Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Хитрая речь сидит в глухом ухе.(Шекспир "Гамлет")
 

Ad

Алексей Леонтьев: Чӑваш илемлӗ сӑмахлӑхӗн анлӑ та пулӑхлӑ уйӗ

Алексей Леонтьев26.04.2019 18:0312179 viewsEdit Delete

ЧР Патшалӑх премине илме тӑратнӑ

«История чувашской литературы XX века. Часть 1. 1900–1955 годы» (2015 ҫ.); «История чувашской литературы XX века. Часть 2. 1956–2000 годы» (2017 ҫ.) тӗпчев ӗҫӗ чӑннипех те сумлӑ. 850 ытла страницӑра тӑван илемлӗ сӑмахлӑхӑн иртнӗ ӗмӗрти аталанӑвне туллин те анлӑн тишкерсе кӑтартнӑ тени пӗртте ӳстерсе калани мар. Иртнӗ тапхӑрта чӑваш литературине камсем тӗпченӗ? Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗ мӗнле? Вулакансем патне ҫитнӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлама камсем хутшӑннӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене монографи концепцийӗн авторӗсенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертсе пыракан ӗҫтешӗ Виталий Григорьевич Родионов профессор хуравлать.

– Виталий Григорьевич, палӑртса хӑварни ытлашши пулмӗ: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (ЧПГӐИ) кӑларнӑ 2 томлӑ кунашкал монографи Урал-Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрин те ҫук.

– Чӑнах та, пирӗнпе кӳршӗллӗ е инҫетерех тӗпленсе пурӑнакан халӑхсем ҫакнашкал тӗпчевсем кӑларайман-ха. Мӗншӗн? Ку ыйтӑва пирӗн хуравламалла мар... Кирек мӗнле тӗпчев ӗҫӗ валли чи малтанах «чӗр тавар» – усӑ курмалли материалсем – кирлӗ. Чӑваш литератури Урал-Атӑл тӑрӑхӗнче чи «ваттисенчен» пӗри пулнӑ май, паллах, тӗпчемелли ытлашшипех. Тӗп ыйту – тӗпчевҫӗсем пур-и, вӗсен квалификаци шайӗ ҫителӗклӗ-и? Пур, ҫителӗклӗ. Паллах, материал нумай чухне чи пӗлтерӗшлине суйласа илсе пӗтӗмлетме пӗлмелле. Ку енӗпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ палӑртнӑ тӗллеве чыслӑн пурнӑҫларӗ тесе ҫирӗплетсех калатӑп. Монографие республикӑн «Чӑваш Ен культури: 2010–2020 ҫулсем» тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ҫавна май унӑн концепцине, тытӑмне, хатӗрлесе ҫитернӗ статьясене институтӑн ӑслӑлӑх канашӗн, литература тӗпчевӗн секцийӗн ларӑвӗсенче темиҫе хут сӳтсе явнӑ, ӗҫ ушкӑнӗн йышӗ пирки те ҫавнах каламалла.

Совет саманинчи литература тӗпчевӗн шайне, ҫав шутра пирӗнне те, тӗрлӗрен хаклатпӑр. (Кунта социализм реализмӗпе тӳнтер социологизм меслечӗсем ҫинчен нумай калама пулать, анчах ку хальхи калаҫу теми мар.) Анчах пӗр чӑнлӑха асра тытар: чӑваш литературин иртнӗ тапхӑрсенчи тата паянхи историне тӗпчекенсем пурте Николай Васильевӑн (Шупуҫҫыннин) «Краткий очерк истории чувашской литературы» (1930 ҫ.), Михаил Сироткинӑн «Очерки истории чувашской литературы» (1956 ҫ.), Владимир Абашевӑн «Чувашская поэма» (1964 ҫ.), Геннадий Хлебниковӑн «Чувашский роман» (1966 ҫ.) ӗҫӗсемпе вӗренсе ӳснӗ. «Современная чувашская литература» (1971 ҫ.), «Чӑваш совет литератури» (1972 ҫ.), Георгий Федоровӑн «Чӑваш литератури (1945–1985)» (2004)…», «XX ӗмӗрти чӑваш литератури. 1900–1950 ҫулсем: литература историйӗн тӗпчевӗсем» (2012 ҫ.) кӗнекесем, уйрӑм анлӑ статьясем те литература тӗпчевне палӑрмаллах пуянлатрӗҫ.

Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗнче – чӑваш литературин аталанӑвӗн хӑйне евӗрлӗ тапхӑрӗсем. 1-мӗш пай ҫак сыпӑксенчен тӑрать (кӗнеке вырӑсла тухнӑран, вулаканран каҫару ыйтса, ҫак чӗлхепех илсе кӑтартатӑп): «Эпоха поиска чувашской национальной идеи», «Эпоха канонизированного соцреализма»* 2-мӗш пай: «Эпоха “оттепели” и отход от канонов соцреализма (1956–1969), «Период поиска новых литературных направлений и жанрово-стилевых открытий (1970–середина 1980-гг.)»; 3-мӗш пай: «Время перестройки и возвращение эстетических критериев (середина 1980–2000 гг.)». Пӗрремӗш кӗнекери тишкерӳ статйисене ЧПГӐИ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ӗҫченӗсем филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, А.Ф.Мышкина, ҫыравҫӑсен портречӗсене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Н.Г.Ефремова-Ильина, И.Ю.Кириллова, В.В.Никифорова, И.В.Софронова, Э.В.Родионова ҫырнӑ.

– Материалсене халӗччен усӑ курман меслетпе вырнаҫтарни тӳрех курӑнать…

– Тишкерӳ статйисем хыҫҫӑн литература портречӗсем пичетленнӗ. Вӗсенче Константин Ивановӑн (авторӗ Н.Ефремова-Ильина), Николай Шупуҫҫыннин (И.Софронова), Ҫеҫпӗл Мишшипе Петр Осиповӑн, Иван Мучипе Ю.Скворцовӑн (В.Никифорова), Ҫемен Элкерӗн (И.Кириллова), Петӗр Хусанкайӑн (Э.Родионова), Митта Ваҫлейӗпе Хветӗр Уярӑн, Ухсай Яккӑвӗн (А.Мышкина), Геннадий Айхин (А.Хусанкай) пултарулӑхне пур енлӗн уҫса панӑ.

– Очерксене пӗр калӑппа виҫсе ҫырманнине те асӑрхатӑн.

– Мӗншӗн тесен кашни тӗпчевҫӗн хӑйӗн стилӗ. Тӗп критери кунта – ку е вӑл ҫыравҫа сахал сӑмахпах епле те пулин туллин хакласси. Вулакан ытти поэт-прозаик-драматург портречӗсем мӗншӗн ҫук тесе ыйтма пултарать. Пӗрремӗшӗнчен, эпир пурин портретне те вырнаҫтарма тӗллев лартман. Иккӗмӗшӗнчен, чӑваш литературин жанрӗсене аталантарма хутшӑннӑ мӗн пур ҫыравҫӑ ҫинчен тишкерӳ статйисенче каласа кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, чӑваш литературин 1923–1929 ҫулсенчи тапхӑрне тӗпченӗ сыпӑкра ун чухне уйрӑмах палӑрнӑ Ф.Павлов, А.Милли, Г.Комиссаров (Вантер), В.Рсай, Илле Тӑхти, И.Максимов-Кошкинский, П.Осипов т.ыт. пултарулӑхӗ тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Ытти пайсене те ҫак меслетпех хатӗрленӗ.

– Иккӗмӗш кӗнеке тытӑмӗпе малтанхинчен урӑхларах, калӑпӑр, тишкерӳ статйи ҫук. Мӗншӗн?

– Малтанхи тапхӑра чӑваш литературин жанрӗсем туллин йӗркеленнӗ ҫулсем темелле. Ҫавӑнпа та иккӗмӗш кӗнекери сыпӑксене литературӑн уйрӑм тӗсӗсен тишкерӗвӗсем кӗнӗ: литература тӗпчевӗпе критика (В. Родионов, Э.Родионова), проза (А.Мышкина, В.Никифорова), поэзи (Н.Ильина-Ефремова, В.Никифорова), драматурги (И.Кириллова).

– Тӗпчев ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗ тепӗр уйрӑмлӑхӗ – иккӗмӗш кӗнеке вӗҫне вырнаҫтарнӑ «XX ӗмӗрти чӑваш культурипе литература пурнӑҫӗн хроники» (В.Никифорова пухса хатӗрленӗ). Виталий Григорьевич, кӗске ҫак хроникӑна, тен, Чӑваш литературин энциклопедийӗн никӗсӗ тесе йышӑнмалла та ӗҫлеме пуҫламалла мар-и?

– Пурна-киле ку ыйту пирӗн тӗпчевҫӗсен ӗҫ планне кӗрессе питех те шанас килет.

– Эсир ертсе пынӑ пултарулӑх ушкӑнӗ хатӗрлесе кӑларнӑ ҫак ӗҫе 2018 ҫулшӑн ӑслӑлӑх енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Ӑнӑҫу сунатпӑр.

– Тавтапуҫ.

 

Алексей ЛЕОНТЬЕВ калаҫнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (24)]

Comments:

Тимĕр Акташ // 2364.99.3832
2019.04.28 00:11
Пĕлтерĕшлĕ ĕç итогĕпе саламлатăп. Ăнăçу сунатăп.
ЧР Патшалăх премийĕне те парсан аван пулĕччĕ.
Виктор // 3754.32.9297
2019.04.28 07:12
Стаья умӗнче те, хыҫӗнче те Леонтьев хӑй хушаматне лартнӑ. Манман! Хӑйне хытӑ юратать. Тӗкӗр умне тӑрсан ытараймасӑр пӑхать пулас.
Agabazar // 3514.3.6215
2019.04.28 15:17
Agabazar
Базиль Кириллов // 3754.32.9297 2019-04-26 19:16 Ячӗ, ячӗ мӗне тӑрать! Шӑртса ярать!
"Шăрса яма" ан васка. Сăмах 20-мĕш ĕмĕр (21-мĕш мар!) пирки пырать.
.....халӗччен.....
Алексей Петрович çаплах çавнашкал япаласемпе мекĕçленме пăрахаймасть иккен. Никам та нихçан та унашкал çырман халиччен.
Элĕкри гений пек каласан, кунашкал шăрпăксем кĕртсе пĕтермелле мар чĕлхене ĕçсĕр аптраса.
Ăнлантаратăп. Халь, халĕ — наречи (ĕçхĕлтеш). Анчах та вăл япала ячĕн пĕлтерĕшĕпе те çÿреме пултарать (тăрăм, состояние). Çавна кура туртăм категорийĕн аффиксĕсене йышăнать: халь > халĕ > хали- > халиччен
Эппин кунта шутсăр ăслă пулни ним тума та кирлĕ мар.
Agabazar // 3514.3.6215
2019.04.28 15:25
Agabazar
Чăваш литературине историлесе кăтартасси — питĕ кирлĕ тата питĕ кăсăклă ĕç.
Базиль Кириллов // 3754.32.9297
2019.04.30 18:41
Виноградов танатинче ача. Хӑйӗн ун нимле шухӑш та ҫук, типсе ларнӑ. Лешӗ пырса ларатчӗ те мӗн тӗрӗссине ӑна сехечӗ- сехечӗпе ӑнлантаратчӗ (редактор чухне, пире ӗҫпе парсан та хӑр-хар туса хӳтеретчӗҫ).
2019.05.05 19:21
Преми текен япалана паянхи кун ĕçшĕн мар, хальхине эпĕ сана, тепрехинче эсĕ мана тенĕ евĕр тыттараççĕ. Вырăс литературинче мĕншĕн Бондаревăн хушамачĕ çук? Тĕрлĕ Донцовасем те Марининасем. Вăт çавнашгкал пурнăç халĕ кайрĕ. Чăваш сăмахлăхĕн уйĕ анлă та, кăсăкланакан чăваш чĕлхипе калаçакансен шучĕ сахал.
Agabazar // 1154.00.7821
2019.05.06 00:43
Agabazar
Эх, кукша! Çав Донцова, Маринина текеннисен пĕр кĕнекине пулин вуласа курнă-ши хăй? )))
Эп хам пытармастăп: вуламан.

А вăт леш "Бондарев" текеннине вуланă вара. Чăн сăмахăн суйи çук.
2019.05.06 09:36
Кукша мар хальлĕхе. Донцовăн кĕнекине вуласа сая ямастăп. Бондарев вара классик, Шукшин, Астафьев. Вĕсемпе танлаштарма çук
Эпĕ // 3000.76.3861
2019.05.12 11:30
Базиль Кириллов – Владислав Николаев, ачамккă, чĕç тăватăн пулсан – памперс тăхăн.
Базиль Кириллов // 6824.4.4793
2019.05.19 18:58
Леонтьев та чӗрех иккен.

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters