Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Сделать из любовника мужа так же трудно,как из мужа любовника. (Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл ятне чӑвашла ҫырма чӑнах та вӑхӑт ҫитмен-ши?

Аçтахар Плотников01.11.2019 23:3116589 views

Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман. Вырӑсла ятне, туллин ҫырса хума кунӗ-ҫӗрӗпех шухӑшланӑ пулать пулас та чӑвашла, тӑван чӗлхепе те ҫырмалли пирки пуҫа кӗмен пулас. Уҫнӑ хыҫҫӑн тин, ҫынсем асӑрхаса тӗлленӗ хыҫҫӑн, «вӑхӑт ҫитмен» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхине республикӑра ҫӳп-ҫап вырӑнне хуни пирки мӗн чухлӗ шавламаҫҫӗ, мӗн чухлӗ сӑмах хускатмаҫҫӗ — ӗҫӗ-пуҫӗ вара пӗрре те вырӑнтан хускалмасть. «Тен, асӑрхамӗҫ те» тесе ӗҫлеҫҫӗ-ши? Этем текенни йӑнӑш ҫинче вӗренмелле пек те, анчах ҫак ӗҫре вара темшӗн пӗрре те вӗренесшӗн мар. Кашнинчех ҫав «кӗрепле» ҫине пусса, авринчен ҫамккисене ҫаптараҫҫӗ (мазохистсем тейӗн!). Юханшыв портӗнче ҫаплаччӗ — вырӑсла та акӑлчанла та ҫырма май тупнӑччӗ, чӑвашла вара халӑх ыйтсан ҫеҫ ҫурт тӗпне шӑрҫаласа хунӑччӗ. Туристсем валли хатӗрленӗ кӑтартмӑшсенче те чӑвашлине «Ирӗклӗх» пӗрлӗх асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хушрӗҫ. Мӗн, ун хыҫҫӑн ӑса кӗчӗҫ-и? Ҫук! Тепӗр ҫул урӑхлисене вырнаҫтарчӗҫ — унта та чӑвашлисене ҫырма «манчӗҫ». Ку хутӗнче вара хушса тӑмарӗҫ — укҫа ҫук тесе «хӑтӑлчӗҫ». Паянхи куна та ҫырман. Шупашкарти чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ май та чӑвашла ҫырма «маннӑччӗ» — аса илтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума май тупрӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫине чӑвашла ҫырманнин сӑлтавӗ вӑхӑт ҫитменнинче мар ӗнтӗ — яланхилле «маннинче», пуҫра та пулманнинче. Ҫак вӑхӑта ҫити те театрӑн ятне чӑвашла куҫармасӑр хӑварманах ӗнтӗ. Пур вӑл вӗсен. Официаллӑ хучӗсенче пулмалла. Хӑйсен пурнӑҫӗ йӑлт вырӑсла иртнӗрен ӗнтӗ чӑвашли пирки сайра-хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Чӑвашли те кирли пирки асра тытнӑ пулсан — ҫурт ҫамкинче чӑвашли валли вырӑн хӑварӗччӗҫ — кунта вара, тӳрех курӑнать, вырӑсла ят валли ҫеҫ вырӑн уйӑрнӑ.

Ҫак «манаслӑх» чирӗнчен тӑван халӑх, уйрӑмах тӗрлӗ йышши ӑшӑ пукан йышӑнакансем, хӑҫан сывалӗ-ши? Е курмӑш пулсах тӑван халӑх культурин чи пӗлтерӗшлӗ паллине ҫухатма тӗллев лартнӑ?

Калӑпӑр, республикӑра пурӑнакансенчен миҫе проценчӗ кӑҫал Кӑк халӑх чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери ҫулталӑкӗ пынине пӗлет-ши? Театр ҫулталӑкӗ тесен пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пуль. Пирӗн тӑван чӑваш чӗлхине пырса тивекенни, пӗтӗм тӗнче палӑртаканни пирки вара ытлашшиех шарламаҫҫӗ. Влаҫ органӗсен сайтнех уҫса пӑхӑр — театр ҫулталӑкӗпе баннер пур, ПНО (ООН) пӗлтернӗ ҫулталӑк пирки вара — ним те ҫук. Культура министерствин сайтне уҫса пӑхӑр — ҫук. Вӗренӳ министерствин сайтӗнче те кунашкал баннера тупаймӑр. Ҫулталӑкӗ иртсе те каять темелле — икӗ уйӑх ҫеҫ юлчӗ... Ыттисем вара, сӑмахран, — темӗн чухлех. Хыпарӗсене пӑхӑр — чӑвашлисене пач та курма ҫук темелле, икӗ министерстви та вырӑслисене кӑна вырнаҫтарать. Ыттисем пирки калаҫу та ҫук. Спорт, экономика тата ытти сферӑсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма пуласси вӗсемшӗн ҫав тери тӗлӗнтермӗш япала пулас.

Чӑвашла ҫырни вара ҫав тери вырӑнсӑр-ши? Е национализмран ҫав тери хӑраса (ку термина шовинизм шайне антарса лартса) ҫырмасӑр тӑраҫҫӗ-ши? Маларах ҫырнӑ-ҫке! Никам та йӗрӗнмен. Халь мӗн чарать?

Сӑнсем ҫинче: 1), 2) — Шупашкар районӗ, Шоркка арманӗсен хурал пӳрчӗ ҫине ҫырнӑ транспорантсем; 3), 4) Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑта Пукаш ялӗнче тӗл пулнӑ табличкӑсем (тутӑхса кайнӑ, ҫутӑ юписем ҫинчеччӗ). Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

 

Чӑвашла ыйтсан, чӑвашлине ыйтсан хӑвӑрт кӑна «националист» ярлӑк ҫакса яма юратакансем питӗ йышланса кайрӗҫ. Ҫавсене пула-ши? Ку термина хӑйсем тӗрӗс ӑнланайсан татахчӗ... Ҫук вӗт, «националист» тесе вӗсем «шовинист» тесшӗн. Ҫыннӑн хӑйӗн тӑван халӑхне пӗрре те юратма юрамасть иккен, юттине кӑмӑлламалла, ют культурӑшӑн тар тӑкса ӗҫлемелле. Вара ун пек чухне тин эс «йӗркеллӗ» ҫын, ыттисенчен уйрӑм мар. Хӑйсен чӑвашлӑхне ҫак сӑлтава пулах миҫе ҫын пытармасть-ши? Чӑвашли ҫав ӑҫтиҫук ҫынсен кӑмӑлне ан пӑстӑр тесе чӑваш вырӑсла юрӑ ярать е ют чӗлхеллине.

Тем тесен те влаҫрисен ку ыйту ҫивӗчленсе ҫитни пирки ӑнланса илмеллех. Пытарса, курмӑш пулса пурӑннипе вӑл хӑй тӗллӗн татӑлмӗ. Халӑха (унсӑр пуҫне хӑйсене те) чӑвашли те кирли пирки, чӑвашли те йӗркеллӗ япала пирки ӑнлантарса пама вӑхӑт тупмаллах!

ХК: ку статьяна, паллах, ҫамрӑксен театрне хирӗҫлес тесе ҫырман — паянхи лару-тӑрӑва сивлесе ҫырнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче хура чунлӑ ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ, хамӑрашкалах чӑвашсемех вӑй хураҫҫӗ. Чӑвашлине ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫырса хуни (хӑш чухне пӗтӗм вӑя хурса ҫакна хирӗҫ тӑраҫҫӗ) тахҫанах йӑлана кӗрсе кайнӑ — статьяна ӑна сивлесе хатӗрленӗ.

ХК2: Елена Васильевна Николаева, театр директорӗ, шӑнкӑравларӗ. Каҫару ыйтатӑп. Ку статьяна хур тӑвас тесе ҫырман — тӗллевӗ чӑвашла ҫырма «маннине» сивлесси пулса.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (51)]

Comments:

Атнер // 1726.84.3785
2019.11.02 10:24
Ҫеҫпӗл палӑкӗ патӗнче мӗнле хӗремесленнсе сӑмах калама пултарать чӗлхемӗре упрас пирки.Тупа тӑвать поэтӑмӑр умӗнче кӗҫҫепит.Хӑйӗн ӗҫ вырӑнне кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла ҫырни ҫук.Е тата ун патне шӑнкравла"слушаю" тесе хурав партаь сана.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.02 14:14
Влаҫрисен мӗнле те пуллин влаҫрах юлмалла . Урӑх шухӑш пурри иккеленӳллӗ.
Националист текеннисем хӑйсем тахҫанах фашизм ҫулӗпе сиккипех вӗҫтерни те секрет мар пулӗ ? Чӑвашра национализм халиччен те пулман япала,мӗншӗн тесен чӑваш яланах интернационалист пулнӑ,тӗрлӗ халӑх ҫынни Чӑвашра хӳтлӗх тупнӑ.
Пирӗн чӑвашла элита корпоративла хупӑ клуб евӗр,унта чӗлхе ыйтӑвӗ катара тӑрать, Мускавпа суту-илю тума кӑна кирлӗ . "Пире шанса парӑр ҫемҫе пукансене,уншӑн эпир халӑхӑн тӑван чӗлхине ним вырӑнне те хумӑпӑр"?Логика ҫавӑн пек пулас ?
Микула // 9259.3.8429
2019.11.02 14:21
Уйрӑмӑн пирӗн театр ӗҫченӗсем пирки. Мӗншӗн вӗсем курман ҫавна? Вӗсем ӑна кӑна мар курман,курмаҫҫӗ мӗнле майпа, "топровольно " тесе чӑваш чӗлхи предметне ытти предметсенчен уйрӑм шая антарса лартнине. Пӗри те шарламаҫҫӗ. Патшалӑхӗ уйрӑмах чысланисем те ыттисем те. Чӗлхене "юратни" вӗсемшӗн профессин пӗр пӗчӗк пайӗ кӑна пулас ? Театртан тухсанах манӑҫать?
Хампур // 3281.89.5954
2019.11.02 15:38
Чăвашсем пĕрмай чăвашла çыртарасси пирки çапăçаççĕ.20 çул каялла урам ячĕсене чăвашла çырасси пирки шавлатчĕç.Çырчĕç, вара мĕн улшăнчĕ?Хула чăвашĕсем чăвашла пикенсе калаçма пуçларĕç-и? Ку театр та ятне чăвашла çапса хурĕ, вара мĕн? Шалта мĕн унта никам интересленмест.Ку театр тахçанах вырăсланнине никам та асăрхамасть та тейĕн.Мĕншĕн тесен ку театра чăвашсем ачисемпе килсе те курмаççĕ, мĕншĕн тесен ачисем пĕлмеççĕ.Ялти чăваш ачисем паллах никама та кирлĕ мар.Унччен талантлă ачасене малалла аталантарма Лебедев лицейĕ пурччĕ, ăна пĕтерчĕç.Чăваш интеллигенцийĕ сассине памарĕ.Паллă ĕнтĕ мĕншĕн, мĕншĕн тесен унăн ачи чăвашла пĕлмест, ăна чăваш лицейĕ кирлĕ мар.Халь ак чăваш çамрăкĕсен пулнă театр вырăса куçса пытать, пирĕн интеллигенци культура министерствине мĕн хăтланатăр тесе чупса каймасть.Айккинччен пăхсан хăйсене чăваш патриочĕсем шутлакансем чăваш пирки мĕнле кăкăр çапса сăмах çаптараççĕ.
2019.11.02 19:39
Аçтахар Плотников
Ачи-пӑчисене чӑвашла вӗрентессипе учреждени ячӗсене чӑвашла та ҫырасси хушшинче ҫыхӑну (кӑшт та пулин) пур ӗнтӗ, анчах расна япаласем-ҫке. Вӗсене иккӗшне те чӑваш чӗлхи ҫыхӑнтарать тесе вӗсем пӗр япалах мар-ҫке.
Лебедев лицейӗ пирки никам та сас кӑлармарӗ тени те тӗрӗс мар. Хӑй вӑхӑтӗнче Мускавра та плакатсемпе тухнӑччӗ. Влаҫрисем илтмӗш те курмӑш пулни сас кӑларманнине пӗлтермест-ҫке.
Agabazar // 4054.14.0152
2019.11.02 19:53
Agabazar
Ку театр чăн чăваш театрĕ пек тĕнчене килнĕ. Малтан унта вун-вун çул хушши нимĕнле вырăсла спетакльсем те лартман.

Тахăш вăхăтра вырăсла спектакльсем те лартма пуçларĕç. Вĕсен шучĕ ÿснĕçĕм ÿссе пычĕ.

Ак халĕ чăвашла ят та таçта кайса çухалчĕ иккен. Малашне унта чăвашла спетакльсем кăтартма та пăрахасса кĕтмелле.

Ку театрăн директорĕ — кам? Комендант пур-и театр вырнаçнă çуртăн? Эппин, çав комендант — кам? Культура министрĕ — кам?
Agabazar // 4054.14.0152
2019.11.02 20:07
Agabazar
Хампурсем хамлатма пуçларĕç ампарсем айĕнчен....
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.03 05:41
Пӗтӗмпех килӗшетӗп Плотниковпа та, ыттисемпе те!
Ӑҫта-ӑҫта та, анчах та ҪЕҪПӖЛ ячӗллӗ театр "ҫамки" ҫине вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни - ПРЕСТУПЛЕНИ! Куншӑн ЯВАП тыттармалла Тӑван Чӗлхемӗре ним вырӑнне те хуман, Ҫеҫпӗлтен кулакан икӗпитлӗ йӗксӗксене!
КУН ПЕККИ Тутарстанра та, Пушкӑртстанра та пулма пултараймасть!
Шел, эпӗ маларах асӑрхаман ҫакна.
Чӗнмесӗр лармастпӑр, Чӗлхемӗртен кулма памастпӑр!
Малтан тӳре-шарапа этемле калаҫса илӗпӗр, кайран...
Валери Туркай 8-927-855-54-80
Вулакан // 8452.6.6606
2019.11.03 05:59
Ман шутпа чи пахи, Хампур чăвашла çырса хуни. Çавăншăн-çке ĕпир пăшăрханса çырса тăратпăр, ыйтăвна хускатса тăратса. Мĕн тăвас тетĕн, хамăр, Чăваш Ен патшалăхĕ çук-çке, чĕлхемĕрпе ирĕккĕн усă курма. Çавăнпа статйесемпе комменсене чăвашлах çырса тăмалла, хурлани те, мухтани те. Кам чăвăшла çырса тăрать, тĕрĕс мар пулсан та-Вăл пирĕн. Йурать-ха, çырулăхăмăр пур, шухăшăмăрсене çырса хумашкăн.
Agabazar // 2226.63.4747
2019.11.03 08:15
Agabazar
Çеçпĕл ячĕллĕ театтăрта чăн малтан лартнă çпектаккĕл — "Талпас". Вырăсларан куçарнă пьеса тăрăх лартнăскер. Çапах та — чăвашла. Кун хыççăн 50 (аллă) çул хушши ытла унта нимĕнле вырăсла çпектаккĕл те лартман. Театтăр ытларах хальхи Вырăс театрĕн çуртĕнче ют хваттерте тенĕ пек пурăннă, филармонипе вырăн пайласа. Унтан Трактор тăвакансен керменне хваттере кĕнĕ. Ĕнтĕ тинех хăйĕн çурчĕллĕ пулчĕ теме пулать. Анчах та унтан чăвашлăха тĕппипех шăпăрпа шăлса кăларас хăрушлăх пур.

Кÿршĕри тутарсен еплерех-ха театтăр енĕпе? Тутарла (!) театтăрсен шучĕ теçетке урлă та каçнă пулмалла. Сăмахран, Пăва хулинче те вĕсен театтăр пур. Çав Пăвари театтăр çурчĕ çине таçтан аякран курăнмалла тутарла çырса хунă. Ак çапла: БУА ДРАМА ТЕАТРЫ. https://realnoevremya.ru/articles/74668-na-baze-buinskogo-teatra-proshla-laboratoriya-buinskaya-taliya

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters