- News
- Chuvash Language
- - Chuvash-English Dictionary
- - Dictionaries
- - Resources
- Culture
- - Cuisine
- - Music
- - Religion
- - Pre-Russian Names
- Art
- Folklore
- - Clothes
- - Embroidery
- Literature
- - Myths & Legends
- People
- Chuvashia
- - National Anthem
- - Districts
- - Towns
- Forum
- Links
- About us
- - Recent Activity
- - Users
Ырă ир/кун/каç!
Каçарăр та, тен кӳрентерĕп ĕнтĕ. Анчах та мана
ку кăштах йăлăхтара пуçларĕ. Сирĕн сайт çĕнелнине
куртăм. Анчах та унта _пĕр чăваш саспаллийĕ те_
çук-çке! Мĕншĕн? Йывăр-им? Чăваш Енре чăвашла пĕ-
лекенсем çухалчĕç-им? _Чăваш_ кĕнеке издательстви
ятлă предприятин чăвашла варианчĕ пулмаллах ĕнтĕ!
Ман анчах чăвашла сайтсем тумалла мар ĕнтĕ!
Чăваш кĕнеке издательстви— патшалăх предприятийĕ,
çавна май чăвашла варианчĕ пулмаллах ĕнтĕ. Сирĕн
сайтра страницисем те нумай мар вĕт! Вĕсене чă-
вашла куçарма вăй çитмест-им?
Хамăрсăр пуçсăр чăвашсене никам та пулăшмĕ.
Вырăссем те, тутарсем те, Европă та пулăшмĕ. Чă-
ваш чĕлхи — пирĕн чĕлхе. Вырăссен мар, акăлчансен
мар. Хамăрăн. Хамăра кăна шанмалла. Хамăрăн ĕçле-
мелле.
Сайтра чăвашла кĕнекесене те ăнлантарса панă.
Анчах та вырăсла. Чăвашла çырнă кĕнеке вырăс вал-
ли ним тума та кирлĕ мар. Вĕсене те пулин чăвашла
ăнлантарса паман...
Ку çыру сире килĕшмĕ те пулĕ,вырăсла кăна тунă
сайтшăн вăрçмасăр чун чăтмасть. Сирĕн предприяти
пурри Чăваш Еншĕн питĕ паха. Сирĕн издательство
йывăр вăхăтра та ĕçлерĕ — чăвашла кĕнекесем кă-
ларчĕ. Халĕ те чăвашла кĕнекесем кăларать. Куншăн
паллах ырлатăп — чăвашсемшĕн сумлă ĕç тăватăр.
Ĕçре ăнăçу сунса, Николай Плотников.
http://chuvash.org сайтăн тĕп администраторĕ.
//Çыруна хуравламасăр та хăварма пултаратăр.