Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Сделай первый шаг и ты поймешь, что не все так страшно.(Сенека)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Л.А. Андреев-Лесника министерство панӑ хурав

Аçтахар Плотников06.06.2019 17:1413355 views

Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:

Хисеплӗ Леонид Емельянович!

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Сирӗн 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑра илнине, унти информаципе паллашнине пӗлтерет. Эсир чӑваш ялӗн ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентес тата чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑ ҫырӑва тимлӗн вуласа тухрӑмӑр. Сире ҫакна пӗлтеретпӗр.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентме, тӑван ен культурипе паллаштарма нумай ӗҫ тӑвать, программӑсем, меслет сӗнӗвӗсем, хрестоматисем пичетлесе кӑларать, ача сачӗн ертӳҫисем, воспитателӗсем валли ятарласа курссем, семинарсем, консультацисем ирттерет.

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансем кашни ҫулхи «Хунав» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательсем заняти конспекчӗсен, уяв сценарисен конкурсне хутшӑнма хастар. Чи лайӑх ӗҫсем журналсенче, статья пуххисенче пичетленсе тухаҫҫӗ.

Эсир чӑваш орфографийӗшӗн пӑшӑрханнине те ӑнланатпӑр.

Сӑмах майлашӑвӗсене ҫырас пирки ӑслӑлӑхра икӗ шухӑш пур. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫырура чӑвашсем епле калаҫнине шута илмелле. Пирӗн калаҫура вырӑссеннипе танлаштарсан, чӑнах та, сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарас туртӑм пур, анчах ку туртӑма ҫырура ҫирӗп тытса пыма май ҫук. Тӗслӗхрен, кивӗлле хӗрача (пӗрле), анчах ывӑл ача, хӗр пултӑр, ывӑл пултӑр (уйрӑм) ҫырмалла.

Кун пек ҫырнин хирӗҫӳлӗхӗнчен Ф.Т. Тимофеев, А.И. Иванов, И.А. Андреев, И.П. Павлов, Ю.М. Виноградов, Н.И. Егоров тата ыттисен шухӑшӗпе чӗлхен грамматика тытӑмне шута илсен кӑна тухма пулать. Чӗлхе тытӑмне тӗпе хуракансем хирӗҫӳсӗр орфографи уйрӑмах шкул вӗренӗвне кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫыру ансатти ачасен пуплевне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеме май парать теҫҫӗ. Уйрӑм ҫырнине хӳтӗлекенсен ӗненӗвӗпе, хальхи правило шкул вӗренӗвӗнче ӑслӑлӑх принципне ФГОС ыйтнӑ пек туллин пӑхӑнма май парать.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет.

Ҫырӑвӑршӑн тав.

Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ А.Н. Федорова

 

Редакцирен: ку хурава эпир темиҫе ҫын урлӑ илтӗмӗр. Л.А. Андреев-Лесника ӑна ахаль ҫырупа ярса панӑ, вӑл вара ӑна тепӗр вырӑнта пичетлеттернӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара пире ярса панӑ. Йӑнӑшсем лексен каҫару ыйтатпӑр (тупсан тӳрлетӗпӗр).

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (31)]

Comments:

Базиль Кириллов // 2126.90.8507
2019.06.06 18:43
Кӑна тем каласан та Вино Градов кӑна пӗлет. Вӑл орфографине урлӑ та пирлӗ ашнӑ, авӑртнӑ та унанӑ...
Agabazar // 2945.91.5289
2019.06.06 20:44
Agabazar
Петĕр Яккусен (Пётр Яковлев) айкомиссийĕ мĕн ĕçленĕ пирки министăр çумĕн çырăвĕнче ним те асăнман.
Ася // 2126.90.8507
2019.06.07 17:04
"Уйрӑм ҫырнине хӳтӗлекенсен ӗненӗвӗпе..." Ку нушаллӑ орфографи ӖНЕНӖВЕ куҫнӑ иккен, религи пулса тӑнӑ эппин. Паллӑ, ҫырӑва Министерствора ҫырман.
Базиль Кириллов // 2126.90.8507
2019.06.07 18:15
Пӑсӑк орфографипе ун хушаматне ҫапла ҫыраҫҫӗ: Як Ку-сен
Алибасов // 5301.6.8114
2019.06.07 20:06
Вӗсен хӑйсен секта евӗр пӗрлешӳ ӗнтӗ: тӑнран кайиччен пуҫ ҫапаҫҫӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр кӗл тӑваҫҫӗ.
Малай // 3935.95.6547
2019.06.07 23:30
Министр çумĕ "хĕрача"па юнашар "ывăл ача" Лариса чееленешĕн пулнă ĕнтĕ."Xĕрача" пĕрле çырма юрать, "ывăл ача"на пĕрле çыраймастăн, "арçынача" тенĕ пулсан пĕрле çырма брать.Ку чăн тĕрĕс те пулать."Ывăл ача" тесе калама кирлех те мар,"ывăл" тени хăйех çамрăк (ача, арçын ача) пулнине пĕлтерет.Министр çумĕ паллах пысăк должность, анчах çынсене айван вырăнне хуни питĕ килĕшÿсĕр япала.
Ялтан // 5301.6.8114
2019.06.08 20:10
Виноградовпа Андреев пӗр хушӑ "улмуҫҫи" тесе ҫынине те сивлетчӗҫ,"сӑмах ҫаврӑнӑшӗ" тесе ваклама май ҫуккине кура учительницӑсене хӑратса "улма йывӑҫҫи" тесе ҫыртаратчӗҫ. Ирӗк пар кӑна хӑшӗсене, пуҫхӗрлӗ тӑратса "пуҫ хӗрлӗ" тесе ҫыртарарма та пултараҫҫӗ.
Виктор // 5301.6.8114
2019.06.08 20:32
Министерство хуравӗнче асӑннӑ пӗр хушамат тӗлӗнче чарӑнар: Н.И. Егоров. Авторитет! Диссертацисӗрех тухтӑра тухнӑ маттур ача. Ҫакскер ай мӗнле пӑсланса хӳтӗлет пӑсӑк орфографине, ҫырасса вара хӑй кивӗллех ҫырать. Парта хушшине ларса диктант ҫыртарсан вӑл пиллӗк илейместех пуль...
Agabazar // 3690.00.7845
2019.06.09 19:22
Agabazar
Петĕр Яккусен лингвист тата поэт пире çул кăтартса пырать.

Н.И.Егоров вара кунта нимле авторитет та мар. Компоративистика енепех тар кăларса ĕçлетĕр!

Орфографи енĕпе вара Никколай Иванччă пултараймасть!
Педагог // 3600.48.5200
2019.06.09 20:56
"Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет".
А-а-а, апла-иç! Вĕрентÿ ĕçĕн ветеранне, вун-вун учебник авторне Л.П. Сергеев профессора 90 çулпа саламлама министерствăран ма пĕр чун та пыман тесе тĕлĕннĕччĕ. Вĕсем питĕ "занятой" иккен: "наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлеççĕ". Компьютерпа çапаççĕ-ши е корректура вулаççĕ? Мĕскĕнсене питĕ хĕрхенес килсе кайрĕ.

Pages: 1, 2, [3], 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters