «рай» после возможной Третьей мировой войны!» статьине курӑмлатнӑ май.

Пӗрремӗшне илес пулсан — вӑл статьяра эп литература критикине мар, пӗр сӑвӑҫ тепӗрне темшӗн тавӑрнине кӑна куртӑм. Ҫук, литература критики те пур унта, анчах ҫавах кӗвӗҫӳ, тепӗр ҫынна хур тӑвас тӗллев малти вырӑнта. Кунашкал статьяна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пӑхсан вырнаҫтармалла мар пек. Иккӗмӗш статьяра вара авторӑн «айванла шухӑшлавӗ» статьяна паха теме мана май памасть. Ку — вӑл ман шутпа. Автор шухӑшӗпе, тен, вӑл паха статья калӑпланӑ пулӗ те, ман шутпа унашкал мар. Унсӑр пуҫне Путин ӗҫне хаклама тем тесен те ахаль-махаль ҫын пулни ҫителӗксӗр, влаҫри ӗҫ-хӗлпе тӗплӗ паллашнӑ ҫын пулмалла; тӗнче лару-тӑру мӗнле майпа улшӑнса пынине хак пама пӗлекенни пулмалла. Мӗншӗн Путин ҫав е ку сӑмахсене каланӑ, мӗн сӑлтавпа? Ҫаксене тишкерсе тухса хуравне тупаймасӑр кунашкал статья-ҫыру ҫырни ытла та «айванла ӗҫ».

Анчах! Эп ҫапла хак панипе кӑна ку статьясене вырнаҫтарассине чарса хумалла-ши? Тем тесен те вӗсем ман шухӑша мар-ҫке, авторсен шухӑшне пӗлтереҫҫӗ. Ӑнланаканни ӑнланӗ, вӑл шухӑшсене тивӗҫлӗ хак парӗ. Ҫапла май вӗсем пирӗн сайтра кун ҫути курчӗҫ. Паллах, Аркадий Русаковӑн статйисем те, нумай пулмасть вырнаҫтарнӑскерсем, официаллӑ наука йӗркипе ҫырӑнман, унта тавлашуллӑ вырӑнсем сахал мар. Йӑнӑш шухӑш чылай тесе вара вырнаҫтармалла мар-ши? Чармалла-ши?

Ҫын шухӑшне, тӗрӗссипе каласан, чарусемпе чараймӑн. Ну вырнаҫтармастӑн. Вара мӗн? Автор ҫакна пула хӑйӗн шухӑшне улӑштарать тесе шутлатӑр-им? Ҫук. Чӑнлӑх вӑл тем тесен те тавлашура ҫуралать. Кашни хӑй шухӑшне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫав расналӑхран тӗшшине тупма пулать, чи чӑн пайне.

Унсӑр пуҫне ман Чӑваш халӑх сайтне цензурӑпа чарусем айне путнӑ ресурс пек кӑтартас килмест. Пӗр МИХ пирки сахал мар илтнӗ — ҫав-ҫав ҫынсен материалӗсене лартмаҫҫӗ, е пӗр-пӗр ҫынна асӑнма юрамасть. Ку, паллах, ҫынсен кӑмӑлне пӑсать. Вӑл ҫул ман шутпа — чи ӑнӑҫсӑрри. Мӗншӗн? Ҫӳлерех ӑнлантарса патӑм ӗнтӗ — тӗрлӗ шухӑшсене кӑтартсан ҫеҫ чӑнлӑх тӗшшине тупма май пур.

Ҫавӑнпа та уҫӑмлӑ пӗлтеретӗп: енчен те сирӗн пӗр-пӗр шухӑшӑра пӗлтермелле пулсан — пирӗн ресурс яланах сире валли уҫӑ. Эпир ирӗклӗ площадка шайӗнчен каялла чакмӑпӑр.

Сирӗн шутпа вара, мӗнле, ирӗклӗхе чикӗлемелле е ҫук?

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ

Николай (Аҫтахар) Плотников

 

ХК: ку статьяна ҫырнин сӑлтавӗ — Тимӗр Акташӑн уҫӑ ҫырӑвне пула ӗҫ вырӑнне пушатма тивнинче. Имӗш, ман Чӑваш халӑх сайтӗнче унашкал материал вырнаҫтарма юраман (авторӗ эпӗ мар пулин те, унти шухӑшсемпе килӗшсех каймастӑп пулин те). Вӑл ӗҫ вырӑнӗ, паллах, Чӑваш халӑх сайчӗпе ниепле те ҫыхӑнман, анчах манӑн, вӗсен шухӑшӗпе, ҫавах вӗсем ыйтнӑ пек сайтри политикӑна тытса пымалла. Мана мар, Чӑваш халӑх сайтне, тейӗн, ӗҫе илнӗ... Халь вара ку тӗлӗшӗнчен эп ирӗкре. Тен, вӑхӑт иртсен, хамӑн ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑ статьясем те калӑплӑп (унта ӗҫ укҫи илсе тӑнӑран хамӑн ӗҫ вырӑнне тӗкӗнместӗмччӗ). Ҫырмалла вара унта — сахал мар.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (27)]

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?

Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах

Comments:

Agabazar // 2993.12.3526
2019.03.01 22:33
Agabazar
Мĕн-ха вăл цензура?

Акă патша саманинче чăвашла пичет продукцийĕ тухса тăнă. Вăл шутра — "Хыпар" хаçат (1906-1907). Редактор алă пусса кăларнă. Анчах редакторсăр пуçне тата тепĕр çын — цензор. Вăл çынна шăпах çав сăмахпа каланă, урăх нимле сăмахпа та мар.

Кам-ха пулнă çав çын? Эсир ăна пурте пит аван пĕлетĕр: Николай Иванович Ашмарин.

Ашмарин алă пусмасăр чăвашла нимле пичет продукцийĕ те тухма пултарайман.

Николай Иванович çавăн пекех тутарла пичет продукци тĕлĕшпе те цензор пулнă.

Цензура совет саманинче те пулман мар. Анчах та ăна цензура мар, "обллит" тенĕ. (Мускав шайĕнче — "главлит") Патшалăх тата çар вăрттăнлăхĕсене сыхлаканнисем пек шутланнă (чăннипе вара, паллах, ăна кăна мар "сыхланă")

Площадка — лаптăк.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.03.02 02:19
Agabazar эс ӑнланмарӑн, пулӗ, Николай (Аҫтахар) Плотников ҫырнине (хам та малтан йӗркеллӗ вуламарӑм). Ҫырать:
"Тимӗр Акташӑн уҫӑ ҫырӑвне пула ӗҫ вырӑнне пушатма тивнинче" (ҫакнта тӗп ыйту).
Хам Акташ ҫырӑвне те вуламанчӗ. "Интрига" текенни - ҫакӑнта, иккен.

Урӑхла каласан (эп ӑнланнӑ тӑрӑх), Аҫтахар-Плотников - Мускав тулаш политикинчен питӗ айӑкра тӑракан ҫын -хӑйӗн Сайт ирӗклӗхне хӳтӗлет.

Аҫтахар каласшӑн пек: тархасшӑн, Акташа хирӗҫ ҫырма та пултаратӑр, вырнаҫтаратӑп.Ҫырас темерӗҫ -ҫырас вырӑнне ӗҫрен кӑларса яма хатӗр (тен, кӑларса та ячӗҫ, хӑйӗнпе калаҫман).

Аҫтахар сайт хисепне сутас темерӗ...
Ҫавӑн пек ӑнлантӑм (хӑй уҫӑмлӑ ҫырмарӗ, ҫав).
Agabazar // 4120.95.5268
2019.03.02 07:13
Agabazar
Эп каланинче мораль мĕнре-ха?

Вăт эпир патша саманинчех çивчĕ материалсем кăларма пултарнă тесе вăл е ку автора мухтатпăр.

Чăннипе вара авторсене мар, чăн малтанах Николай Иванович Ашмарина мухтамалла, тав тумалла. Мĕншĕн тесен вăл ирĕк панă. Унăн алли витĕр тухнă.

Ашмарин вырăнĕнче шутсăр хаяр çын ларнă пулсан, ним те тухаяс çукчĕ.

Маларахри саманасенчи чăвашла пичетленнисен цензорĕсем те паллă. Сăмахран, çавсенчен пĕри — Виктор Петрович Вишневский (1804-1885-мĕш çулсенче пурăннă).

Халь манăн çакнашкал сĕнÿ — Николай Плотникова çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупма пулăшасси. Ĕлĕкхи вырăнран та лайăхраххине. Калăпăр, çав вырăн вăл пурăнакан тĕлтен ытлашши аякра ан пултăр.
Базиль Кириллов // 1098.06.9305
2019.03.02 09:55
Хӑш кантуртан ӑна хӑваланӑ, приказа кам алӑ пуснӑ, ҫав ҫын влаҫ патинче тӑрать-и - темшӗн калама "вӑтаннӑ". Тен, Упасси е урӑх кам та пулин пӗлет?
Agabazar // 1459.51.4644
2019.03.02 11:50
Agabazar
Базиль Кириллов,
хăш кантуртан тата кам хăваланине "тупса палăртма" питĕ çăмăл. Çав япаларан пуçласа, — кăмака патĕнчен ташлама пуçланă пек, — малалла сÿпĕлтетсе кайма татах та çăмăлрах. Унран çамăл япала та çук тĕнчере!

Историрен пит аван пĕлетпĕр леш "перегибы на местах", "головокружение от успехов" тенисем мĕне пĕлтернине.

Базиль Кириллов, луччĕ, çав еннелле пăрса яриччен, Николай Плотников валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ шырама пуçла, тархасшăн. Майсем пур пулсан ĕнтĕ.

Аçтахар çакăн пек ыйту лартнă: пултарать-ши Тимĕр Акташ Путин пирки тÿре пулса калаçма?

Мĕншĕн-ха пултараймасть? Вăл çеç мар, кашниех пултарать. Ара суйлав вăхăтĕнче хамăр мĕн тăватпăр? Çав япаланах мар-и? Пĕрисем Путина мухтаççĕ (кăсем ытларах), теприсем хурлаççĕ (кăсем сахалрах). Кайран пурте сасăлав урнисем патне пыраççĕ. Никама та чармаççĕ.
Dfcbkbq // 4150.83.1987
2019.03.02 13:28
" Никама та чармаççĕ"....
Анчах! кама патшана лартмалла,санран ыйтмаççĕ -голосуй, не голосуй -всё равно получишь ...

Ăçта вăл "свобода слова" пирĕн çĕршывра?

Cenzere -оценивать, хак пани, хаклани.

Хам шухăша эпĕ хамах хаклатап, ман шухăша хуратса тухни, -мана кÿрентерни,мана хисеплеменни.

Манăн шухăшпа килĕшместĕн пулсан, контраргумент çыр, анчах шăлса такма ан васка
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.03.02 13:39
Базиль Кириллов: "
Хӑш кантуртан ӑна хӑваланӑ,... Тен, Упасси е урӑх кам та пулин пӗлет?

Гуманитари институтӗнче ӗҫленӗ, словарьсен пайӗнче + пысӑк ӗҫ туса пынӑ электронлӑ словарьсем кӑларассипӗ + институт сайтне пуҫарса янӑ.
Чӑваш наукӑшӑн - пысӑк ҫухату.

Pages: 1, 2, [3]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters